Пятница, 26 апреля

Культура

Акци иртрĕ

Иртнĕ эрнере "Молодая гвардия" обществăлла организацин волонтерĕсем "Шурă лента" акци йĕркелерĕç. Çавна май вĕсем çынсемпе тĕл пулчĕç, акци паллине — шурă лентăна — вĕсене парнелерĕç. Мĕне пĕлтерет-ха шурă лента? Вăл — тасалăх, ырă кăмăллăх палли. Çавна май акци тĕллевĕ те çынсене ырă кăмăллă пулма вĕрентесси, пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхтарасси. Çĕр çинче пурте тăнăçлăхра пурăнччăр, çемьере килĕшÿ хуçалантăр, ачасем телейлĕ пулччăр. С.ДМИТРИЕВА.  
Эсĕ кинора пулнă-и?

Эсĕ кинора пулнă-и?

Икĕ çул каялла Урмаел салинче "Урмай" кинозал уçăлчĕ. Çак хыпара районта пурăнакан кашни çын савăнăçлă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Текех хулана ятарласа кино курма каймалла мар, çывăхрах, районтах тĕрлĕ кино е мультфильм курма пулать тесе пурте хăпартланчĕç. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Çак хушăра районта пурăнакансем те, хăнасем те чылай илемлĕ фильм курса киленчĕç. Тин çеç проката тухнă фильмсене "Урмай" кинозалта кăтартрĕç. Паянхи кун та çаплах. Акă, кинозал репертуарĕпе паллашас пулсассăн эсир декабрĕн 5—11- мĕшĕсенче "Аванпост" /триллер/, "Холодное сердце" /мультфильм/, «Лев Яшин. Вратарь моей мечты» /фильм/ тата "Достать ножи" /триллер/ курма пултаратăр. Сеанс ирхине — 10.30 сехетре, каçхине 21.10 сехетре пуçланать. Апла пулсасăн кинозала çитме васкăр. Ушкăнпа пулсассăн тата лайăхрах. Пурне те

Проекта пĕтĕмлетрĕç

Раççейри Театр çулталăкне халалланă "Театрлă Атăлçи" проект вĕçленчĕ. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче тÿрĕ эфирта чи лайăх ĕçсемшĕн сасăланă. Шăматкун вара сасăлав кăтартăвĕсене те тÿрĕ эфирта пĕтĕмлетрĕç. "Чи лайăх шкул театрĕ" ята Пушкăртстанри коллектив тивĕçнĕ. "Чи лайăх студент театрĕ"— "Абрикосовый сад". Чăваш Республикинчи И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен ЧПУ çумĕнчи театр — чи лайăххи ята тивĕçнĕ. "Чи лайăх режиссер" — Дмитрий Миронов, "Студентсен театрĕн чи лайăх актерĕ" — Вячеслав Краснов. "Шкул театрĕсен чи лайăх актриси" — Шупашкарти 4-мĕш лицейри Роза Коробова. Шупашкарти 4-мĕш лицейри сцена искусствин студине çÿрекенсем "Наброски судьбы" спектакльпе конкурса хутшăннă. Студентсенчен — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн "Абрикосовый сад" театрĕ "Мой дедушка был вишней" ĕçпе. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе

Çĕнĕ клуб часах уçăлĕ

Шурут ялне пырса кĕрсен çĕнĕ, чаплă кермен пек курăнса ларакан çурта асăрхамасăр иртме çук. Ялта пурăнакансем мăнаçланса пĕлтереççĕ: "Кунта пирĕн культура çурчĕ пулать". Халиччен ял çыннисен пĕрле пуçтарăнса уявсене паллă тума, концерт курма, пултарулăхне аталантарма уйрăм вырăн пулман. Вырăнти артистсем Шурут вăтам шкулĕнче хăйсен концерчĕсене кăтартнă, уявсем ирттерме те ял халăхĕ шкулăн акт залне пуçтарăннă. Çывăх вăхăтра вара ялта чăн-чăн культура вучахĕ ялкăшма пуçлĕ. Çĕнĕ клуба ялсене аталантармалли патшалăх программипе килĕшÿллĕн хăпартнă. Çакна валли республика бюджетĕнчен 14 миллион тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне вырăнти бюджетран 700 пин ытла тенкĕ çĕнĕ культура çурчĕ тăвас çĕре кайнă. "Стройкомфорт" ООО ĕçсене апрель уйăхĕнче пикеннĕ. Унтанпа хăйне евĕр проектлă икĕ хутлă çурта хăпа

Чаршав уçăлать те — лекетпĕр асамлă тĕнче авăрне

Мĕнрен пуçланать-ши театр? Нивушлĕ хитре кĕперен? Тен çавăншăн пит пăлханатпăр Кермен алăкне тытиччен. Ытларикун, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, районти культурăпа кану центрĕнче Валентина Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕ пуçланса кайнăранпа 50 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Уява халăх театрĕнче вылянă артистсем çеç мар, культура ĕçченĕсем тĕплĕн хатĕрленни культура çуртне пырса кĕрсессĕнех сисĕнчĕ. Кермен алăкне уçсассăнах темĕнле асамлăх тĕнчине лекнĕн туйăнчĕ. Кунта юмахсенчи, спектакльсенчи вун-вун сăнар пуçтарăннă. Районти драма ушкăнĕсен хушшинче иртнĕ Театр çулне халалланă смотр-конкурсăн тата Алексей Балакаевăн пьеси тăрăх лартнă "Амăшĕн чĕри" пукане театрĕн спектаклĕн сăнукерчĕкĕсен выставкипе те паллашма кăсăклă пулчĕ. Унсăр пуçне çитес вăхăтра халăх театрĕн артисчĕсем пуканесем

Николай Галкин: «Журналистика — професси çеç мар, вăл — чун туртăмĕ»

Хаçатăн паянхи хăнипе паллаштарма та кирлĕ мар пуль тесе шутлатăп: Комсомольски ялĕнчен тухнă Николай Галкин — республикăри паллă журналист, пичет ĕçне йĕркелекенĕ. Вăл Комсомольскинче вăтам шкул пĕтернĕ, унтан Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ. Унтанпа вăл Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçинче тата организаторĕнче вăй хурать. Вăл тăрăшнипех темиçе хаçат пинлĕ тиражĕсене каялла тавăрма пултарнă. Пĕрле ĕçлекенсем унра тĕп редактор таланчĕпе çине тăма пĕлни çителĕклех пуррине палăртаççĕ. Николай Галкин — Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Раççей тата республика шайĕнчи журналистсен конкурсĕсен çĕнтерÿçи. — Николай Александрович, 50 çул каялла, 1969 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче пирĕн район хаçатĕнче, ун чухне вăл "Октябрь ялавĕ" ятпа тухса тăнă, Сирĕн пĕррем
Аннесене саламларăмăр

Аннесене саламларăмăр

Анне — кашни ачан пĕрремĕш сăмахĕ. Аннерен çепĕççи, илемли кам пур-ши çĕр çинче? Вăл пире пурнăç парать, лăпка-лăпка ÿстерет, ăса вĕрентет, пурнăç çулĕ çине кăларать. Анне пире мĕнпур йывăрлăха чăтма, çĕршыва чунтан юратма вĕрентет. Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Çĕнĕ Шăхран клубне ял çыннисем Анне кунне уявлама пуçтарăнчĕç. Кунĕ те аннесен ăшă та ачаш кăмăлĕ пекех хитре те хĕвеллĕ пулчĕ. Ялта пурăнакансем килте ларса сенкер экран çинчи чаплă артистсене курма çеç мар, вырăнти артистсен пултарулăхĕпе киленме те яланах хавас. Чи малтанах Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан хĕрачасем — Машăпа Яна Тихоновасем, София Карсакова, Аня Звездова юрă-ташăпа савăнтарчĕç, амăшĕсене хăйсен аллисемпе ăсталанă парнесем пачĕç. Малалла сцена çине ялти ветеран-пенсионерсем тухрĕç. Хитре чăваш тумĕсем тăхăннă

Чи хаклă çын эс тĕнчере – анне

Кашни çыншăнах анне вăл — чи çывăххи, чи юратни. Çавăнпах пулĕ Анне кунне эпир чылай малтан кĕтме пуçлатпăр, хаклă çыннăмăрсене ăшă сăмахпа, кăмăллă парнепе савăнтарма васкатпăр, вĕсене чĕререн тав туса ырлăх-сывлăхлă пулма сунатпăр. Ноябрĕн 22-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра та Анне кунне халалласа савăнăçлă уяв йĕркелерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов пурне те çак уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăхлă пулма, ачасенчен пархатар курма сунчĕ. Савăнăçлă лару-тăрура Хирти Выçли ялĕнче пурăнакан Зайцевсен тата Комсомольскинче пурăнакан Маринсен çемйисене нумай ачаллă пулнине ĕнентерекен удостоверени пачĕç. Çавăн пекех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Екатерина Челакова, социаллă с

Аннесен ячĕпе – пысăк уяв

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Анне кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Уява республикăри Хĕрарăмсен союзĕн, Ашшĕсен канашĕн членĕсем, республикăри муниципалитетсенчи пĕрлешÿсен хастарĕсем тата ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратса воспитани парас ĕçре тăрăшакансем хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев амăшĕсене çăмăлах мар ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн мухтаса тав тунă. "Çак чуна хумхантаракан уяв çепĕçлĕхпе тата ăшă туйăмлăхпа палăрса тăрать. Пиртен кашниех аннен хаклă та çутă сăнарне мĕн пĕчĕкрен хăйĕн чĕринче упрать. Анне пире яланах ăнланать, каçарать, ачашлать, шеллет тата ниме пăхмасăр пĕтĕм чунтан юратать", — тенĕ вăл саламласа. Уявра яланхиллех хисепе тивĕç нисене наградăсем парса хавхалантарнă, виçĕ çемьен

Пурăнма вăй-хал та, сывлăх та пултăр

Николай Константинович Скворцов Хирти Ĕнелте йышлă çемьере çуралнă. Çăкăр хакне аван пĕлсе ÿснĕ, ачаранах ĕç çумне çыпăçнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ — колхозра, çерем çĕрсем уçнă çĕрте... Комбайнпа тырă вырнă, вăрçă çулĕсенче çĕвĕ машинипе салтаксем валли галифе, тĕрлĕ япала çĕленĕ. Пур çĕрте те хастарлăхпа, тăрăшулăхпа палăрнă. Хăй тĕллĕн купăс калама, сăнÿкерчĕксем тума вĕреннĕ. Чылай çул район хаçачĕн редакцийĕнче фотокорреспондентра ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа Луцки чиркĕвĕнче тăрăшать. Мăшăрĕпе Вера Николаевнăпа вĕсем 5 ача çуратса ÿстернĕ. Шел пулин те, ывăлĕ Петя çарта службăра тăнă чухне йывăр чирлесе вилнĕ. Паллах, çакă Скворцовсемшĕн калама çук пысăк çухату пулнă. Темĕнле йывăр пулсан та вĕсем малаллах талпăннă, ытти ачисене тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани панă. Вĕсем пурте аслă тат