Тăван тăрăх аталанать, хăтлăланать, илемленет

Тăван тăрăх аталанать, хăтлăланать, илемленет

Тăван тăрăхри анлă урамсем, кĕтессем кашни çулах тата та илемленсе пыни ял çыннине савăнтарать. Çĕнĕ самана пире çĕнĕлле пурăнма хистет. Пурнăç вырăнта тăманнине, вăл çĕнелсе, улшăнса пынине шута илсен — вырăнти влаçăн та унăн таппине туйса ĕçлемелле. Чăнах та, хальхи вăхăтра мĕн пур ыйтăва ял администрацийĕн татса пама тивет. Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕ те çакна пăхăнса, шута хурса ĕçлет.
Пирĕн ял тăрăхĕнче ялсем чылай пирки социаллă тата культурăллă объектсем те йышлă: 2 почта уйрăмĕ, перекет касси, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, 3 фельдшерпа акушер пункчĕ, аптека, ветеринари участокĕ, вăтам шкул, шкул çумĕнчи 4 ача сачĕ, 4 культура çурчĕ, 3 библиотека тата музей пур. Халăха куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен 15 магазин ĕçлет. 2008 çулта Тукай ялĕнче Архангел Михаил ячĕпе хисепленекен чиркÿ хута кайнă.
Тукай ял администрацийĕ хăйĕн ĕçне «Раççей Федерацийĕн вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» 131-мĕш саккунне тĕпе хурса тата поселенин Уставне пăхăнса йĕркелесе пырать.
Вырăнти влаçăн тĕп тĕллевĕ — ял çыннин пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, ялсене социаллă аталантарасси, вĕсен тасалăхĕпе хăтлăхĕшĕн тăрăшасси. Çамрăксене ял хуçалăхне тавăрасси те, общество пурнăçне явăçтарасси те тĕп тĕллевсен шутне кĕреççĕ.
Кулленхи ыйтусене татса парасси çине ял тăрăхĕн администрацийĕ хамăр çĕршывра, республикăра тата район ша- йĕнче ирттерекен тĕрлĕ проектсемпе программăсене хутшăнни те пысăк витĕм кÿрет. Тукай тата Тăманлă Выçли ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленсе ларчĕç.
Тирпей-илем тенĕрен, ялсем тирпейленчĕç, хитреленчĕç. Çуллахи вăхăтра уйрăмах кил-çурт умĕнче чечексем ешерни кăмăла çĕклет. Тĕрĕссипе, урамсенчи тасамарлăх килĕшÿсĕр, вăл санитари йĕркине пăсни те шутланать. Çулла вара тĕрлĕ чир-чĕр «çăлкуçĕ» пулса тăрать.
Кашни çыннăн тивĕçĕ вăл — масарсене тирпейлĕ тытасси, атте-аннесен, тăвансен тата çывăх çынсен вил тăприйĕсене пăхса тăрасси. Ку енĕпе ял администрацийĕ тăтăшах субботниксем йĕркелет. Халăх йышлăн хутшăнса туслăн тăрăшни пире тата та вăйлăрах ĕçлеме хистет. Ял тăрăхĕнче 6 ял пулсан, Вутлан ялĕсĕр пуçне, халăхсем хăйсем тăрăшнипе, кашни ялтах масар пÿрчĕсем туса хутăмăр. Пур ялта та масар вырăнĕсене анлăлатса картасене çĕнетрĕмĕр. Уйрăмах çак ĕçсене йĕркелесе пыма, территорири мĕн пур ыйтăва татса пама ял тăрăхĕн депутачĕ сем витĕмлĕ пулăшу кÿреççĕ. Ял тăрăхĕнчи общество пурнăçне лайăхлатма тăрăшнинче старостăсен тÿпи пысăк.
Патшалăх паракан пулăшусен программипе килĕшÿллĕн, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă чухне халăх пуçарăвне ырласа патшалăх та укçа-тенкĕпе пулăшать. Эпир çак программăна хутшăнса чылай ĕç пурнăçларăмăр. Тукай ялĕнче аваллăхпа çыхăннă этнографипе культура паркĕ уçăлчĕ. Ку енĕпе Тукай ял администрацийĕ Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне» выставкăна хутшăнса диплом тата ылтăн медале тивĕçрĕ.
Ял тăрăхĕнчи пур ялсенче те урамсенчи пысăк хăватпа çунакан лампочкăсем вырăнне электроэнергине перекетлекен лампочкăсем çакрăмăр. Çĕнĕ Мăрат, Вутлан тата Тукай ялĕсенче Аслă Аттелĕх вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса çĕнĕ палăксем турăмăр. Туни нумай, анчах тумалли тата нумайрах. Малашне пурнăçламалли ĕçсем шутĕнче — проектсемпе килĕшÿллĕн Тукай ял тăрăхĕн администраци çуртне тул енчен юсамалли, культура çурчĕсем йĕри-тавра карта тытсан та аван пулмалла.
Ял çыннисене ырă канашсемшĕн, вăхăтра тăратнă ыйтусемшĕн тав тăвас килет. Малашне пурнăçламалли ĕçсем татах та нумай. Пирĕн тĕллев — пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса, пĕрле ĕçлесе хамăр тăван ялсен инфраструктурине малашне те улăштарса, çĕнетсе пырасси.
А.ОСИПОВ,
ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *