Шыва кĕме ан васка!

Шыва кĕме ан васка!

Çулла кашниех шыва кĕрсе киленме кăмăллать. Анчах та пурте хăрушсăрлăх правилисене пăхăнаççĕ-ши; Чылайăшĕ шыва кĕме юраман вырăнсене çул тытать. Пĕрисем эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн шыва сикеççĕ, теприсем ишме пĕлмесессĕн те шыва кĕреççĕ. Пĕчĕк ачасем те аслисемсĕрех шыв хĕррине васкаççĕ. Ишме пĕлменскерсем шыв хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине ăнланмаççĕ те. Çавăнпа та çав тери асăрхануллă пулмалла. Тимсĕр пулнипе Чăваш Енре кăçал 21 çын пурнăçран уйрăлнă, вĕсенчен 3-шĕ районтан. Александровка, Шурут тата Асанкасси ял тăрăхĕсенче çынсем путса вилнĕ.
«Шăрăх çанталăк чылайăшне шыв хĕррине туртать. Пĕвесемпе кÿлĕсен çиелти сийĕ ăшăннă-ха, анчах та тĕпĕнчи шыв сивĕ. Ишнĕ чухне вăл пăтранать, шыв температури улшăннă май ишекенĕн шăнăр туртма пултарать. Кинофильмсенче путакан çын аллипе хăлаçланса кăшкăрать, пулăшу ыйтать. Чăн пурнăçра вара урăхла — çăвара шыв тулать, путакан çын сасă кăлараймасть. Шăрăх кун чăмпăлтатас тетĕр пулсан, шыва кĕме ятарлă вырăнсене çеç каймалла. Унашкаллисен тĕпне водолазсем тĕрĕсленĕ, чикекен тата касакан япаласенчен тасатнă», — пĕтĕмлетрĕ район администрацийĕн ятарлă программăсен уйрăмĕн заведующийĕ Дмитрий Галкин.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *