Çĕнĕ клуб часах уçăлĕ

Шурут ялне пырса кĕрсен çĕнĕ, чаплă кермен пек курăнса ларакан çурта асăрхамасăр иртме çук. Ялта пурăнакансем мăнаçланса пĕлтереççĕ: «Кунта пирĕн культура çурчĕ пулать». Халиччен ял çыннисен пĕрле пуçтарăнса уявсене паллă тума, концерт курма, пултарулăхне аталантарма уйрăм вырăн пулман. Вырăнти артистсем Шурут вăтам шкулĕнче хăйсен концерчĕсене кăтартнă, уявсем ирттерме те ял халăхĕ шкулăн акт залне пуçтарăннă.
Çывăх вăхăтра вара ялта чăн-чăн культура вучахĕ ялкăшма пуçлĕ. Çĕнĕ клуба ялсене аталантармалли патшалăх программипе килĕшÿллĕн хăпартнă. Çакна валли республика бюджетĕнчен 14 миллион тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне вырăнти бюджетран 700 пин ытла тенкĕ çĕнĕ культура çурчĕ тăвас çĕре кайнă. «Стройкомфорт» ООО ĕçсене апрель уйăхĕнче пикеннĕ. Унтанпа хăйне евĕр проектлă икĕ хутлă çурта хăпартнă, тăррине витнĕ, шыв, газ кĕртнĕ, чÿречисене лартнă, шалти ĕçсен чылай пайне туса пĕтернĕ, урамра çурт таврашне тирпей-илем кĕртнĕ. Паянхи кун тĕлне илес пулсассăн, тумалли нумай та юлман. Çавăнпа та строительсем палăртнă вăхăт тĕлне хăйсен ĕçне пĕтĕмпех вĕçлессе шанма пулать.
Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ культура çурчĕн алăкĕсем декабрь уйăхĕн вĕçĕнче уçăлмалла. Ял çыннисемшĕн кăçалхи Çĕнĕ çул уявĕ уйрăмах савăнăçлă пулĕ. 100 çын таран вырнаçма пулакан çутă та хăтлă залра, паллах, кăмăл-туйăм тата та хăпартланĕ.
Çĕнĕ клубра библиотека та пулĕ. Вăл уçăласса та ял çыннисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
— Ялта культура çурчĕ кирлех. Халăха пĕрле пуçтарăнса савăнма, культурăллă аталанма май туса пани мĕн тери паха. Тавах ертÿçĕсене пирĕн çивĕч ыйтăва тимлĕхсĕр хăварманшăн. Культура çурчĕ хăйĕн алăкĕсене уçасса эпир пурте чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, — палăртаççĕ ял çыннисем.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *