Понедельник, 13 мая

Республика кунĕнче

Республика кунĕнче

Июнĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ Республика кунĕ мероприятисемпе çав тери пуян пулчĕ. Анлă уявран Комсомольски район çыннисем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе паллаштарчĕç.
Тĕслĕхрен, кашниех Комсомольски район кĕтесне çитсе курма пултарчĕ. Кунта ятарлă выставка йĕркеленĕ çеç мар, çав вăхăтрах вĕренекенсем тĕрлĕ ÿкерчĕксем ÿкерчĕç. Кайнлăк, Элпуç ял тăрăхĕсен культура ĕçченĕсем республика çыннисене Каçал тăрăхĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
«Комбинат питания» ООО ĕçченĕсем «Тарават Чăваш Ен» Раççей шайĕнчи наци тĕпелĕн фестивальне хутшăнчĕç. Вĕсем фестивале чи техĕмлĕ те тутлă, хăйнеевĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрленĕ.
«Кооператор» ООО директорĕ Альбина Краснова наци премин «Бизнез-успех» регионти конкурсĕн финалне хутшăнма тивĕç пулнă. Вăл жюри членĕсене аталану проекчĕпе паллаштарнă, конкурсран Дипломпа таврăннă. Саламлатпăр.

/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *