Шалăва чакарса тÿленĕ

Шалăва чакарса тÿленĕ

РФ Аслă Сучĕ ĕçлекене тĕрĕслев срокĕ вăхăтĕнче шалăва чылай чакарса тÿлени çинчен калакан ĕçе пăхса тухнă. Йышăну тăрăх, ĕç паракан тĕрĕс мар тунине палăртнă.
Саккун тăрăх кашни ĕçлекене вăхăтра тата туллин ĕç килĕшĕвĕнче палăртнă ĕç укçине тÿлемелле. Ĕç укçи калăпăшне палăртнă чухне ĕçлекенĕн квалификацине, ĕçĕн калăпăшĕпе пахалăхне шута илеççĕ. Ĕç килĕшĕвне ĕçлекенĕн прависене пăсакан е гарантисен шайне чакаракан условисем кĕртме юрамасть. Енчен те ĕç килĕшĕвĕнче тин ĕçе пикенекене валли тĕрĕслев срокĕ йĕркелеме палăртнă пулсан, йăлтах ĕç саккунĕсемпе килĕ- шÿллĕн пурнăçламалла, çав шутра ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿле- мелле.
Çапла вара çÿлерех асăннă тĕслĕхре ĕç паракан ĕç саккунĕсене пăснă, вăл тĕрĕслев срокĕпе вăй хунă çынна ĕç укçин 60 процентне çеç тÿленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *