Понедельник, 20 мая

Пирӗн округра та пулнӑ

Пирӗн округра та пулнӑ

Апрелӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче ӗҫлӗ визитпа  Раҫҫей Федерациӗн ял хуҫалӑх министрӗ Д.Н.Патрушев пулнӑ. Малтанах вӑл  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе О.А.Николаевпа тӗл пулнӑ.  Калаҫӑва федераллӑ министр ҫумӗ Андрей Разин, ЧР ял хуҫалӑх министрӗ — вице-премьер Сергей Артамонов  хутшӑннӑ.

Агропромышленность комплексӗн  иртнӗ ҫулхи ӗҫӗсене пӗтӗмлетнӗ май агробизнеса пулӑшас тата ял территорийӗсене аталантарас ыйтусене пӑхса тухнӑ. Дмитрий Николаевич республика ял хуҫалӑх продукцийӗ, уйрӑмах пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, ҫу паракан культурӑсем туса илес енӗпе лайӑх ӗҫленине палӑртнӑ.

РФ Ял хуҫалӑх министрӗ Дмитрий Патрушев кӑҫал та  республикӑра ял хуҫалӑх отраслӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлессе шанни, аграрисене пулӑшма тата ял территорисене аталантарма 2024 ҫулта региона 1,2 миллиард тенкӗ укҫа уйӑрни ҫинчен пӗлтернӗ.

Д.Н.Патрушев  республикӑри Канаш, Шупашкар тата ытти округсенчи хуҫалӑхсене ҫитсе курса унти ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Вӑл пирӗн округри «Слава картофелю» агрофирмӑн ҫӗрулми вӑрлӑхӗ туса илекен базинче пулнӑ. Импорта улӑштарма пултаракан продукци хатӗрленине ырланӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *