Пятница, 26 апреля

Cпорт

Правительство России отметило спортивные успехи Чувашии

Правительство России отметило спортивные успехи Чувашии

Вице-премьер Правительства России Ольга Голодец назвала Чувашскую Республику в числе регионов - абсолютных лидеров по вовлечению населения в массовые занятия спортом и физической культурой. «Указом президента перед нами поставлена задача - массовое увеличение населения, занимающегося спортом и физической культурой. Цифра, которая поставлена нам для достижения, - 55%, на сегодняшний день цифра по стране составляет 39,8%, и мы идем с некоторым опережением графика. Но в разных регионах ситуации отличаются друг от друга, есть регионы - абсолютные лидеры: Краснодарский край, Астраханская область, Санкт-Петербург, Мордовия, Чувашия, Пензенская и Тюменская области», - сказала Ольга Голодец на заседании организационного комитета форума «Россия - спортивная держава». Согласно статистическим данны

Ирхи зарядка усăллă

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ çумĕнчи обществăлла канаш М.А.Илларионова ертсе пынипе сентябрĕн 2—6-мĕшĕсенче "Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн" ятарлă акци ирттерет. Çак кунсенче районти пур вĕренÿ учрежденийĕсенче, предприятисемпе организацисенче ире зарядка тунинчен пуçлаççĕ. "Ирхине зарядка тăвасси кашниншĕнех йăлана кĕнĕ япала пулнине шанас килет. Вăл ĕçлеме вăй-хăват хушать, пурнăç пахалăхне ÿстерет, кăмăла çĕклентерет, пурнăçа тăсать, кунсерен тумалли ĕçсене çăмăллăнах пурнăçлама пулăшать", — палăртать обществăлла канашăн председателĕ М.А.Илларионова. /ХАМĂР ИНФ./  
Сапожниковсен ячĕпе – турнир

Сапожниковсен ячĕпе – турнир

Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн тĕп стадионĕнче çак ялта çуралнă йĕкĕреш Алексейпе Андрей Сапожниковсене /04.10.1969 — 11.08.1996 ç.ç./ асăнса çамрăксем хушшинче футбол турнирĕ иртрĕ. Унта спортăн çак тĕсне кăмăллакансем йышлăн хутшăнчĕç. Йĕкĕрешсен ашшĕ, Порфирий Алексеевич, тăван хуçалăхра ĕмĕр тăршшĕпех механизаторта ĕçленĕ, ăста комбайнер пулнă, унăн ячĕ районта кăна мар, республикăра та палăрнă. Ĕçри хастарлăхшăн ăна Октябрь Революцийĕ тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем парса чысланă. Алексейпе Андрей те çамрăкранах ашшĕпе юнашар ĕçлесе тракторист-комбайнер вăрттăнлăхĕсене вĕренчĕç, ырă ят çĕнсе илчĕç. Анчах та 1996 çулхи августăн 11-мĕшĕнче тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра вĕсен пурнăçĕ сарăмсăр татăлчĕ. Турнира пурĕ 4 команда хутшăнчĕ: Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнчи икĕ коман
Спортпа туслисем уявра савăнчĕç

Спортпа туслисем уявра савăнчĕç

Спортпа туслă пулни, кунсерен физкультура туни, паллах, сывлăха çирĕплетме пулăшать. Хускану — пурнăç, теççĕ халăхра. Çакна тĕпе хурса район çыннисем августăн 10-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСКна Физкультурник кунне уявлама йышлăн пуçтарăнчĕç.  Мероприятие уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов спорта юратакансене, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансене уяв ячĕпе саламларĕ, пурне те спортпа туслашма сĕнчĕ, сывлăхлă пулма сунчĕ. Вăл районта физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе чылай ĕç тăвакансене — спорт ветера-нĕсене Николай Индюковпа Сергей Воробьева, "Кĕтне" ача-пăча спорт шкулĕн тренер-преподавательне Василий Голландцева, район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалист-экспертне Дмитрий Лукиянова Хисеп грамотисемпе нагр
Кире пуканĕ йăтать, утать, йĕлтĕр сырса ярăнать

Кире пуканĕ йăтать, утать, йĕлтĕр сырса ярăнать

Шкул саккинчен пуçласа мĕн ĕмĕр тăршшĕпех спортпа туслисем чунпа та, сăн-питпе те яланах çамрăк. Çак сăмахсем Киров поселокĕнче пурăнакан Федор Леонтьевич Ефимов пиркиех. Ăна 80 çултан иртнĕ тесе калама чĕлхе те çаврăнмасть. — Спортпа яланах туслă пулни пурнăçри йывăрлăхсене парăнтарма, сывлăха çирĕплетме пулăшать. Кил хушшинче çÿрекен çĕрте яланах кире пуканĕсем лараççĕ. Вĕсем хăйсем патне туртаççĕ, пире йăт-ха тесе каланă пекех туйăнать, — терĕ йăл кулса Федор Леонтьевич. Ф.Л.Ефимов Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтерсенех салтак атти тăхăннă. Салтакран таврăнсан ашшĕ-амăшĕпе Каçал тăрăхне Киров поселокне куçса килнĕ. Çакăнта шăпа çырнă мăшăрĕпе паллашса çемье çавăрнă. 4 ывăлпа 2 хĕре кун çути парнеленĕ. 12 мăнукпа, 6 мăн мăнукĕпе савăнать вăл. Федор Леонтьев
Сывă пурнăç йĕрки пысăк пĕлтерĕшлĕ

Сывă пурнăç йĕрки пысăк пĕлтерĕшлĕ

Паян сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнасси, организма спортпа, физкультурăпа çирĕплетесси тĕп вырăнта. Ку тĕлĕшпе Каçал тăрăхĕнче çамрăксем çеç мар, аслă çулсенчи çынсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Сăмах май каласан, пирĕн районта пурăнакансен 41,3 проценчĕ е 10328 çын /республикипе 42 процент/ спортпа туслă. Вĕсенчен чылайăшĕ район, республика чысне хÿтĕлеççĕ, федерацин Атăлçи округĕшĕн тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ. Августăн 10-мĕшĕнче районти «Кĕтне» ФСК-ра Физкультурник кунне паллă тума хатĕрленеççĕ. Вăл 10 сехетре пуçланать. Унта яланхи пекех халăх йышлă хутшăнĕ, хăйсен пултарулăхне кăтартĕ.  
Юхма ен – хăнасене тарават

Юхма ен – хăнасене тарават

Июлĕн 5-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсен тата муниципаллă служащисен 12-мĕш хут йĕркелекен уявĕ ăнăçлă та тухăçлă иртрĕ. Мероприятие сумлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, РФ Сывлăх министерствин сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлекен штатра тăман тĕп специалисчĕ Олег Аполихин профессор, Патăрьел район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правлени председателĕ, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Спортпа культура уявĕ "Патăрьелĕм — савнă ен, илемлен, чечеклен!" театрализациленĕ композиципе пуçланчĕ. Райо
Республикăран – каллех çĕнтерÿпе

Республикăран – каллех çĕнтерÿпе

Асанкасси вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан ачасен кĕçĕн классенченех технологи кружокĕсенче тĕрлĕ модельсем тăвассинче ăсталăхне ÿстерсе пырса, вĕсемпе республикăри ăмăртусене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене йышăнасси çирĕп йĕркене кĕрсе çитнĕ тесех каламалла. Турнирсенче ачасем хăйсене лăпкă, хумханмасăр тытаççĕ, шанчăкĕ пурнăçа кĕрессине малтанах курса тăраççĕ пулмалла, тĕрлĕ лару-тăрура çухалса каясси те çук вĕсен. Ракета, самолет, карап, автомобиль, хут çĕлен моделĕсене пысăк ăсталăхпа ăмăртусене хутшăнма хатĕрлеме, çĕнтерÿ тутине ÿстерме, мĕн вĕрентнине пурнăçа кĕртме, яланах мал ĕмĕтлĕ пулма ачасене технологи кружокĕн ертÿçи, шкул учителĕ В.М.Салаев вĕрентет. Кружок ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелени те куç умĕнчех. Çакна республикăри кашни турнирта кружок членĕсем нумай наградăсем илни те уçç
Призерсен шутĕнче

Призерсен шутĕнче

Июнĕн 19—22-мĕшĕсенче ачасен сывлăхне çирĕплетекен Çĕрпÿ районĕнчи "Звездный" лагерь территорийĕнче "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисен республика тапхăрĕ иртнĕ. Унта республикăн тĕрлĕ районĕсемпе хулисенчен 87 команда пуçтарăннă. "Зарница" ушкăнра — 29 команда, "Орленокра" 25 команда вăй виçнĕ. Унсăр пуçне 15 çарпа патриот клубĕ тата 18 професси вĕренÿ организацийĕ тупăшнă. Пурĕ ăмăртăва 870 çын хутшăннă. Пирĕн район чысне "Орленок" ушкăнра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди хÿтĕленĕ. Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр ăнăçлăн тухса çамрăк армеецсем, пĕлтĕрхи пекех, 3-мĕш вырăна тухнă. Л.АНТОНОВА.  
Спартакиада вĕçленчĕ

Спартакиада вĕçленчĕ

Чăваш Республикинчи шкул ачисен спартакиади  спортивлă-техникăлла тата ĕçлевлĕ спорт тĕсĕсемпе А. Г.Николаев космонавтăн кубокĕшĕн иртет. Ăна 2004 çулта пуçарса янă. 15-мĕш спартакиадăн программине спортăн çак тĕсĕсем кĕреççĕ: "Хут çĕленсем" фестиваль, "Çамрăк пушарнăйсен" слечĕ, çамрăк инспекторсен "Сыхлăхлă кустăрма"  слечĕ, картинг турнирĕ. Авиа, судо, авто, радио управлени тата ракета моделĕсемпе ăмăртусем иртеççĕ. Кашни çулах çак ăмăртăва район администрацийĕ çумĕнчи Ачасене хушма пĕлÿ паракан центр хутшăнать. Юлашки çулсенче вĕсем  ÿсĕм хыççăн ÿсĕм туса пыраççĕ. Пĕлтĕр те вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пынă вăхăтра  спартакиадăра çак центрăн команди  3-мĕш вырăн йышăннă. Çак ĕçре тăрăшакан   В.М.Салаев вĕрентекене палăртса хăвармалла. Вăл Асанкасси вăтам ш