Четверг, 25 апреля

Эсĕ кинора пулнă-и?

Эсĕ кинора пулнă-и?

Икĕ çул каялла Урмаел салинче «Урмай» кинозал уçăлчĕ. Çак хыпара районта пурăнакан кашни çын савăнăçлă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Текех хулана ятарласа кино курма каймалла мар, çывăхрах, районтах тĕрлĕ кино е мультфильм курма пулать тесе пурте хăпартланчĕç. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Çак хушăра районта пурăнакансем те, хăнасем те чылай илемлĕ фильм курса киленчĕç. Тин çеç проката тухнă фильмсене «Урмай» кинозалта кăтартрĕç. Паянхи кун та çаплах. Акă, кинозал репертуарĕпе паллашас пулсассăн эсир декабрĕн 5—11- мĕшĕсенче «Аванпост» /триллер/, «Холодное сердце» /мультфильм/, «Лев Яшин. Вратарь моей мечты» /фильм/ тата «Достать ножи» /триллер/ курма пултаратăр. Сеанс ирхине — 10.30 сехетре, каçхине 21.10 сехетре пуçланать. Апла пулсасăн кинозала çитме васкăр. Ушкăнпа пулсассăн тата лайăхрах. Пурне те хапăл туса кĕтеççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *