Пятница, 19 апреля

Культура

Чӑваш Енри юман — ҫӗнтерӳҫӗ

Чӑваш Енри юман — ҫӗнтерӳҫӗ

Чӑваш Енри 372 ҫулти юман чи нумай сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл Муркаш муниципаллӑ округӗнче Ильинка тӑрӑхӗнче ӳсет. Уншӑн 21577 ҫын сасӑ панӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Белгород облаҫӗнчи юман. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Питӗрти йывӑҫ.  Сасӑлава ҫӗршыври 69 ҫутҫанталӑк палӑкӗ хутшӑннӑ. Конкурсра ҫӗнтернӗ регион пуҫлӑхне диплом тата «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ — 2023» астӑвӑм хӑмине парӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗ-регион йывӑҫа пӑхса тӑмалли сертификата тивӗҫӗ.
Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь

Библиотека вӑл — ӑс-хакӑл культурин тӗрекӗ, кунта кашниех хӑйне валли интереслӗ информаци тупма пултарать. Анчах та паянхи кун нумайӑшӗ библиотекӑна ҫӳреме кирлех мар тесе шутлать, мӗншӗн тесен кӗнекене туянма е интернетра тупма пулать.  Ҫапах вулама юратакансем нихӑҫан та кӗнеке чӑштӑртатнине монитор ҫуттипе улӑштарас ҫук. Паллах, интернетра материал нумай, анчах та пире библиотекӑра ӗҫлекен специалист кирлӗрех пулӑшу пама пултарать. Анат Тимӗрчкасси ялӗнчи библиотекӑра Любовь Витальевна Филиппова вӑй хурать. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне библиотека ӗҫне халалланӑ, студент пулнӑ чухнех ӗҫе вырнаҫнӑ. Маттур специалистшӑн библиотека иккӗмӗш килӗ пулса тӑнӑ. Вӑл 39 ҫул хӑйӗн ӗҫне чунӗпе юратса пурнӑҫлать, тӗрлӗ мероприяти, выставкӑсем ирттерет, кирлӗ информаципе тивӗҫтерет.  Библиотека сайра-х

Юмахри асамлӑх – кулленхи йӑпану

Ӑстаҫӑсем — илеме курма тата ӑна упрама пӗлекенсем.      Хитре япала вӑл куҫшӑн, ырри вара чуншӑн-ҫке. Ҫапах та вӗсем пурнӑҫра иккӗшӗ те пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртмалла. Тури Тимӗрчкассинче пурӑнакан Маринӑпа Алексей Фоминсен ҫуртне кӗрсе курсассӑн асам тӗнчине ҫакланнӑнах туйӑнать. Ҫуркуннехипе ҫуллахи кунсене аса илтерсе, кунта илемлӗ ҫеҫкесем кашнин чӗринех хумхантараҫҫӗ. Алӑ ӗҫӗпе кӑсӑкланакансем тӗрлӗ материалран темӗн те пӗр ӑсталаса тӗлӗнтернӗҫем тӗлӗнтерсех тӑраҫҫӗ. Акӑ, Марина фоамиран тата изолон хучӗсенчен каҫхи лампа евӗр ҫеҫкесем хатӗрлет. Фоамиран пирки калас пулсан, вӑл ҫемҫе бархат евӗрлӗрех. Кӑшт ӑшӑтсан унран чаплӑ та кӑсӑклӑ япаласем ӑсталама пулать, пластилин пек, алла ҫыпӑҫса та чӑрмантармасть. — Малтанлӑха хама валли вӗренмелл

Ӑсталӑх класӗ иртрӗ

РФ Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службинче йӗркеленӗ аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрне июлӗн 12-мӗшӗнче ҫынсем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Аслӑ ӳсӗмрисемпе Л.Шорникова скрапбукинг енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерчӗ. Маттур ӑстаҫӑна «Ҫӗр тата ҫынсем» музей директорӗ   А.Полякова пулӑшса пычӗ. Пурте тулли кӑмӑлпа ӗҫе пикенсе хӑйсен аллипе илемлӗ открыткӑсем хатӗрлерӗҫ.  Ӗҫ вӗҫленнӗ май Л.Шорникова кашнине скрапбукинг мелӗпе ӑсталамалли фоторамкӑсем парнелерӗ. Ҫак кун православи тӗнне ӗненекенсем Питрав кунне уявлаҫҫӗ. Чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ саппун ҫакнӑ, тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑмсемпе аллисене хуткупӑс тытнӑ арҫынсем вӑйӑ картине тӑчӗҫ. Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене асра тытса, чӑвашла юрласа ташларӗҫ. Мероприятие хутшӑнакансем «Мучная сказка» пекарня кӑмӑлтан парнеленӗ кукӑльсемпе чей ӗҫрӗҫ. Аслӑ ӳсӗмри
Ҫемьесен фестивалӗнче палӑрнӑ

Ҫемьесен фестивалӗнче палӑрнӑ

Пирӗн округра тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ ҫемьесем сахал мар.  Вӗсем ӗҫре ҫеҫ мар, юрӑ-ташӑра та, спорт ӑмӑртӑвӗсенче те хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. Ҫак кунсенче, акӑ, Родионовсен тата Григорьевсен туслӑ ҫемйисем «Семейная команда «Первых» республикӑри фестивальте пулнӑ.  Унта хутшӑнакансем «Наша дружная семья» тата «Семейный образ» енсемпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.  Родионовсем «Творческая семья», Григорьевсем  «Семейный образ» номинацисенче дипломантсем пулса тӑнӑ.  Округра ҫавӑн пек маттур та туслӑ, килӗшӳллӗ ҫемьесем пулни савӑнтарать.
Диплома тивӗҫнӗ

Диплома тивӗҫнӗ

Комсомольскинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Кубняночка» халӑх фольклор ансамблӗ Ҫӗрпӳре ҫулсеренех иртекен регионсем хушшинчи халӑх пултарулӑхӗн «Цивильский перезвон» фестивальне хутшӑннӑ. Унта вӗсен юрри-ташшине куракансем хапӑлласа йышӑннӑ.  Альбинӑпа Виктор Кокшинсем ертсе пыракан коллектив диплома тивӗҫнӗ.   Малашне те вӗсене ӑнӑҫусем сунатпӑр.                                              (ХАМӐР ИНФ. ).
Асра юлмалла иртрӗ

Асра юлмалла иртрӗ

Ял уявӗсем, урам кунӗсем ирттерни ҫынсене пӗр-пӗринпе тӗл пулма, ушкӑнпа савӑнма май панисӗр пуҫне туслӑха ҫирӗплетме те пулӑшаҫҫӗ.  Унсӑр пуҫне ҫавӑн пек мероприятисем халӑхсен йӑли- йӗркине сыхласа хӑварас, малалла аталантарас, ҫамрӑксене вӗсемпе паллашма май парас тӗлӗшпе те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.   Кӑҫалхи июлӗн 8-мӗшӗнче Элпуҫ территори уйрӑмӗнче пурӑнакансен  кӑмӑл-туйӑмӗ ирех савӑнӑҫлӑ пулчӗ.  Ҫак кун Элпуҫ ялӗ пуҫланса кайнӑранпа 380 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ.  Уява ҫак тӑрӑхра ҫут тӗнчене килнӗ, ешӗл курӑк ҫинче ҫар уран чупса ҫӳресе ӳснӗ, халӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнакансем те чылайӑн килсе ҫитнӗ.  Тӑван ҫӗршыв, тӑван тавралӑх хӑй патнех  туртать ҫав.   Ял халӑхне паллӑ кун, пысӑк уяв ячӗпе округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С
«Несӗлсен сӑвапӗ» уяв иртрӗ

«Несӗлсен сӑвапӗ» уяв иртрӗ

Июлӗн 6-мӗшӗнче Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗ юрӑ-ташӑ сассипе тулса тӑчӗ. Унта йӑла-йӗркесене асра тытса регионсем хушшинче иртекен чӑваш халӑхӗн юрри-ташшин «Несӗлсен сӑвапӗ» уявӗ иртрӗ. Палӑртса хӑвармалла, ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн грантне выляса илнипе йӗркелеме май килнӗ.  Чӑваш Республикинчи  фольклор ушкӑнӗсем тата ытти регионсенче тымар янӑ чӑваш халӑхӗ инҫе ҫула кӗскетсе  палӑртнӑ вырӑна хавас кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитрӗҫ. Юрра-ташша юратакансем пӗрле пуҫтарӑнни тӑван халӑхӑмӑрӑн  йӑли-йӗркине сыхласа хӑварма тата малалла аталанма пулӑшать. Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ пӗринчен тепри илемлӗюрӑҫсем вӑйӑ картине тӑчӗҫ. Уява Пушкӑрт Рес- публикинчи Йӑмран ялӗнчен «Ҫӑлкуҫ» чӑваш халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи А.Степанова), Тутар Республикинчи Аслӑ Терпитри «Тэ
Мускаври Акатуя хутшӑннӑ

Мускаври Акатуя хутшӑннӑ

Раҫҫейӗн тӗп хулинче чӑвашсен Акатуйӗ иртесси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Июлӗн 1-мӗшӗнче Сокольники паркӗнче ентешӗмӗрсем пысӑк уяв тунӑ. Вӑл этнофестиваль шайӗнче иртнине те палӑртаҫҫӗ. Мускаври Акатуй ӗнер-паян пуҫласа тунӑ мероприяти мар. Ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенчех йӗркеленӗ. Уяв пӗлтерӗшӗ, анлӑшӗ ҫулсеренех пысӑкланса пынӑ. Ҫавӑн пекех Мускав хулинче тата облаҫӗсенче тӗпленсе пурӑнакансен йышӗ те палӑрмаллах ӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра тӗп хуламӑр тӑрӑхӗнче 100 пине яхӑн чӑваш пурӑннине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ сферинче тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗршыв, тӗнче шайӗнче палӑрнӑ ентешсем  те пур. Акатуйра мероприятисене Комсомольски муниципаллӑ округӗн делегацийӗ те хутшӑннӑ. Вӗсем павильон йӗркелесе пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансен йӑли-йӗркине, ӗҫӗ-хӗлне сӑнласа панӑ. Унта хамӑр патр
Ҫамрӑксене слет пӗрлештерчӗ

Ҫамрӑксене слет пӗрлештерчӗ

Чӑваш Республикинче яш-кӗрӗме аталанма тӗрлӗ майсем туса параҫҫӗ. Уйрӑмах ӗҫлекен ҫамрӑксем ҫине тимлӗх уйӑрни палӑрать. Ҫавӑн пекех вӗсене пултарулӑх енчен хавхалантарас, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашас, ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курса ӗҫлес тӗллевпе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Июнӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 2-мӗшӗччен Тӑвай округӗнче «Упа кӗтесӗ» кану базинче Чӑваш Енре ӗҫлекен ҫамрӑксем хушшинче туристсен слечӗ пулса иртнӗ. Ҫак хаваслӑ уява  100 яхӑн тӗрлӗ организацисенчи ӗҫлекен 18 ҫултан пуҫласа 35 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Пирӗн Комсомольски муниципаллӑ округпа  Н.Макарова — Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ, Е.Макарова — администрацин бухгалтерӗ, А.Ильина — администрацин ертсе пыракан бухгалтерӗ, К.Лукиянова — Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн вӗрен