Общество

Пулӑшма яланах хатӗр

Пулӑшма яланах хатӗр

Пирӗн округра пурӑнакансем ҫӗршыври, республикӑри нумай ҫӗрти пекех Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах аякри ентешсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу пама пуҫларӗҫ. Ӑшӑ япаласем, апат-ҫимӗҫ, строительство материалӗсем, автомашинӑсем, ӗҫ, ҫар тӗллевӗпе усӑ курмалли хатӗрсем, укҫа-тенкӗ пуҫтарса ӑсатрӗҫ. Ырӑ кӑмӑлпа тунӑ пур пулӑшӑва та асӑнса та пӗтереймӗн. Ватти-вӗтти таранах ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑннӑ. Шкул ачисем салтаксем патне ӑшӑ кӑмӑлтан ҫырнӑ ҫырусем ӑсатнӑ. Шкулсенче те, ялти культура ҫурчӗсенче те окоп ҫуртисем те хатӗрленӗ. Округри пур территори уйрӑмӗсенчи ялсенче  те маскировка сеткисем ҫыхса хатӗрленӗ. Ку ӗҫ малалла пырать. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи ялсенче пурӑнакансем  пурӗ 200 ытла сетка ҫыхса хатӗрленӗ. Кайнлӑк территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем те ку тӗлӗшпе маттур.
Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ

Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ

Округри пур формӑллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ темелле. Хирсем машина-трактор сассисемпе тулчӗҫ. Апрелӗн 22-мӗшӗ тӗлне «Родина» фермер хуҫалӑхӗ 110 гектар, «Слава картофелю» агрофирма 40 гектар ҫурхи тулӑ, «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗ 15 гектар урпа,  «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗ 40 гектар рапс, 11 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем акнӑ. Ҫак кунсенчех ака ӗҫне «Асаново», «Урожай», «Искра» хуҫалӑхсем те пуҫӑннӑ. Округӗпе илсен 864 гектар кӗр тыррисене, 345 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ. 1008 гектар кӗр тыррисене, 1621 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене, 1076 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ. Хуҫалӑхсем 441 гектар ҫурхи культурӑсем акма ҫӗр хатӗрленӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вӑрлӑха имҫамласси те пырать Ҫанталӑк кунсере
Ҫамрӑксем ҫара каяҫҫӗ

Ҫамрӑксем ҫара каяҫҫӗ

Кӑҫалхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре ҫурхи призыв пуҫланнӑ. Вӑл июлӗн 15-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ҫак кунсенче пирӗн округри Комсомольски тата Тукай территори уйрӑмӗсенчи ҫамрӑксем ҫар ретне тӑчӗҫ. Призывпа каякан салтаксене Донецк тата Луганск Республикисене, Херсон тата Запорожье облаҫӗсене ямаҫҫӗ. Вӗсен Раҫҫейри ҫар чаҫӗсенче 1 ҫул  службӑра тӑмалла пулать.
Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ

Апрелӗн 18-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче ветерансен совечӗн пленумӗн черетлӗ канашлӑвӗ пулса иртнӗ. Ӑна округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Малтанах Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче ачасене ҫарпа патриотизмла воспитани парас ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки директорӑн ҫумӗ Л.П. Абрамова каласа панӑ.  «Искра» колхозри ветерансен пуҫламӑш организацийӗн председателӗ Л.М.Макарова, округри ветерансен совечӗн председателӗн ҫумӗ В.И.Пундяков, ветерансен союзӗсен председателӗсем Н.И.Смирновпа И.Х.Минетуллин сӑмах илсе калаҫнӑ. Вӗсем асӑннӑ шкулта ӳсекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентес, паттӑрсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр упрас тата ытти енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫсене ырланӑ. Канашлура ҫавӑн пекех ветерансене эмелсемпе тивӗҫтерес енӗп
Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ

Ҫак кунсенче Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче пурӑнакан вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑсем ҫавра ҫулӗсене паллӑ турӗҫ. Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Анастасия Максимовна Сапожникова апрелӗн  19-мӗшӗнче 95 ҫул тултарчӗ. Няна аппа (ялта ҫапла чӗнеҫҫӗ ӑна) Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хаяр ҫулӗсенче вӑл аслисемпе танах иртен пуҫласа каҫченех хирте тӑрӑшнӑ. Вӑрман касма та тивнӗ унӑн. Ача кӑна пулсан та Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Темӗнле йывӑр пулсан та хастар хӗр ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтерме май ҫитернӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче те юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратас тесе нумай ӗҫлеме тивнӗ. Малтан ҫамрӑк Красин ячӗллӗ колхозӑн  ферминче сурӑхсем пӑхнӑ.           1957 ҫулта Аслӑ Ҫӗрпӳел каччи
Пирӗн округра та пулнӑ

Пирӗн округра та пулнӑ

Апрелӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче ӗҫлӗ визитпа  Раҫҫей Федерациӗн ял хуҫалӑх министрӗ Д.Н.Патрушев пулнӑ. Малтанах вӑл  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе О.А.Николаевпа тӗл пулнӑ.  Калаҫӑва федераллӑ министр ҫумӗ Андрей Разин, ЧР ял хуҫалӑх министрӗ — вице-премьер Сергей Артамонов  хутшӑннӑ. Агропромышленность комплексӗн  иртнӗ ҫулхи ӗҫӗсене пӗтӗмлетнӗ май агробизнеса пулӑшас тата ял территорийӗсене аталантарас ыйтусене пӑхса тухнӑ. Дмитрий Николаевич республика ял хуҫалӑх продукцийӗ, уйрӑмах пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, ҫу паракан культурӑсем туса илес енӗпе лайӑх ӗҫленине палӑртнӑ. РФ Ял хуҫалӑх министрӗ Дмитрий Патрушев кӑҫал та  республикӑра ял хуҫалӑх отраслӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлессе шанни, аграрисене пулӑшма тата ял территорисене аталантарма 2024 ҫулта региона 1,2 м
Тӗрлӗ ҫӗре ҫитнӗ, халӑхпа тӗл пулнӑ

Тӗрлӗ ҫӗре ҫитнӗ, халӑхпа тӗл пулнӑ

Апрелӗн 17-мӗшӗнче округра черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусене пӑхса тухнипе пӗрлех информ куна хутшӑнакансем тӗрлӗ мероприятисенче пулнӑ, предприятисене ҫитсе курнӑ. Малтанах округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ Александр Степанов «Кӗтне» ФСКра иртекен Чӑваш Республикин ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗн муниципаллӑ тапхӑрӗн тупӑшӑвне (ун пирки тӗплӗнрех хаҫатӑн тепӗр номерӗнче каласа парӑпӑр) уҫма хутшӑннӑ, спортсменсене ӑнӑҫусем суннӑ. Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче калаҫу ҫуркуннехи — ҫуллахи тапхӑрта вут-кӑвартан асӑрханас енӗпе пурнӑҫламалли ӗҫсем ҫинчен пынӑ. Ҫак тапхӑрта асӑрхаттарса тӑрсан та, халӑхпа калаҫусем ирттерсен те пушарсем сиксе тухаҫҫӗ. Типӗ курӑка, ҫӳп-ҫапа ҫунтарни, вӑрмансем ҫывӑхӗнче в
Техника юсавлӑхне тӗрӗслерӗҫ

Техника юсавлӑхне тӗрӗслерӗҫ

«Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи механизаторсем ҫулсерен иртекен техника тӗрӗслевне тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Ку вӑл тахҫантанпах пыракан йӑла. Совет Союзӗ пулнӑ вӑхӑтрах кунта техникӑна упрас, унӑн ӗмӗрне вӑрӑмлатас енӗпе пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Кӑҫалхи техосмотр вӑхӑтӗнче те комисси тӗрӗслеве тӑратнӑ тракторсем ҫинче пысӑк кӑлтӑксемех асӑрхамарӗ. Транспорт хатӗрне те, прицепсене те ҫуса тасатнӑ, сӑрланӑ. Механизаторсенчен чылайӑшӗ нумай ҫул руль умӗнче. Ҫавӑнпа та вӗсем ӗҫ вӑхӑтӗнче техника юсавлӑхӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Тӗрӗслеве тӑратнӑ 15 трактор та техосмотр урлӑ тухрӗ. Кунта кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене те юсаса хатӗрленӗ. Паян тесен паян трактористсем ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене тухма хатӗр. — Кӑҫалхи ҫуракинче пурнӑҫламалли ӗҫсен калӑпӑшӗ сахал мар. Пурӗ 795 гектар
Ӗҫре яланах типтерлӗ пулнӑ

Ӗҫре яланах типтерлӗ пулнӑ

Пирӗн хушӑра пурӑнакан, ҫӳрекен ҫынсем хушшинче ӗмӗрӗпех ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва кайнисем сахал мар. Вӗсен правительствӑн пысӑк наградисем ҫук, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки мухтанма юратмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пурнӑҫри кулленхи хӗвӗшӳре ун пек ҫынсене асӑрхамастпӑр та. Вӗсем вара чыс-хисепе тивӗҫлӗ. Комсомольски ялӗнче пурӑнакан Г.И. Черновӑн пурнӑҫӗ Хусанти авиаци институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хӑй суйласа илнӗ специальноҫпа ӗҫлесе кайнӑ пулсан мӗнле пулса тухатчӗ-ши? Ҫакна халӗ никам та каласа параймасть пулӗ. Шӑпа Елчӗк ачине вара Комсомольски районӗпе тачӑ ҫыхӑнтарнӑ. Ҫартан таврӑнсан вӑл 1976 ҫулта пирӗн районти «Сельхозтехника» предприятие ӗҫе кӗрет. Институтра  авиаципе ҫыхӑннӑ инженер-технолог дипломне илнӗскерӗн ял хуҫалӑх техникипе ӗҫлеме тивет. Малтан вӑл ҫӗнӗ тех
Хӗрес ҫул ҫӳревӗ иртнӗ

Хӗрес ҫул ҫӳревӗ иртнӗ

Апрелӗн 14-мӗшӗнче Комсомольскинче Хӗрес ҫул ҫӳревӗ иртнӗ. Унта Комсомольски округӗн пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, округри чиркӳсен настоятелӗсем, турра ӗненекенсем чылайӑн хутшӑннӑ. Ӑна Вознесение Господне  храмӑн настоятелӗ Сергий Скворцов ертсе пынӑ. Турӑшсем тытса, турӑ юррисем юрласа вӗсем Канашская урамран Комсомольская урама пӑрӑнса кӗнӗ,  «Ҫӗрпӳ — Ульяновск» А-151 федераллӑ трасса ҫине тухнӑ. Комсомольски вӗҫӗнче хӗресленнӗ вырӑнта молебен ирттернӗ, ӑна сӑвапланӑ. Кунта юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах автоаварисем пулаҫҫӗ. Ӑна сӑваплани инкек пулмасса шанаҫҫӗ. Малалла Хӗрес ҫулҫӳревне хутшӑнакансем Заводская урампа утса иртсе чиркӗве таврӑннӑ. (ХАМӐР ИНФ.).