Улшăнусем вăя кĕнĕ

Улшăнусем вăя кĕнĕ

Кăçалтан патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси çинчен калакан саккуна кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕнĕ.
Çĕнĕ йĕрке тăрăх, пулăшу кÿрекен органăн сывлăх сыхлавĕн патшалăх, муниципалитет е уйрăм тытăмне кĕрекен организацисем урлă — тĕрлĕ справкăсене, пĕтĕмлетÿсене е урăх документсене, опекăпа попечительлĕх органĕсем урлă — йышăнусемпе ирĕк паракан хутсене ведомствăсем хушшинчи информаци хутшăнăвĕсен тытăмĕпе усă курса ыйтса илмелле.
Çав вăхăтрах хăш-пĕр тĕслĕхсенче граждансен документсене хăйсен хатĕрлемелле. Çапла патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне илекенĕн ют çĕршыври компетентлă орган урлă граждан тăрăмĕсен актне регистрацилени çинчен калакан свидетельство, вĕренни е квалификацие ÿстерни çинчен ĕнентерекен документсем илнĕ пулсан, вĕсен нотариус патĕнче çирĕплетнĕ вырăсла куçарăвне хăйĕн хатĕрлемелле.
Çавăн пекех ЗАГС органĕ е Раççейри консул учрежденийĕ панă ачана усрава илни çинчен калакан свидетельствăна тата çар професси вĕренÿ организацийĕ- сем панă вĕренни çинчен калакан документсене граждансен хăйсен кирлĕ органа илсе пымалла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *