Ачасем кӑмӑлтан ӗҫлерӗҫ

Ачасем кӑмӑлтан ӗҫлерӗҫ

Асанкасси  вӑтам шкулӗнчи вӗренекенсемпе вӗрентекенсем мобилизациленӗ салтаксене май пур таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене аякри ҫӗрте темӗн те кирлӗ пулӗ — ӑшӑ нуски, утиял, алсиш, окоп ҫурти тата ытти те. Хӗллехи сивӗ кунсенче ҫурта кирлӗ хатӗрсенчен пӗри тесен те юрать.

Ҫӗнӗ чӗрӗкӗн пӗрремӗш кунӗнчех мобилизациленӗ салтаксем валли окоп ҫуртисем тума шутларӑмӑр. Эпир ҫапла майпа анчах пирӗн хӳтӗлевҫӗсен пурнӑҫне кӑштах та пулин ҫӑмӑллатма пултаратпӑр-ҫке. Хӑш-пӗр салтак окопра пулӗ, тен теприсем таса уйра, хӑш чухне нимӗнпе ӑшӑнма, вут чӗртме май та ҫук пулӗ. Эпир хатӗрленӗ ҫуртана чӗртсен кӑштах ӑшши те тухать, ҫимӗҫне ӑшӑтса илме те пулать, ал- урана та ӑшӑ ҫапать.

Ҫак ӗҫе ачасем пурте кӑмӑлтан хутшӑнчӗҫ. Пӗрле ӗҫленӗ хушӑра салтаксене пулӑшма май пулнишӗн хӑйсем те хӗпӗртерӗҫ, вӗсемшӗн пӑшӑрханчӗҫ, ҫав хушӑра тӗрлӗ ыйтусемпе те кӑсӑкланчӗҫ. Пирӗн ҫуртасем салтаксене ҫутӑ тата ӑшӑ парасса эпир шанатпӑр. Вӗсем ҫӗнтерӳпе часах киле таврӑнасса чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *