Спортпа туслисем уявра савăнчĕç

Спортпа туслисем уявра савăнчĕç

Спортпа туслă пулни, кунсерен физкультура туни, паллах, сывлăха çирĕплетме пулăшать. Хускану — пурнăç, теççĕ халăхра. Çакна тĕпе хурса район çыннисем августăн 10-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСКна Физкультурник кунне уявлама йышлăн пуçтарăнчĕç. 

Мероприятие уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов спорта юратакансене, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансене уяв ячĕпе саламларĕ, пурне те спортпа туслашма сĕнчĕ, сывлăхлă пулма сунчĕ. Вăл районта физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе чылай ĕç тăвакансене — спорт ветера-нĕсене Николай Индюковпа Сергей Воробьева, «Кĕтне» ача-пăча спорт шкулĕн тренер-преподавательне Василий Голландцева, район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалист-экспертне Дмитрий Лукиянова Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.

Ăмăртусем пуçланас умĕн «Кĕтне» спорт шкулĕн секцийĕсене  çÿрекенсем хăйсен тренерĕсем ертсе пынипе тĕрлĕ номерсем кăтартрĕç. Кăçалхи ăмăртусен программи пуян пулчĕ. Спорта кăмăллакансем мини-футбол, пляж волейболĕ, çăмăл атлетика, шывра ишес, шашкăлла выляс, ГТО нормисене тултарас, велосипедсемпе ăмăртас енĕпе тупăшрĕç.

Чи малтанах районти ача сачĕсене çÿрекенсем велосипедсемпе старта тухрĕç. Аслăраххисем хушшинче Саид Шайдуллин («Лейсан» ача сачĕ») чи малтан финиша çитрĕ. Кĕçĕннисем хушшинче Руслан Смирнова («Колосок» ача сачĕ) çитекен пулмарĕ.  Спортпа туслă çемье ята Зариповсен çемйи тивĕçрĕ.

Çăмăл атлетикăпа иртекен ăмăртусене хутшăнакансем пуринчен те йышлă пулчĕç. 100 метра чупса хĕрсенчен Илвина Алимова (Шурут вăтам шкулĕ) финиша пĕрремĕш çитрĕ. Хĕрарăмсенчен Рание Зайнатуллина («Дружба» ЯХПК) çĕнтерĕве алăран ямарĕ. Каччăсенчен Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан Кирилл Краснов чи хăвăртти пулчĕ. Арçынсем хушшинче вара Ремис Мансурова («Дружба» ЯХПК) çитекенни пулмарĕ.

400 метра чупса ăмăртакансем хушшинче  Эльза Кузнецова («Дружба» ЯХПК), Рание Зайнатуллина («Дружба» ЯХПК),  Кирилл Краснов      (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Никита Бархонов (Тăманлă Выçли) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Хĕрсем пĕр çухрăма чупса та ăмăртрĕç. Финиша чи малтан Виктория Ефремова (Шурут вăтам шкулĕ) çитрĕ. 3 çухрăмлă дистанцире каччăсем хушшинче  — Фиршат Рахимзянов      (Урмаел вăтам шкулĕ), арçынсем хушшинче Павел Дерягин (Комсомольски ялĕ) мала тухрĕç. 

Тăршшĕне сикес енĕпе те хĕрÿ тупăшу пулчĕ.  Ку ăмăртура Анастасия Пыркинапа (Шурут вăтам шкулĕ) Динар Фарахиев  (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Районти яшсемпе хĕрсем çăмăл атлетикăпа çеç мар, шывра ишессипе те кăсăкланнине кăтартса пачĕ 100 метрлă дистанцие ишес енĕпе ирттернĕ ăмăрту. Спортăн çак тĕсĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан Анастасия Сумзинапа Кирилл Денисова çитекен пулмарĕ.

Арçынсем хушшинче чушкăлла выляса Василий Пундяков 1-мĕш вырăна тухрĕ. Шашка вăййинче Сергей Красилов мала тухрĕ. ГТО нормисене тултаракансем те пулчĕç. Ветерансем хушшинче Василий Пундяков, Вячеслав Скворцов, Алексей Самаркин, Тамара Перепелкина, Александр Горбунов ылтăн палла тивĕçрĕç.

Пляж волейболĕнче хĕрсен «Шигали» команди, арçынсен «Кубня» команди чи маттуррисем пулчĕç. Мини-футбол вăййинче «Центр» команда çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕ. 

Физкультурник кунĕ чăн-чăн уяв пек шавлăн та питĕ хаваслăн иртрĕ. Çак кун старта тухакансем те, вĕсене хавхалантарса тăракансем те савăк кăмăлпа килĕсене таврăнчĕç. Пьедесталăн картлашкисем çине лекейменнисем вара пачах та кулянмарĕç. Куллен тренировкăсене çÿресен çитес ăмăртусенче вĕсем те чи малтисем, чи маттуррисем пулайĕç.

Н.КАЛАШНИКОВА,

Г.ГИНАТУЛЛИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *