Понедельник, 20 мая

Тӗрлӗ ҫӗре ҫитнӗ, халӑхпа тӗл пулнӑ

Тӗрлӗ ҫӗре ҫитнӗ, халӑхпа тӗл пулнӑ

Апрелӗн 17-мӗшӗнче округра черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусене пӑхса тухнипе пӗрлех информ куна хутшӑнакансем тӗрлӗ мероприятисенче пулнӑ, предприятисене ҫитсе курнӑ.

Малтанах округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ Александр Степанов «Кӗтне» ФСКра иртекен Чӑваш Республикин ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗн муниципаллӑ тапхӑрӗн тупӑшӑвне (ун пирки тӗплӗнрех хаҫатӑн тепӗр номерӗнче каласа парӑпӑр) уҫма хутшӑннӑ, спортсменсене ӑнӑҫусем суннӑ.

Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче калаҫу ҫуркуннехи — ҫуллахи тапхӑрта вут-кӑвартан асӑрханас енӗпе пурнӑҫламалли ӗҫсем ҫинчен пынӑ. Ҫак тапхӑрта асӑрхаттарса тӑрсан та, халӑхпа калаҫусем ирттерсен те пушарсем сиксе тухаҫҫӗ. Типӗ курӑка, ҫӳп-ҫапа ҫунтарни, вӑрмансем ҫывӑхӗнче вут чӗртни инкексем патне илсе пырать. Хӑрушсӑрлӑх йӗркине ҫирӗп тытса пымаллине палӑртнӑ.

Кун йӗркине кӗртнӗ ҫул-йӗре юсассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те пӑхса тухнӑ, сӗнӳсене шута илнӗ.

Кӑҫал Чӑваш Республикинче Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Информ куна хутшӑнакансем территори уйрӑмӗсен начальникӗсемпе, округ администрацийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле Комсомольскинче культурӑпа кану паркӗнче чӑрӑш хунавӗсем лартнӑ.

Малалла округри 31-мӗш пушар чаҫӗн ӗҫченӗсемпе курса калаҫнӑ. Вӗсем пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк тапхӑрта инкеке хирӗҫ тӑма хатӗр пулнине хӑйсен куҫӗсемпе курса ӗненнӗ. Кунта техника юсавлӑ, хӗрӳ тапхӑрта пурнӑҫламалли ӗҫсен планне ҫирӗплетнӗ.

Информаци кунӗнче тата ытти ҫӗре те ҫитсе курнӑ, халӑха хӑйсен ыйтӑвӗсемпе те йышӑннӑ. 

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *