Вӗрентекен ӗҫне чунпа суйланӑ

Пирӗн хушӑра ҫӗр-ҫӗр професси хушшинче педагог ҫул-йӗрне суйласа илекенсем йышлӑ. Акӑ, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнчи Петровсен йӑхӗнче те пурнӑҫне шкулта, ача садӗнче ӗҫлессипе ҫыхӑнтарнисем пур.

Чи малтанах Геннадий Николаевич хӑйӗн пурнӑҫне шкулпа ҫыхӑнтарнӑ. 1972 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗренпе вӑл шкулта физика урокӗсене ирттерет. Ачасемпе пӗрле хӑй те вӗренсе пырать, технологи учителӗ пулма хушма пӗлӳ илет. Унтанпа ҫур ӗмӗр иртсе кайрӗ ӗнтӗ, анчах вӑл халь те шкулта кирлӗ ҫын. Паянхи кун вӑл вӗрентнӗ ачасен мӑнукӗсем ун патне ҫутҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗсене уҫма, пурнӑҫра кирлӗ япаласене хӑйсен аллипе тума вӗренме пыраҫҫӗ. 

Геннадий Николаевич — тӗлӗнмелле учитель, вӑл ачасене пурнӑҫ илемӗпе савӑнма вӗрентет. Опытлӑ педагог уроксем ирттернипе анчах ҫырлахмасть. Вӗренекенсен пултарулӑхне малалла аталантарассишӗн тӑрӑшать, вӗсене ҫутҫанталӑкри пулӑмсем ҫинчен ҫыру ӗҫӗсем ҫыртарать.

Тен ҫавӑнпа та пӗр шкул ачи ун ӗҫне хак парса «Шкулта сирӗн пӗрре те ӑмӑр, ҫумӑрлӑ кунсем ҫук, эсир ирттерекен уроксенче пӗрмаях хӗвел пӑхать» текен йӗркесем ҫырнӑ.  

Г.Н.Петров вӗрентекен классенчи ачасем физика, астрономи, технологи предмечӗсен олимпиадисене тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем пулса тӑраҫҫӗ. Юлашки вунӑ ҫулта унӑн вӗренекенӗсем виҫӗ хутчен астрономипе регионти призерсен шутне кӗнӗ, пӗри Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑна хутшӑннӑ.   Интернет урлӑ Физтех, Фоксфорд олимпиадисене те вӗсемшӗн ҫул уҫӑ. Геннадий Николаевич Комсомольски 2-мӗш шкулӗнче лицей класӗнче вӗрентнӗ пӗр ача 2006 ҫулта физикӑпа пӗрлехи патшалӑх экзаменӗнче 98 балл пуҫтарнӑ. Ҫулсерен округра иртекен наукӑпа практика конференцийӗсенче унӑн вӗренекенӗ- сем хӑйсем опытсем тӑваҫҫӗ, ҫутҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, вӗсем ӑсталанӑ приборсем куракансемшӗн тӗлӗнмелле. Шкулта ӗҫлеме тытӑннӑранпах учитель ертсе пынипе ачасем уроксем хыҫҫӑн хут ҫӗленсем, ракета моделӗсем, тӗрлӗ вӗрентӳ хатӗрӗсем, ӗҫлеме кирлӗ инструментсем ӑсталаҫҫӗ. Юлашки пилӗк ҫулта станок ҫинче йывӑҫран вазӑсем, пӗчӗк савӑтсем тӑваҫҫӗ. Ҫак япаласемпе Раҫҫейре ҫулсерен иртекен «Токарная миниатюра» конкурса хутшӑнаҫҫӗ, унта ҫӗнсе илнӗ дипломсем, парнесем ачасене савӑнтараҫҫӗ. Конкурсра ҫӗнтернӗшӗн панӑ резецсемпе хальхи вӑхӑтра ачасем савӑнсах ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен вазисем  Новороссийск, Мускав, Анат Тагил хулисенче иртнӗ выставкӑсенче куракансене савӑнтарнӑ.

Геннадий Николаевич ӑсталанӑ чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем кашни ҫулах Акатуй уявӗнче куракансене илӗртеҫҫӗ. Ялти культура ҫуртӗнчи «Палан» ушкӑн та вӗсемпе хӑйсен концерчӗсенче усӑ курать. Мӑшӑрӗ те, Луиза Ивановна,  ҫак ушкӑна ҫӳрет, ансамбль Шупашкар, Чӗмпӗр хулисенче, Тутар Республикинче, кӳршӗ районсенчи чӑваш уявӗсене пӗрре мар хутшӑннӑ. Г.Н.Пет-ров ӑсталанӑ инструментсене Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра та курма пулать.  

2003 ҫултанпа учитель Новосибирск университечӗ ҫумӗнчи ачасене вӗрентекен вӗрентӳпе наука центрӗ урлӑ Комсомольки 2-мӗш, Хырхӗрри, Асанкасси шкулӗсенчи пултаруллӑ ачасене хушма пӗлӳ панӑ. 2018 ҫулта Геннадий Николаевич Новосибирскри  университетра  ирттернӗ наука конференцийӗнче ялти шкулсенче пултаруллӑ ачасемпе мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ. Ҫӗпӗрти академи наукисен член-корреспонденчӗ, ядерлӑ физика институчӗн директорӗ П.В.Логачев ялти учительпе элементарлӑ частицӑсен ускорителӗсем вырнаҫнӑ вырӑнта экскурси ирттернӗ. Академик пултаруллӑ чӑваш ачисене хӑй патне ӗҫлеме илме кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ.

Юлашки икӗ ҫулта Раҫҫей Вӗрентӳ министерствин Мускаври вӗрентӳ академийӗ ирттерекен физика учителӗсен олимпиадине хутшӑнса регион шайӗнче призерсен шутне лекнӗ. 2024 ҫулта округри физика учителӗсен «Физика урокӗ» фестивалӗ вӑтӑрмӗш хут иртӗ, Г.Н.Петров — ӑна йӗркелесе пыракансенчен пӗри. Геннадий Николаевич республикӑри фестивальсенче те 25 хут урок ирттернӗ. Вӑл ҫырнӑ статьясем «Халӑх шкулӗ», «Сентябрӗн 1-мӗшӗ» издательство ҫурчӗ  кӑларакан «Физика» журналсенче пӗрре мар пичетленнӗ. «Физика» журнал йӗркелекен «Эпӗ физика урокне каятӑп» конкурсра  икӗ хутчен ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ пултаруллӑ учительсене паракан премине районта чи малтан илнӗ (2006 ҫ.). Район ертӳҫин, «Билайн» компани йӗркеленӗ «Династия» фонд  премийӗсене те тивӗҫнӗ. 2015 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ уҫӑлнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ «Университет пӗтернӗ чи пултаруллӑ вӗренекен» конкурса хутшӑнса чи лайӑх 10 учитель шутне кӗнӗ. Геннадий Николаевич — ӗҫ ветеранӗ, Раҫҫей  Вӗрентӳ министерстви ӑна 2001 ҫулта «Раҫҫей вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑпа наградӑланӑ.

Геннадий Петров Германире службӑра тӑнӑ, вӑл — ГСВГ тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра тӑнӑ салтаксен организацийӗн членӗ.

Геннадий Николаевичӑн шӑллӗ Вениамин та  Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Районти шкулсенче 48 ҫул ӗҫлет. Учителӗн вӗренекенӗ-  сем физикӑпа пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсене аван тытса аслӑ шкулсенче пӗлӳ илеҫҫӗ. Вӑл пултаруллӑ ачасене олимпиадӑсене, конкурссене, наукӑпа практика конференцийӗсене хатӗрлет. Хӑй вӑхӑтӗнче Раҫҫейпе Голланди ӑсчахӗсем ирттерекен проектпа район шайӗнче чи малтан  физика урокӗсене компьютер технологийӗпе усӑ курса вӗрентме тытӑннӑ. Вырӑс, чӑваш, тутар ачисем урокра пӗрле ӗҫлени ют ҫӗршывран килнисемшӗн тӗлӗнмелле пулнӑ. Районти учительсенчен чи малтан кружокра ачасене роботсем ӑсталама вӗрентнӗ. Ҫав роботсемпе ресспубликӑри ӑмӑртусене хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса таврӑннӑ.  

Вениамин Николаевич 2010 ҫулта  Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ пултаруллӑ учительсене паракан премине илнӗ. Район ертӳҫи  паракан премине те икӗ хутчен тивӗҫнӗ. «Билайн» компани 2006 ҫулта йӗркеленӗ «Династия» фонд премине илме пултарнӑ. Республикӑра, районта иртекен физика урокӗсен фестивалӗсене хутшӑнса пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗ ятне илнӗ. Районти конкурссенче, олимпиадӑсенче, наукӑпа практика конференцийӗсенче ачасен пултарулӑхне хакланӑ. ,ҫне кура — хисепӗ. Маттур педагога 2006 ҫулта «Раҫҫей вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑпа наградӑланӑ. Вӑл Чӑ-ваш Республикин Вӗрентӳ министерствин, вӗрентӳ ӗҫченӗсен профсоюз обкомӗн, ЧР Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотисене илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Геннадипе Вениамин Петровсем районта иртекен хутҫӗленсен фестивалӗсене, ракета моделӗсен ӑмӑртӑвӗсене вунӑ ҫул ытла йӗркелесе пынӑ. Шел пулин те, халь вӗсене ирттермеҫҫӗ.

Галина Николаевна шкулта пӗр ҫул воспитательте ӗҫленӗ, анчах ҫемьери йывӑрлӑхсене пула малалла вӗренме май килмен. Унӑн хӗрӗсем Любовь тата Карина иккӗшӗ те Теччӗри педагогика училищине пӗтернӗ. Любовь Анатольевна Тутар Республикинчи Канаш ялӗнче 3 ҫул пуҫламӑш класс ачисене вӗрентнӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче те пӗлӳ илнӗ. Зеленодольск хулине куҫнӑранпа ача садӗнче воспитательте тӑрӑшать. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 25 ҫул. Пултаруллӑ воспитатель хӑйӗн опычӗпе Тутар Республикинче иртекен наукӑпа практика конференцийӗсенче паллаштарать. Тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене вӗрентмелли мелсем пирки ҫырнӑ ӗҫӗсем тӗрлӗ методика пуххинче пичетленнӗ. Унӑн ӗҫне вӗрентӳ управленийӗн, тутарсен Пӗтӗм тӗнчери конгресӗн хулари уйрӑмӗн грамотисемпе дипломӗсем ҫирӗп- летеҫҫӗ. Карина Анатольевна Шупашкар хулинчи ача садӗнче 7 ҫул воспитательте ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшне пӑхать.

Елена Николаевнӑн хӗрӗ те Надежда Владимировна куккӑшсен ҫулӗпе кайнӑ.  Теччӗ-ри педагогика училищине, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Шупашкарти ача садӗн-                                                                        че вунӑ ҫул вӑй хурать, Шӑпӑрлансене пӗчӗкренех чӑваш йӑли-йӗркипе паллаштарать, халӑх музыка инструменчӗсемпе мӗнле усӑ курнине кӑтартса парать. Ӑна темиҫе хутчен те дипломсемпе грамотӑсем парса чысланӑ. Ӑшӑ кӑмӑллӑ воспитатель ҫумне ачасем яланах туртӑнаҫҫӗ,

Тамара Николаевна хӑйӗн ӗҫ стажне Ҫӗнӗ Мӑратри вӑтам шкулта пионервожатӑйра пуҫланӑ. Малаллахи пурнӑҫне вӑл бухгалтер профессийӗпе ҫыхӑнтарнӑ, вӗрентӳ пайӗнче тӑрӑшать.

Петровсен йӑхӗн педагогикӑри пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 142 ҫул пуҫтарӑнать. Вӗсен ҫемйинче нумай лайӑх йӑла упранать. Пӗртӑвансем ачисемпе, мӑнукӗ- семпе  кашни ҫулах тӑван киле пӗрле пуҫтарӑнса савӑнаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗн юратнӑ юррисене юрлаҫҫӗ. Пакша йӑхӗнчи тӑванӗсем патӗнче хӑнара ашшӗ-                                                                       пе амӑшӗ юрӑ пуҫлакансем пулнӑ, ҫак йӑлана ывӑл-хӗрӗ малалла тӑсать. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне саланнӑ пулин те, туслӑ ҫемье пӗр-пӗрне манмасть, йывӑр вӑхӑтра яланах пулӑшать. Тен ҫавӑнпа та пулӗ 2019 ҫулта пӗртӑвансене ачисемпе, мӑнукӗсемпе пӗрле «Акатуй» уявӗнче хаклӑ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илме шаннӑ. Петровсен ҫемье ансамблӗ те округри, республикӑри конкурссене хутшӑнать, ҫынсене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Ашшӗ-                  пе амӑшӗн пилне ачисем манмаҫҫӗ, ҫав пил сӑмахӗсем пурне те малалла пурӑнма, ырӑ ӗҫсем тума хистеҫҫӗ.

Надежда СЕМЕНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *