Понедельник, 29 апреля

Культура

Мускаври Акатуя хутшӑннӑ

Мускаври Акатуя хутшӑннӑ

Раҫҫейӗн тӗп хулинче чӑвашсен Акатуйӗ иртесси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Июлӗн 1-мӗшӗнче Сокольники паркӗнче ентешӗмӗрсем пысӑк уяв тунӑ. Вӑл этнофестиваль шайӗнче иртнине те палӑртаҫҫӗ. Мускаври Акатуй ӗнер-паян пуҫласа тунӑ мероприяти мар. Ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенчех йӗркеленӗ. Уяв пӗлтерӗшӗ, анлӑшӗ ҫулсеренех пысӑкланса пынӑ. Ҫавӑн пекех Мускав хулинче тата облаҫӗсенче тӗпленсе пурӑнакансен йышӗ те палӑрмаллах ӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра тӗп хуламӑр тӑрӑхӗнче 100 пине яхӑн чӑваш пурӑннине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ сферинче тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗршыв, тӗнче шайӗнче палӑрнӑ ентешсем  те пур. Акатуйра мероприятисене Комсомольски муниципаллӑ округӗн делегацийӗ те хутшӑннӑ. Вӗсем павильон йӗркелесе пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансен йӑли-йӗркине, ӗҫӗ-хӗлне сӑнласа панӑ. Унта хамӑр патр
Ҫамрӑксене слет пӗрлештерчӗ

Ҫамрӑксене слет пӗрлештерчӗ

Чӑваш Республикинче яш-кӗрӗме аталанма тӗрлӗ майсем туса параҫҫӗ. Уйрӑмах ӗҫлекен ҫамрӑксем ҫине тимлӗх уйӑрни палӑрать. Ҫавӑн пекех вӗсене пултарулӑх енчен хавхалантарас, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашас, ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курса ӗҫлес тӗллевпе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Июнӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 2-мӗшӗччен Тӑвай округӗнче «Упа кӗтесӗ» кану базинче Чӑваш Енре ӗҫлекен ҫамрӑксем хушшинче туристсен слечӗ пулса иртнӗ. Ҫак хаваслӑ уява  100 яхӑн тӗрлӗ организацисенчи ӗҫлекен 18 ҫултан пуҫласа 35 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Пирӗн Комсомольски муниципаллӑ округпа  Н.Макарова — Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ, Е.Макарова — администрацин бухгалтерӗ, А.Ильина — администрацин ертсе пыракан бухгалтерӗ, К.Лукиянова — Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн вӗрен
Ҫӗр-пин юрӑ, ҫӗр-пин тӗрӗ ҫӗршывӗ уява паллӑ тунӑ

Ҫӗр-пин юрӑ, ҫӗр-пин тӗрӗ ҫӗршывӗ уява паллӑ тунӑ

Чӑваш Енте пурӑнакансем июнӗн 24-мӗшӗнче Республика кунне анлӑн паллӑ тунӑ. Уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисене хамӑр тӑрӑхра пурӑнакан  тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ ҫеҫ мар, ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчен килнӗ хӑнасем те йышлӑн хутшӑннӑ. Чӑннипе илсен Республика кунӗ пе ҫыхӑннӑ мероприятисем маларахах пуҫланнӑ. Июнӗн 19—21-мӗшӗсенче Федераци Советӗнчи Чӑваш Ен кунӗсенче республика умӗнче тӑракан чылай ыйту ҫине уҫӑмлӑх кӗртме пулӑшнӑ. Июнӗн 23-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Шупашкарти экономика форумне те ҫӗршыври паллӑ предприятисен ертӳҫисем, бизнесра тӑрӑшакансем килсе ҫитнӗ. Вӑл «Курс на устойчивое развитие» ятпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансем 12 ӗҫ площадкинче тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Вӗсем тӗпрен илсен регионӑн аталанӑвӗ, экологи, туризма, цифра технологине аталантарасси пирки пул
Архив — иртнӗ кунсене упракан ҫӑлкуҫ

Архив — иртнӗ кунсене упракан ҫӑлкуҫ

Кӑҫал республикӑри архив служби ӗҫлеме пуҫланӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Пирӗн округри архив вара Комсомольски районне туса хурсан ҫеҫ, 1939 ҫулта, ӗҫе пикеннӗ. Унӑн пӗрремӗш заведующийӗ К.Н.Афанасьев пулнӑ. 1950 ҫулсен пуҫламӑшӗнче  архив докуменчӗсем Патшалӑх Хӑрушсӑрлӑх министерствин районти уйрӑмӗн склачӗсен мачча тӑрринчи лаптӑкӗсенче упраннӑ. Вӑл 25 тӑваткал метр йышӑннӑ, 81 фондра 11890 единица документ пулнӑ. 1954 ҫулта районти милицин ампарӗнче хушма пӳлӗм уйӑрса панӑ. 1960 ҫулсен вӗҫӗнче  архив район совечӗн гаражӗсенче вырнаҫнӑ пулнӑ. Эпӗ ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра, 1992 ҫулта, район архивӗ администрацин путвал пӳлӗмӗсенче вырнаҫнӑччӗ. Унта чӳречесем те, вентиляци те ҫукчӗ. Хӗлле сывлама ҫук пӑчӑччӗ, ҫулла нӳрлӗччӗ, ҫакӑ документсен управ пахалӑхӗ ҫине витӗм кӳнӗ ӗнтӗ. Вӑл вӑхӑ

Сабантуй уява пуҫтарчӗ, пурне те савӑнтарчӗ

Урмаел ялӗнчи Сабантуй ҫулсеренех халӑха йышлӑ пуҫтарать. Кӑҫалхи уява та хамӑр тӑрӑхран ҫеҫ мар, кӳршӗ республикӑсемпе облаҫсенчен те хӑнасем йышлӑн килсе ҫитрӗҫ. Кунти тарават ҫынсем вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.  Ака уявӗ ячӗпе пуҫтарӑннисене  ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Урмаел территори уйрӑмӗн начальникӗ Айрат  Ямалетдинов, Комсомольски муниципаллӑ округӑн юбществӑлла палата председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов, обществӑлла палатӑн членӗ Рафаел Минадиев  тата ыттисем те саламларӗҫ. Тутарстан республикинчен илсе килнӗ ӑшӑ салампа ТР ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗ Фаниль Аглиул
Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра

Июнӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявне Раҫҫейри Педагогпа вӗрентекен, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне,  И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Комсомольски вӑрманӗ хӗрринче ирех суту-илӳ ярмӑркки ӗҫлеме тытӑнчӗ, тӗрлӗрен куравсем, аттракционсем, ача-пӑча площадкисем хӑйсем патне илӗртрӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫынсене хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ. Вӑйӑсем, спорт тупӑшӑвӗсем иртрӗҫ. Комсомольски вӑтам шкулӗсенчи кадетсем «Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ» театрализациленӗ постановка кӑтартрӗҫ. Дзержинск хулинчи «Волчий путь» клуба ҫӳрекенсем вырӑс халӑхӗн ӗлӗкхи тумӗсемпе, вӑййисемпе, хӗҫ-пӑшалӗпе, ӗҫ хатӗрӗсемпе куракансене паллаштарчӗҫ.  Комсомольскисене Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗпе, ҫурхи ака ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, депута
Ачасем уявра савӑнчӗҫ

Ачасем уявра савӑнчӗҫ

Июнь уйӑхӗн 1-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ӑна ҫулсеренех Раҫҫейре анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ, нумай-нумай мероприяти йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Ҫак кун Комсомольскинчи культурӑпа кану паркне тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта «Должны смеяться дети» мероприяти иртрӗ. Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов уҫрӗ, пурне те уяв ячӗпе саламларӗ. — Ачасем пире телей парнелеҫҫӗ, пурнӑҫа пӗлтерӗш кӳреҫҫӗ. Малашнехи шанӑҫпа ӗмӗтсем, ҫутӑ пуласлӑх вӗсемпе ҫыхӑннӑ. Кашни ача тимлӗхе, ҫитӗннисен юратӑвне туйни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ачасене аталанма, вӗренме, канма пур условисем те туса пама тӑрӑшатпӑр. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, телей, хӗвеллӗ ҫулла, хаваслӑ кулӑ тата усӑллӑ кану сунатӑп,  — терӗ Александр Николаевич. Уява ЧР вӗрентӳ министрӗ Д.А.Захаров, «Чӑваш Енри Хӗрарӑм
Медальпе, грамотӑпа чысланӑ

Медальпе, грамотӑпа чысланӑ

Майӑн 27-мӗшӗнче Мускав хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри библиотекӑсен кунне паллӑ турӗҫ. 2023 ҫулта, Педагогпа наставник ҫулталӑкӗ пулнӑ май, уява библиотека ӗҫӗн легендисене — библиотека отрасльне пахалӑхлӑ улшӑнусем кӗртнӗ ҫынсене халалланӑ. Шӑпах ҫавнашкал маттур ҫынсене пула пӗтӗм ҫӗршыври  библиотекӑсене — Калининградран Камчаткӑна ҫити — модернизацилеҫҫӗ. Раҫҫей патшалӑх библиотекинче, Пашков ҫуртӗнче, ҫав кун чаплӑ лару-тӑрура чыслав иртнӗ. Чӑваш Республикинчен унта хутшӑнма Комсомольски муниципаллӑ округӗн централизациленӗ                 библиотека тытӑмӗн директорӗ Инна Ядрова тивӗҫнӗ. Инна Петровна ертсе пынипе вулавӑшсенче ҫулсерен пин ытла культурӑпа ҫутӗҫ мероприятийӗ, библиотека акцийӗ ир
Агрослет ҫамрӑксене хавхалану хӗлхемӗ пачӗ

Агрослет ҫамрӑксене хавхалану хӗлхемӗ пачӗ

Майӑн 27-мӗшӗнче Тӑвай муниципалитет округӗнчи «Медвежий угол» кану базин никӗсӗ ҫинче республикӑри «Лучшие на селе» иккӗмӗш агрослет иртрӗ. Кӑҫал вӑл Чӑваш Енри 1500 ытла пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫамрӑка пӗрлештерчӗ. Ку мероприятие Комсомольски муниципалитет округӗн делигацийӗ хастар хутшӑнчӗ. Унӑн йышӗнче ялсенче ӗҫлесе пурӑнакан тӗрлӗ профессиллӗ ҫамрӑксем пулчӗҫ. Ҫамрӑксем терӗмӗр те, ял пуласлӑхӗ, аталанӑвӗ шӑпах та вӗсенчен килет-ҫке. Яш-кӗрӗм ҫак мероприятие хавхаланупа хутшӑнни, юрӑ-ташӑ, спорт мероприятийӗсенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ял аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе иртнӗ калаҫусенче хастар пулни савӑнтарать. Пирӗн тӑрӑхра чӑннипех те пуҫаруллӑ тухтӑрсем, педагогсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата культура сферинче тӑрӑшакансем сахал мар. Агрослетра нумай-н
Пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ

Пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ

Кӑҫал телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа республикӑра чылай мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Акӑ, иртнӗ эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче «Вӗҫев» («Взлет») творчество фестивалӗн гала-концерчӗ иртнӗ. Ку мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен «Движение вверх» обществӑпа патшалӑх юхӑмӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Фестивале пирӗн округри Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем те хастар хутшӑннӑ. Унӑн малтанхи тапхӑрӗсенче пысӑк пултарулӑх кӑтартнӑ,  хӑйсем хатӗрленӗ номерсемпе гала-концерта хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Ачасем унтан пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ. Кунта та жюри вӗренекенсен ӑсталӑхне пысӑка хурса хакланӑ. «Художественное слово» номинацире Ульяна Степанова чӑвашла сӑвӑ вуласа I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. «Танцевальное направление» номинацире