Каллех улталанă

Каллех улталанă

Ултавçăсем самант та тĕлĕрмеççĕ, çын укçипе пуйма çĕнĕрен çĕнĕ мелсем шутласа тупаççĕ. Нумаях пулмасть Тури Тимĕрчкасси çынни те ултавçăсенчен шар курнă.
Февраль уйăхĕнче хĕрарăма тĕрлĕ номерсенчен ултавçăсем шăнкăравланă. Вĕсем хăйсемпе Раççей Перекет банкĕн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем тесе паллаштарса хĕрарăм ячĕпе такам 1120000 тенкĕлĕх кредит илни çинчен пĕлтернĕ. Çакна илтсен хĕрарăм питĕ хăраса ÿкнĕ, мĕншĕн тесен вăл банка кайман, кредит илмен. Çакăнпа усă курса ултавçăсем ăна «Сбербанк онлайн» хушăма кĕрсе кредит илнине «пăрахăçлама» каланă. Вĕсем каланине пурнăçласа Тури Тимĕрчкасси çынни хăйĕн çине 150 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çакăн хыççăн ултавçăсем 1 миллион ытла тенкĕлĕх кредит илнине пăрахăçлани çинчен каланă, хĕрарăмăн счечĕ çине килнĕ 150 пин тенкĕне тĕрлĕ телефон номерĕсем çине куçарса пама ыйтнă. Хĕрарăм хушнине пурнăçласа шăнман пăр çине ларса юлнă.
Хисеплĕ район çыннисем! Тимлĕх çинчен нихăçан та ан манăр, палламан çынсемпе /вĕсем хăрушсăрлăх службинчен тесе каласан та/ ан калаçăр! Хăвăр укçăрсене ют çынна куçарса пама ан васкăр, банк карттин реквизичĕсене вăрттăнлăхра тытăр.
Енчен те çак тĕслĕхри пек палламан çынсем шăнкăравларĕç пулсан, хăраса ÿксе йăнăш туса хуриччен полицие е тÿрех банка шăнкăравласа ыйтса пĕлĕр. Асăрхануллă пулăр!
РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *