Пятница, 26 апреля

Ирхи зарядка усăллă

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ çумĕнчи обществăлла канаш М.А.Илларионова ертсе пынипе сентябрĕн 2—6-мĕшĕсенче «Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн» ятарлă акци ирттерет. Çак кунсенче районти пур вĕренÿ учрежденийĕсенче, предприятисемпе организацисенче ире зарядка тунинчен пуçлаççĕ.
«Ирхине зарядка тăвасси кашниншĕнех йăлана кĕнĕ япала пулнине шанас килет. Вăл ĕçлеме вăй-хăват хушать, пурнăç пахалăхне ÿстерет, кăмăла çĕклентерет, пурнăçа тăсать, кунсерен тумалли ĕçсене çăмăллăнах пурнăçлама пулăшать», — палăртать обществăлла канашăн председателĕ М.А.Илларионова.
/ХАМĂР ИНФ./

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *