Сывă пурнăç йĕрки пысăк пĕлтерĕшлĕ

Сывă пурнăç йĕрки пысăк пĕлтерĕшлĕ

Паян сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнасси, организма спортпа, физкультурăпа çирĕплетесси тĕп вырăнта. Ку тĕлĕшпе Каçал тăрăхĕнче çамрăксем çеç мар, аслă çулсенчи çынсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Сăмах май каласан, пирĕн районта пурăнакансен 41,3 проценчĕ е 10328 çын /республикипе 42 процент/ спортпа туслă. Вĕсенчен чылайăшĕ район, республика чысне хÿтĕлеççĕ, федерацин Атăлçи округĕшĕн тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ.
Августăн 10-мĕшĕнче районти «Кĕтне» ФСК-ра Физкультурник кунне паллă тума хатĕрленеççĕ. Вăл 10 сехетре пуçланать. Унта яланхи пекех халăх йышлă хутшăнĕ, хăйсен пултарулăхне кăтартĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *