Вторник, 16 апреля

Культура

Çĕнĕ çул сăнарĕсем парада тухрĕç

Район центрне каçхине тухсан, Çĕнĕ çул çывхарса пынине тÿрех асăрхатăн. Тĕрлĕ предприяти-организаци территорийĕсем, уйрăм çынсен кил умĕсем тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе ялкăшса çеç тăраççĕ. Çак илем Çĕнĕ çул çулталăкри чи асамлă уяв пулнине аса илтерсе кăмăла хăпартлантарать. ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пуçарнипе декабрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен Чăваш Енре "Çĕнĕ çул Республики" çĕнĕ çул марафонĕ иртет. Ăна Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă. Марафон Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче вăй илнĕ. Декабрĕн 13-мĕшĕнче вăл пирĕн района та çитрĕ. Тĕп мероприятисене Комсомольскинчи тĕп сцена çинче тата районти культура çуртĕнче йĕркелерĕç. Чи малтанах Хĕл мучисемпе Юр пикесен парачĕ пулчĕ. Районти 12 ял тăрăхĕнчен

Ача сасси чи илемли, мĕн пур тата унран ырри!

Декабрĕн 10-мĕшĕнче Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче районти ачасен пултарулăх ушкăнĕсен "Ача-пăча сасси" фестиваль-конкурсăн юрри-ташши тепĕр хут янăрарĕ. Аслă Чурачăкри "Тевет" фольклор ушкăнĕн ачисем уява уçрĕç. Конкурсантсене Комсомольскинчи ачасен искусство шкулĕн директорĕ Ф.А.Гибатдинов ăнăçу сунчĕ. Сцена çине чăваш, тутар, вырăс тумĕсем тăхăннă пĕчĕк артистсем пĕрин хыççăн тепри тухса хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Фестиваль-конкурса районти тĕрлĕ çулхи ачасен 60 яхăн пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ. Ача садне çÿрекенсем те, шкулта тĕрлĕ класра вĕренекен ачасем те юрлас, ташлас тата тĕрлĕ музыка инструменчĕсем çинче выляс ăсталăхĕсемпе тыткăнларĕç куракансене. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Чи маттур, пултаруллă коллективсене тĕрлĕ номинацисенче Дипломсемпе ч

Савăнса пурăнма тата мĕн кирлĕ?

Атте, анне, мăшăр, ачасем, юратнă ĕç, пĕрле килĕштерсе пурăнакан тăвансем, сывлăх. Тата мĕн хаклăраххи пур-ши çĕр çинче? Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă, теççĕ. Çапла. Атте-анне мĕнле пăхса ÿстернинчен, кашни ĕçе пĕлсе тунинчен пуçланать пурнăç сукмакĕ. Асанкасси ялĕнче пурăнакан Эльза Олеговна Таркина 18 çулта пурнăç урапи çине ларса тилхепине çирĕп тытма тытăннă. Вăл — ялти почта уйрăмĕн начальникĕ. Эльза Кĕтне Пасар ялĕнчи Луизăпа Олег Малышевсен çемйинче кун çути курнă. Вĕсем ачисене — Эльзăпа Антона — тĕрĕс воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Апла пулин те паянхи кун та вĕсене куллен пулăшса пыраççĕ. Çемье пуçĕ — Олег Николаевич мĕн çамрăкранах "Восток" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшать, вăл фермăра оператор пулса ĕçлет. Луиза Анатольевна суту

Татьяна – чăваш пики

Çĕршывăмăрăн кашни кĕтесĕнче тĕрлĕ илем конкурсĕсем йĕркелеççĕ. Шкул ачисем, хĕр-хĕрарăмсем чи чиперрин ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешеççĕ. Пирĕн республикăра та кашни çулах "Раççей чăваш пики" конкурс йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Кăçал вăл декабрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкар хулинче, Чăваш оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Çак конкурсра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ пикесен пултарулăхне çеç мар, вĕсем чăваш культурипе йăли-йĕркине, тăван чĕлхене лайăх пĕлнине шута илсе хакланă. Комсомольски районĕн чысне "Раççей чăваш пики" конкурсра Тукай хĕрĕ Татьяна Матросова хÿтĕлерĕ. Татьяна пултаруллă, маттур пулнине районта йĕркеленĕ "Шкул пики" конкурсра çĕнтерниех çирĕплетсе пачĕ. Çивĕч ăс-тăнлă, харсăр пике ун чухнех жюри членĕсене маттур пулнипе тĕлĕнтерчĕ. Халĕ вара вăл Раççей шайĕнчи конкурса хутш
Сывлăха çирĕплетме васкăр

Сывлăха çирĕплетме васкăр

Чăваш Республикин Фитнес-аэробика федерацийĕ Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе "Фитнес-Star! Долголетие в наших руках" проекта пурнăçа кĕртет. Çавна май декабрĕн 14-мĕшĕнче Комсомольскинчи "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче фитнес-аэробикăпа семинар, лекци тата ăсталăх класĕ иртет. Унта вĕренÿ организацийĕсен 50 çултан иртнĕ специалисчĕсем, тренерсем, хушма вĕрентĕвĕн педагогĕсем, волонтерсем тата кăмăл пур кашни çын хутшăнма пултараççĕ. Мероприяти 10 сехетре пуçланать. Тĕплĕнрех 8-962-321-44-49 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать. М.ДОЛГОВА.  

Акци иртрĕ

Иртнĕ эрнере "Молодая гвардия" обществăлла организацин волонтерĕсем "Шурă лента" акци йĕркелерĕç. Çавна май вĕсем çынсемпе тĕл пулчĕç, акци паллине — шурă лентăна — вĕсене парнелерĕç. Мĕне пĕлтерет-ха шурă лента? Вăл — тасалăх, ырă кăмăллăх палли. Çавна май акци тĕллевĕ те çынсене ырă кăмăллă пулма вĕрентесси, пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхтарасси. Çĕр çинче пурте тăнăçлăхра пурăнччăр, çемьере килĕшÿ хуçалантăр, ачасем телейлĕ пулччăр. С.ДМИТРИЕВА.  
Эсĕ кинора пулнă-и?

Эсĕ кинора пулнă-и?

Икĕ çул каялла Урмаел салинче "Урмай" кинозал уçăлчĕ. Çак хыпара районта пурăнакан кашни çын савăнăçлă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Текех хулана ятарласа кино курма каймалла мар, çывăхрах, районтах тĕрлĕ кино е мультфильм курма пулать тесе пурте хăпартланчĕç. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Çак хушăра районта пурăнакансем те, хăнасем те чылай илемлĕ фильм курса киленчĕç. Тин çеç проката тухнă фильмсене "Урмай" кинозалта кăтартрĕç. Паянхи кун та çаплах. Акă, кинозал репертуарĕпе паллашас пулсассăн эсир декабрĕн 5—11- мĕшĕсенче "Аванпост" /триллер/, "Холодное сердце" /мультфильм/, «Лев Яшин. Вратарь моей мечты» /фильм/ тата "Достать ножи" /триллер/ курма пултаратăр. Сеанс ирхине — 10.30 сехетре, каçхине 21.10 сехетре пуçланать. Апла пулсасăн кинозала çитме васкăр. Ушкăнпа пулсассăн тата лайăхрах. Пурне те

Проекта пĕтĕмлетрĕç

Раççейри Театр çулталăкне халалланă "Театрлă Атăлçи" проект вĕçленчĕ. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче тÿрĕ эфирта чи лайăх ĕçсемшĕн сасăланă. Шăматкун вара сасăлав кăтартăвĕсене те тÿрĕ эфирта пĕтĕмлетрĕç. "Чи лайăх шкул театрĕ" ята Пушкăртстанри коллектив тивĕçнĕ. "Чи лайăх студент театрĕ"— "Абрикосовый сад". Чăваш Республикинчи И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен ЧПУ çумĕнчи театр — чи лайăххи ята тивĕçнĕ. "Чи лайăх режиссер" — Дмитрий Миронов, "Студентсен театрĕн чи лайăх актерĕ" — Вячеслав Краснов. "Шкул театрĕсен чи лайăх актриси" — Шупашкарти 4-мĕш лицейри Роза Коробова. Шупашкарти 4-мĕш лицейри сцена искусствин студине çÿрекенсем "Наброски судьбы" спектакльпе конкурса хутшăннă. Студентсенчен — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн "Абрикосовый сад" театрĕ "Мой дедушка был вишней" ĕçпе. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе

Çĕнĕ клуб часах уçăлĕ

Шурут ялне пырса кĕрсен çĕнĕ, чаплă кермен пек курăнса ларакан çурта асăрхамасăр иртме çук. Ялта пурăнакансем мăнаçланса пĕлтереççĕ: "Кунта пирĕн культура çурчĕ пулать". Халиччен ял çыннисен пĕрле пуçтарăнса уявсене паллă тума, концерт курма, пултарулăхне аталантарма уйрăм вырăн пулман. Вырăнти артистсем Шурут вăтам шкулĕнче хăйсен концерчĕсене кăтартнă, уявсем ирттерме те ял халăхĕ шкулăн акт залне пуçтарăннă. Çывăх вăхăтра вара ялта чăн-чăн культура вучахĕ ялкăшма пуçлĕ. Çĕнĕ клуба ялсене аталантармалли патшалăх программипе килĕшÿллĕн хăпартнă. Çакна валли республика бюджетĕнчен 14 миллион тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне вырăнти бюджетран 700 пин ытла тенкĕ çĕнĕ культура çурчĕ тăвас çĕре кайнă. "Стройкомфорт" ООО ĕçсене апрель уйăхĕнче пикеннĕ. Унтанпа хăйне евĕр проектлă икĕ хутлă çурта хăпа

Чаршав уçăлать те — лекетпĕр асамлă тĕнче авăрне

Мĕнрен пуçланать-ши театр? Нивушлĕ хитре кĕперен? Тен çавăншăн пит пăлханатпăр Кермен алăкне тытиччен. Ытларикун, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, районти культурăпа кану центрĕнче Валентина Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕ пуçланса кайнăранпа 50 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Уява халăх театрĕнче вылянă артистсем çеç мар, культура ĕçченĕсем тĕплĕн хатĕрленни культура çуртне пырса кĕрсессĕнех сисĕнчĕ. Кермен алăкне уçсассăнах темĕнле асамлăх тĕнчине лекнĕн туйăнчĕ. Кунта юмахсенчи, спектакльсенчи вун-вун сăнар пуçтарăннă. Районти драма ушкăнĕсен хушшинче иртнĕ Театр çулне халалланă смотр-конкурсăн тата Алексей Балакаевăн пьеси тăрăх лартнă "Амăшĕн чĕри" пукане театрĕн спектаклĕн сăнукерчĕкĕсен выставкипе те паллашма кăсăклă пулчĕ. Унсăр пуçне çитес вăхăтра халăх театрĕн артисчĕсем пуканесем