Воскресенье, 5 мая

Çуракие тивĕçлĕ хатĕрленни ĕç тухăçлăхне ÿстерет

Çуракие тивĕçлĕ хатĕрленни ĕç тухăçлăхне ÿстерет

Çанталăк çуркунне енне сулăннă май ăшă хĕвел часах хирти ĕçсем вăй илессине систерет. Уй-хирсене витнĕ юр сийĕ васкамасăр, кунсерен ирĕлсе пусăрăнать. Çакна пула ака тапхăрне тивĕçлĕ хатĕрленессипе тата çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă ирттерессипе çыхăннă ыйтусем хуçалăхсемшĕн пĕрремĕш вырăна тухаççĕ.
Мартăн 19-мĕшĕнче Александровкăри культура çуртĕнче районти аграрисен конференцийĕ иртрĕ. Унта Комсомольски районĕн пуçлăхĕ — депутатсен Пухăвĕн председателĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район пуçлăхĕн çумĕн — ял хуçалăх, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Селиванов, ял хуçалăх организацийĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсенчи инженерсемпе агрономсем, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем тата район тулашĕнчен килнĕ специалистсем хутшăнчĕç.
Конференцире çурхи ака тапхăрне хатĕрленессине тата уй-хирте çĕр ĕçĕсене ирттерессине — ял хуçалăх техникин хатĕрлĕхне тата механизаци облаçĕнчи мелсемпе çĕнĕлĕхсене, тăпрана кăпкалатса хатĕрлессин мелĕсене, минераллă тата органика удобренийĕсемпе усă курассине сÿтсе яврĕç.
Алексей Селиванов кăçалхи çур аки тĕллевĕсене уçăмлатрĕ, районти хуçалăхсенчи паянхи лару-тăрупа паллаштарчĕ, уй-хирти ĕçсене агротехника тата хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăнса тивĕçлĕ пурнăçласса шаннине палăртрĕ.
2021 çулта 15827 гектар çĕр çинче çурхи ака тума планланă. 2020 çулти кĕрхи культурăсене шута илсен пĕтĕмĕшле акмалли лаптăк 24278 гектарпа танлашать. Планпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ çурхи тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене 11012 гектар /çурхи тулă — 3960, урпа — 5275, сĕлĕ — 1507, пăрçа йышши культурăсем — 270/, çу паракан культурăсене 537 гектар акса хăвармалла. Уйсенче çĕрулми — 691 гектар, пахчаçимĕç — 53 гектар, выльăх апачлĕх культурăсем 7637 гектар лаптăк çинче çитĕнтерме план тунă.
Иртнĕ çулхи кĕркунне 4065 гектар ?палăртнин 80,5 проценчĕ/ акса хăварнă. Çак шутра уйсенче ыраш 432 гектар, тулă 3633 гектар йышăннă.
Районти хуçалăхсенче ĕç планĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çурхи ака валли пĕрчĕллĕ тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ 2793 тонна пулмалла. Паянхи кун акмалли вăрлăха ГОСТ требованийĕсемпе шайлаштарас енĕпе ĕç пурнăçланать.
2021 çулти ĕççи тапхăрĕ валли 1760 тонна /çурхи ака валли 400 тонна/ дизтопливо тата 335 тонна /çурхи ака валли 60 тонна/ бензин кирлĕ.
Хирти ĕçсем пуçланнă вăхăта ял хуçалăх техникипе çаклатмалли хатĕрсем тивĕçлĕ шайра пулни, усă курнă чухне хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăнни ĕç тухăçлăхне тата хăвăртлăхне ÿстерет. Пухăннисем ял хуçалăх техникине техосмотр витĕр кăлармалли мероприятисен графикĕпе паллашрĕç.
Ремис Мансуровпа Александр Осипов çурхи ака ĕçĕсем тивĕçлĕ шайра, тухăçлă пурнăçланасса шаннине палăртрĕç, çĕр ĕçченĕсене çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунчĕç.

С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *