Воскресенье, 28 апреля

Зинаида Киргизова палăрнă

Зинаида Киргизова палăрнă

Республикăри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ пуçарнипе, Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕ пулăшнипе пĕрремĕш хут йĕркеленĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса Республика кунĕнче пĕтĕмлетрĕç. Ăна республикăри талантлă та пултаруллă хĕрарăмсене тупса палăртас, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе тата паха енĕсемпе паллаштарас тĕллевпе ирттернĕ.
«Конкурса республикăри 26 муниципалитетри 350 конкурсант хутшăннă. Çак йышри 13 хĕрарăм — пирĕн районтан. Зинаида Киргизова, Галина Нестерова, Надежда Евграфова, Алена Родионова, Светлана Петрова, Мария Долгова, Алина Афанасьева, Татьяна Миговорова, Татьяна Макарова, Оксана Владимирова, Алена Полякова, Галина Волкова, Галина Симакова, Татьяна Макарова. Маттур хĕрарăмсем — тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем, кил хуçи хĕрарăмĕсем — хăйсен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан видео- визиткăсем тăратрĕç. Хĕрÿ тупăшура Зинаида Киргизова республикăри чи маттур та пултуруллă хĕрарăмсен йышне кĕме пултарчĕ. Конкурса хутшăннă кашни хĕрарăма сертификатсемпе чысларĕç. Пурте — маттур. Саламлатăп. Конкурса хутшăннă хĕрарăмсене малашне те пурнăçра пултаруллă пулма сунатăп, — пĕтĕмлетрĕ районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Инна Ядрова.
Тăманлă Выçлире пурăнакан алă ĕçĕсен ăсти — доярка, тивĕçлĕ канури Зинаида Киргизова «Аграри» номинацире çĕнтерсе «Ĕç маçтăртан хăрать» диплома илме тивĕç пулнă.
Зинаида пирки калас пулсассăн — вăл чăн-чăн пултаруллă маçтăр. Хĕрарăм тĕрлĕ илемлĕ япаласем ăсталанисĕр пуçне юрра-ташша та ăста, спортпа та туслă. Пултаруллăскер Тукай ял поселенийĕнчи, районти уяв мероприятийĕсемпе конкурссене, ăмăртусене тăтăшах хутшăнать. Унăн пухмачĕ тивĕçлипе çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе, тĕрлĕ степеньлĕ Дипломсемпе пуян.
Конкурсран çĕнтерÿпе таврăннă Зинаида çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа калаçрĕ:
— «Эпĕ — хĕрарăм» фестиваль-конкурса ирттерни питĕ лайăх тесе шутлатăп. Унăн пуçаруçисем ырă ĕç тăваççĕ. Конкурс Чăваш Енре хастар, маттур хĕрарăмсем нумаййине тата кашниех хăйне евĕрлĕ ăста пулнине çирĕплетме пулăшать. Манăн пултарулăха курса, хакласа, конкурса хутшăнма пулăшнисене пурне те чĕререн тав тăватăп. Вĕсем мана малашне те маттур пулма хавхалантараççĕ, вăй-хал параççĕ. Диплома тивĕçни маншăн пысăк чыс».
Пултаруллă маçтăра малашне те яланхи пекех маттур пулма, ĕмĕчĕсемпе шухăшĕсене ĕçе ăнăçлă кĕртме сунатпăр.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *