Николай Галкин: «Журналистика — професси çеç мар, вăл — чун туртăмĕ»

Хаçатăн паянхи хăнипе паллаштарма та кирлĕ мар пуль тесе шутлатăп: Комсомольски ялĕнчен тухнă Николай Галкин — республикăри паллă журналист, пичет ĕçне йĕркелекенĕ. Вăл Комсомольскинче вăтам шкул пĕтернĕ, унтан Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ. Унтанпа вăл Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçинче тата организаторĕнче вăй хурать. Вăл тăрăшнипех темиçе хаçат пинлĕ тиражĕсене каялла тавăрма пултарнă. Пĕрле ĕçлекенсем унра тĕп редактор таланчĕпе çине тăма пĕлни çителĕклех пуррине палăртаççĕ.
Николай Галкин — Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Раççей тата республика шайĕнчи журналистсен конкурсĕсен çĕнтерÿçи.
— Николай Александрович, 50 çул каялла, 1969 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче пирĕн район хаçатĕнче, ун чухне вăл «Октябрь ялавĕ» ятпа тухса тăнă, Сирĕн пĕрремĕш заметка кун çути курнă. Çакăн çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха. Мĕнле сăлтава пула Эсир заметка çырма шутланă?
— Пĕр заметка çеç мар, тÿрех иккĕ! Ун чухне эпĕ 7 «в» класра ăс пухаттăм. Чăваш чĕлхипе литературине пирĕн шкулта вăл çулсенче Анна Павловна Кокорева вĕрентнĕ. Вăл ертсе пыракан литературăпа драма кружокне çÿрекенсем тăрăшнипе Çеçпĕл Мишши çуралнă ятпа 70 çул çитнине халалласа литература каçĕ йĕркеленĕччĕ. Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн Анна Павловна ман пата пычĕ те район хаçачĕ валли заметка çырма ыйтрĕ. Маншăн ку йывăр ĕç пулмарĕ: эпир час-часах стена хаçачĕ валли материалсем хатĕрлеттĕмĕр. Анчах хальхинче районти тĕп хаçатăн вулаканĕсене мероприяти çинчен пĕлтермелле-çке-ха… Çапла текста çырнă хыççăн çав кунхинех шкултан тухрăм та редакцине утрăм. Ун чухне хаçат редакцийĕ шкултан пĕр 80—100 метрта вырнаçнăччĕ. Мана çырусен уйрăмĕн заведующийĕ Алексей Зайцев кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Заметкăна вуласа тухнă хыççăн пирĕн шкулта тата мĕнле мероприятисем иртни çинчен ыйтса пĕлме пикенчĕ. Çапла вара, тепĕр ирхине эпĕ ăна пĕтĕм класпа Канашри сĕт завочĕн Комсомольскинчи цехне экскурсие кайни çинчен çырнă материала кĕртсе патăм. Ноябрĕн 18-мĕшĕнче çак икĕ заметкăна хаçатăн черетлĕ номерĕнче пичетлесе кăларчĕç.
— Шкулта çак хыпара мĕнле йышăнчĕç?
— Туссем тĕлĕнчĕç те савăнчĕç те. Вĕрентекенсем мухтарĕç. Уйрăмах Анна Павловна çакăншăн хĕпĕртенине курма кăмăллăччĕ. Çапла пуçланчĕ те манăн пулас професси — журналистика — еннелле выртакан çул. Хаçатра тухнă пĕрремĕш заметкăсене эпĕ типтерлĕн касса кăларса питĕ хаклă япала пек упратăп.
— Сирĕн малаллахи пурнăç çулĕ мĕнле пулчĕ?
— Студент пулнă чухнех эпĕ «Текстильщик» корпоративлă хаçатра ĕçлеме пикеннĕччĕ. Кайран «Коммунизм ялавĕ» ?паянхи «Хыпар»/ республика хаçачĕн яваплă секретарĕ Владимир Петров промышленноçпа строительство пайне йыхравларĕ. Унтан икĕ çул Инçет Хĕвелтухăçĕнче çарта пултăм, дивизи хаçачĕн корреспонденчĕнче тăрăшрăм. Тăван ене таврăннă хыççăн «Советская Чувашия» хаçатăн редакцине ĕçе вырнаçрăм. Нумай ĕçлесе те ĕлкĕреймерĕм, парти обкомĕ янипе Çĕнĕ Шупашкара хула хаçатне çĕклеме каймалла пулса тухрĕ…
— Ку хаçатпа республикăри чылай журналистăн пурнăçĕ çыхăннă…
— Манăн пурнăçра та «Путь к коммунизму» /хальхи «Грани»/ хаçат хăйĕн йĕрне хăварчĕ. 1983 çулхи кĕркунне «Советская Чувашия» хаçатăн яваплă секретарĕ Исаак Кириллов мана, пропаганда пайĕн корреспондентне, парти обкомĕн Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăракан пичет секторне кĕрсе тухма ыйтрĕ. Унта вара мана «Путь к коммунизму» хаçатăн редакторне ларма сĕнчĕç. Маншăн ку тукмакпа пуçран çапнă пекех пулчĕ. Ун чухне мана хамăн ĕç вырăнĕ питĕ кăмăла каятчĕ, çавăнпа та эпĕ çĕнĕ çĕре куçма хирĕçлерĕм. Çĕнĕ Шупашкар хаçачĕн ятне ун чухне чылай вараланăччĕ. Журналистсен республика шайĕнчи канашлăвĕнче ЦК инструкторĕ Владимир Севрук ку кăларăма пур енчен те хурласа пĕтернине ас тăватăп-ха. Уйрăмах номертен номере пĕр паллă кĕнекене пичетлесе пынăшăн лекнĕччĕ… Анчах та пичет секторĕ мана йыхравлама пăрахмарĕ. Тăваттăмĕш хут чĕнсен вара эпĕ килĕшрĕм.
Эпĕ киличчен ĕçленĕ коллективпах «хула элекçинчен» чаплă хаçат йĕркелеме май килчĕ. Çапла эпир пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурсра /216 хаçат хушшинче/ 3 степеньлĕ Диплома тата укçан премине тивĕçме пултартăмăр! Хаçатăн тиражне 3 пинрен 25 пине çитертĕмĕр. Çакă веçех 4 çул хушшинче!
— Николай Александрович, парти обкомĕнче ĕçленĕ хыççăн Эсир «Чебоксарские новости» хула хаçачĕн пĕрремĕш тĕп редакторĕ пултăр…
— Шупашкарти халăх депутачĕсен хула Канашĕ республикăра пĕрремĕш хут хула хаçачĕн тĕп редакторне суйлама конкурс ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. 1990 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ сессинче депутатсен виçĕ çынран пĕрне çак должноçа суйламаллаччĕ. Сасăлавăн темиçе турĕ те иртрĕ — анчах тĕп редактор суйланаймарĕ! 69 сасăпа эпĕ пĕрремĕш вырăна тухрăм, анчах йышăну тума 7 сасă çитмерĕ. Юлашкинчен вара 102 депутатран 91-шĕ маншăн сасăларĕç. Тепĕр куннех çĕнĕ редакцие йĕркелеме пикентĕм. Хаçатăн тĕп редакторне лартни çинчен калакан йышăнусăр пуçне манăн нимĕн те пулман. Редакци валли пÿлĕм те çукчĕ. Майĕпен материалсене хатĕрлессине, макетсем тăвассине, наборласа пичете ярассине йĕркелерĕмĕр, журналистсене ĕçе йыхравларăмăр. 1991 çул вĕçĕнче хаçата эрнере 3 хутчен кăлараттăмăр, 1992 çултан пуçласа ăна кашни кун пичетлеме пикентĕмĕр. Тираж 15300 экземпляра çитрĕ.
— Пĕрле ĕçленĕ журналистсем Сире ĕçчен, тĕллев патне ăнтăлма тата ĕçлекенсене çирĕп тытма пултаракан ертÿçĕ пек хаклаççĕ…
— Ку йăлтах мана аттерен куçнă. Вăл ăста, пултаруллă, культурăллă, çав вăхăтрах çирĕп ыйтакан çын пулнă. Творчество çыннисенчен тăракан коллективра та дисциплинăпа йĕрке пулмасан ĕç тухмасть тесе шутлатăп. Паллах, çарти пек çирĕп дисциплина çинчен мар сăмах пырать. Эпĕ нихăçан та никамран та тума пултарайманнине ыйтман. Кашнинпе хутшăнма уйрăм мел суйлатăп. Чылай чухне журналистпа кирлĕ темăпа калаçса илни, ĕçĕн калăпăшне тата срокне палăртни те çителĕклĕ. Çапла тусан вăл материала кирлĕ вăхăта тĕп редакторăн сĕтелĕ çине çитеретех. Çакна пурнăçлайманнисемпе вара, паллах, сывпуллашма тивет. Эппин, çак çынсем ăнсăртран çеç журналистикăна килсе лекнĕ. Кун пеккисем питĕ сахал пулнине палăртас килет. Çĕнĕ Шупашкара куçсан, сăмахран, ĕçе тĕрĕс йĕркелесе ярасси çеç кирлĕ пулчĕ, кĕске хушăрах хаçат хула çыннисем хисеплекен кăларăм пулса тăчĕ. Унта шанчăка çухатнисем тĕрĕслĕх шыраса килме пуçларĕç. Хаçатăн çавăн пек пулмалла та. Телекуравпа Интернет çиçĕм пек хăвăртлăхпа аталанса пыраççĕ пулсан та, пичет кăларăмĕсене халĕ те ытларах шанаççĕ. Социологсем палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче хаçатсен рейтингĕ ÿссе пырать. Урăхла пулма та пултараймасть: пичет кăларăмĕсем пирĕн пурнăçăн тĕп никĕсĕсенчен пĕри пулса тăраççĕ.
— Халĕ Эсир Шупашкарти Политехăн корпоративлă кăларăмне ертсе пыратăр…
— Çапла, юлашки 7 çул «Чебоксар-ский политехник» хаçата кăларатăп. Çултан-çул унăн вулаканĕсем нумайланса пыраççĕ. Икĕ хутчен ĕнтĕ вăл пĕтĕм Раççейри конкурсра «Прессăн ылтăн фончĕ» кĕмĕл палла тивĕçме пултарчĕ. Çавăн пекех пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх корпоративлă кăларăм» конкурсăн призерĕ пулса тăчĕ.
— Çулсем иртнĕ май пурнăçра нумай улшăнусем пулса иртрĕç. Хăвăр суйласа илнĕ профессипе кăмăлсăрланмастăр-и?
— Хамăн пурнăçра пĕр çеккунтлăха та тунă йышăнушăн ÿкĕнмен. Паллах, ку профессие çăмăл тесе калама çук. Пирĕнтен хăвăртлăх, фактсен тĕрĕслĕхĕ, пулăмсене объективлă çутатса панине кĕтеççĕ. Тĕрĕслĕхе шырасси вара вăл хăрушлăхсăр пулмасть. Пĕтĕмĕшле илсен, журналистика вăл — професси çеç мар, вăл — чун туртăмĕ, хăйне евĕр тавракурăм. Вăл паянхи кун та информацие пĕлме, çынсем çине витĕм кÿме, пултарулăх енĕпе аталанма май пуррипе илĕртет.
— Эсир — «Кĕтне» ентешлĕхĕн Канашĕн членĕ. Халиччен мĕнле меро-приятисем туса ирттертĕр тата çывăх вăхăтра мĕн тума планлатăр?
— Эпĕ ентешлĕхĕн Канашне унта пурнăç вĕресе тăнă чухне килтĕм. Çакăн пек энерги пирĕн ертÿçĕрен, Чăваш халăх поэтĕнчен Валери Туркайран тухса тăратчĕ. Пĕрле эпир нумай ĕç тума пултартăмăр. Районта пурăнакансемшĕн чи паллисенчен пĕри — Комсомольски ялне кĕнĕ çĕрте вырнаçтарнă стела. Ăна Сергей Лукияновăн проекчĕ тăрăх районтан тухнă çынсенчен пуçтарнă укçапа «ПромЭнерго» предприятин ертÿçи Анатолий Иванов ăсталанă. 2016 çулта пуçласа пирĕн ентешĕн, Владислав Ильин вице-адмиралăн парнисемшĕн волейбол турнирĕ йĕркелерĕмĕр. Çитес çулхи февраль уйăхĕнче çакăн пек 4-мĕш турнир иртмелле. Çавăн пекех ентешлĕхĕн «Кĕтне шевлисем» хаçатне кăларассине çĕнĕрен пуçарса ятăмăр. Унăн редакторĕ пулма мана çирĕплетрĕç. Ентешлĕхĕн членĕсем тăрăшнипе Куçма Турхан çыравçăна, Иван Смирнов пулеметчика, 1945 çулхи парада хутшăннă Федор Воробьева, район больницин тĕп врачне Вера Лавровăна, Кокорев педагогсене халалласа асăну хăмисем вырнаçтарчĕç. Район центрĕнчи пĕр урама Кокорев педагогсен ятне парас текен сĕнĕве те районти депутатсем хапăлласах йышăнчĕç. Ентешсен юбиле-йĕсене паллă тăвасси те ырă йăлана кĕчĕ.
— Эсир парашютпа сикме юратни çинчен илтнĕччĕ. Чăнах-и ку?
— О, парашютпа сикесси вăл — калама çук лайăх! Студент чухнех эпĕ парашют спорчĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнăччĕ. Виçĕ теçетке çула яхăн иртсен эпĕ сăмахпа калама çук çак савăнăçа татах туйса курас терĕм, тата темиçе хутчен сикрĕм. Пурĕ эпĕ 103 хутчен парашютпа сикнĕ. Анчах та юлашки вăхăтра аэроклуба çÿреме вăхăт çитмест.
— Пысăк тав Сире, Николай Александрович, интереслĕ калаçушăн. Журналистикăра малалла та ÿсĕмсем тума, çирĕп сывлăхлă пулма сунатăп.
— Тавтапуç, эпĕ те районта пурăнакансене ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хал, малашлăха шанăçпа пăхма сунатăп.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *