Общество

Чи маттуррисене чысларĕç

Чи маттуррисене чысларĕç

Кашни çулах июль уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне уявлаççĕ. Кăçал вăл июлĕн 3-мĕшĕ тĕлне лекрĕ. Районти кооператорсем, паллах, ку уявран айккинче тăрса юлмарĕç. Июлĕн 2-мĕшĕнче Комсомольски райповĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Кооператорсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Алексей Селиванов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова уяв ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, малашне те тăрăшса ĕçлеме, малта пыма сунчĕç. Райпо канашĕн председателĕ Светлана Граче ва кооператорсен ĕçри çитĕнĕвĕсем пысăк пулни çинче чарăнса тăчĕ. Чăнах та, пирĕн райпо ĕçченĕсем потребительсен обществисен республика шайĕнчи ăмăртăвĕсенче час-часах мала тухаççĕ. Кăçал та вĕсем пĕрремĕш кварталти пĕтĕмл
Çĕнĕ тÿлевсем

Çĕнĕ тÿлевсем

Сахал тупăшлă тулли мар çемьесене тата ача кĕтекен хĕрарăмсене паракан çĕнĕ тÿлевсем 2021 çулхи апрель уйăхĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Федерацин Пухăвне янă Çырăвĕнче сахал тупăшлă çемьесене пулăшасси çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак шутра — ачана пĕччен çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕ, ача кĕтекен хĕрарăмсем тата шкул ачиллĕ çемьесем. Шкул ачиллĕ çемьесене хăçан тата епле майпа укçа парасси халĕ паллă мар. Указ тухасса кĕтетпĕр. Икĕ пособие тÿлессипе вара «Ачаллă çемьесене паракан патшалăх пособийĕсем çинчен» федераци саккунне улшăнусем кĕртнĕ, ятарлă документсем йышăннă. Сахал тупăшлă çемьесем тата ача кĕтекен хĕрарăмсем июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пособи илме заявлени çырма пултараççĕ. Çĕнĕ пособие илесси çемье тупăшĕнчен килет. Çемьери вăтам тупăш кашни çын пуçне регионта палăр
Фестиваль-конкурсра палăрнă

Фестиваль-конкурсра палăрнă

Çак кунсенче ЧР культура министерстви пулăшнипе республика шайĕнче йĕркеленĕ Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсен çулне халалланă «Чун юрланă чухне» фестиваль-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ватăрах çынсем хушшинче онлайн-форматпа иртнĕ конкурсра «Вокал ансамблĕ» номинацире «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ /ертÿçи А.Кокшина, концертмейстерĕ В.Кокшин/ 2 степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Хирти Сĕнтĕрти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне /ертÿçи Н.Шатилова, концертмейстерĕ П.Иванов/ çÿрекен Зоя Матвеева «Вокал исполнителĕ» номинацире лауреат пулса тăнă. «Фольклор пултарулăхĕ» тупăшура Юнтапари культура çурчĕ çумĕнчи «Юнтапа» ансамбль /ертÿçи Л.Латышева, концертмейстерĕ В.Лукиянов/ 3 степеньлĕ Диплома тивĕçсе палăрнă. «Поэзи чăваш чĕлхинче» номинацире Анат Тимĕрчкассинчи культура çу
Шыва кĕме ан васка!

Шыва кĕме ан васка!

Çулла кашниех шыва кĕрсе киленме кăмăллать. Анчах та пурте хăрушсăрлăх правилисене пăхăнаççĕ-ши; Чылайăшĕ шыва кĕме юраман вырăнсене çул тытать. Пĕрисем эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн шыва сикеççĕ, теприсем ишме пĕлмесессĕн те шыва кĕреççĕ. Пĕчĕк ачасем те аслисемсĕрех шыв хĕррине васкаççĕ. Ишме пĕлменскерсем шыв хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине ăнланмаççĕ те. Çавăнпа та çав тери асăрхануллă пулмалла. Тимсĕр пулнипе Чăваш Енре кăçал 21 çын пурнăçран уйрăлнă, вĕсенчен 3-шĕ районтан. Александровка, Шурут тата Асанкасси ял тăрăхĕсенче çынсем путса вилнĕ. «Шăрăх çанталăк чылайăшне шыв хĕррине туртать. Пĕвесемпе кÿлĕсен çиелти сийĕ ăшăннă-ха, анчах та тĕпĕнчи шыв сивĕ. Ишнĕ чухне вăл пăтранать, шыв температури улшăннă май ишекенĕн шăнăр туртма пултарать. Кинофильмсенче путакан çын аллипе хăлаçланса
Асăрханулăх чи кирли

Асăрханулăх чи кирли

Çулла ачасем час-часах нумай вăхăтлăха аслисен тимлĕхĕсĕр юлаççĕ. Чылай чухне вĕсем хăйсем тĕллĕн урамра чупаççĕ. Çакă вара аманас, инкеке лекес хăрушлăха ÿстерет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен ачисемпе çакăн çинчен калаçу ирттермеллех, урамра, килте, шыв хĕрринче хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтермелле. Ачапа час-часах çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен калаçмалла. Çакна урамра çÿренĕ чухне тусан, сăмахпа каланине ĕçпе çирĕплетсен тата аван. Сăмахран, çул урлă каçнă чухне ăçталла пăхмаллине, хăш вырăнта каçма юранине кăтартни лайăхрах асра юлать. Шыва кĕнĕ чухне ачасене пăхсах тăмалла, çÿллĕ çыранран е карта çинчен сикме чармалла, шывра ашкăнтармалла мар. Шыва кĕме ирĕк пур вырăнсене çеç суйламалла. Урамра çÿренĕ чухне хăйсене мĕнле тытмаллине те ачасене аса илтерсех тăмалла. Вĕсем килте

Он оставил свой след на земле

Уже год с нами нет прекрасного человека — Гибатдинова Ферита Абдулловича. Неповторимое обаяние общественного деятеля, педагога, отца и друга  тревожит и пробуждает в сердце желание вновь увидеть, услышать его голос  и  улыбнуться в ответ на его улыбку. Никогда, хоть и в незначительной степени, он не ущемлял человеческого достоинства, уважал чувства других людей. Несмотря на то, что Ферит был хорошим организатором, интересным творцом, он был светлым и ранимым человеком. Ферит Абдуллович проводил большую работу по развитию татарского языка, сохранению обычаев и традиций татарского народа. Его стараниями были созданы народный ансамбль песни и танца «Мишар», детский фольклорный ансамбль «Тамчы», получившие широкую известность не только в Чувашии, но и далеко за ее пределами. Се
Хамăр сыхланмасан кам пулăшĕ

Хамăр сыхланмасан кам пулăшĕ

Мускавра, Питĕрте, çĕршыври ытти мегаполисра коронавируспа çыхăннă лару-тăру кăткăсланса пынине куратпăр. Чăваш Енре те каварлă вируспа йывăррăн чирлекен йышланнă. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ковид миçе çул сарăласси вирус мĕнле улшăнса пынинчен тата çынсем эпидемипе мĕнле кĕрешнинчен килет. Эпидемиологсем палăртнă тăрăх, вакцинаци кăна инфекцие тĕп тума пулăшĕ. Çакна шута илсе пирĕн республикăра халăха вакцинаци тăвассине лайăх йĕркеленĕ. Прививкăна сыватмăшсенче те, мобильлĕ пунктсенче те, суту-илÿ çурчĕсенче те тутарма пулать. Ятарлă бригадăсем ФАПсене те çитеççĕ, килтен тухса çÿрейменнисем патĕнче те пулаççĕ. Районта та халăха вакцинаци тăвас ĕçе куçран вĕçертмеççĕ. Тĕп больницăра прививка тутарма май пур. Хăвăра пăхса тăракан терапевт патне çитмелле кă
Зинаида Киргизова палăрнă

Зинаида Киргизова палăрнă

Республикăри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ пуçарнипе, Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕ пулăшнипе пĕрремĕш хут йĕркеленĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса Республика кунĕнче пĕтĕмлетрĕç. Ăна республикăри талантлă та пултаруллă хĕрарăмсене тупса палăртас, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе тата паха енĕсемпе паллаштарас тĕллевпе ирттернĕ. «Конкурса республикăри 26 муниципалитетри 350 конкурсант хутшăннă. Çак йышри 13 хĕрарăм — пирĕн районтан. Зинаида Киргизова, Галина Нестерова, Надежда Евграфова, Алена Родионова, Светлана Петрова, Мария Долгова, Алина Афанасьева, Татьяна Миговорова, Татьяна Макарова, Оксана Владимирова, Алена Полякова, Галина Волкова, Галина Симакова, Татьяна Макарова. Маттур хĕрарăмсем — тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем, кил хуçи хĕрарăмĕсем — хăйсен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан видео-
Республика кунĕнче

Республика кунĕнче

Июнĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ Республика кунĕ мероприятисемпе çав тери пуян пулчĕ. Анлă уявран Комсомольски район çыннисем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе паллаштарчĕç. Тĕслĕхрен, кашниех Комсомольски район кĕтесне çитсе курма пултарчĕ. Кунта ятарлă выставка йĕркеленĕ çеç мар, çав вăхăтрах вĕренекенсем тĕрлĕ ÿкерчĕксем ÿкерчĕç. Кайнлăк, Элпуç ял тăрăхĕсен культура ĕçченĕсем республика çыннисене Каçал тăрăхĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕç. «Комбинат питания» ООО ĕçченĕсем «Тарават Чăваш Ен» Раççей шайĕнчи наци тĕпелĕн фестивальне хутшăнчĕç. Вĕсем фестивале чи техĕмлĕ те тутлă, хăйнеевĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрленĕ. «Кооператор» ООО директорĕ Альбина Краснова наци премин «Бизнез-успех» регионти конкурсĕн финалне хутшăнма тивĕç пулнă. Вăл жюри членĕсене аталану проекчĕпе паллаш
Пуян опытлă ĕçченсем çĕнтернĕ

Пуян опытлă ĕçченсем çĕнтернĕ

Маттур, ĕçчен, харсăр, пултаруллă çынсемпе пуян Комсомольски райпо тытăмĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Çакна вĕсем ĕçри çитĕнÿсемпе, кулленхи пурнăçри самантсемпе çирĕплетсе параççĕ. Акă, çак кунсенче çеç райпо тытăмĕнче ĕçлекенсем Республика кунĕнче иртнĕ «Тарават Чăваш Ен» наци тĕпелĕн фестивалĕнчен çĕнте- рÿпе таврăннă. Çакă — вĕсемшĕн пысăк çитĕнÿ. Вĕсемшĕн çеç мар, районшăн та пĕлтерĕшлĕ пулăм. — Пирĕн тăрăшулăха, ĕçченлĕхе Раççей шайĕнчи фестивальте палăртни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă пире малашне татах та хăпартланса ĕçлеме хавхалантарать. Асăннă фестивале эпир кăçал пуçласа çеç мар, виççĕмĕш хут хутшăнатпăр. Кашни çулах пирĕн апат-çимĕçе жюри членĕсем палăртса хăвараççĕ, тĕрлĕ номинацисенче палăрнă эпир. Кăçал вара «Наци тĕпелĕпе чи лайăх паллаштаракан» номинацире çĕнтерме пултартăмăр. Ç