Cпорт

Çĕнтерӳпе таврăннă

Августăн 25-мĕшĕнче Шупашкарти «Спартак» стадионта пенсионерсем хушшинче «Спортивное долголетие» спартакиада иртрĕ. Ăмăртусене  республикăри пур район команди те хутшăнчĕ. Унта çăмăл атлетика (200 метра чупасси), шывра ишесси (50 метра, пĕр арçын, пĕр хĕрарăм), дартс вăййи (пĕр арçын, пĕр хĕрарăм), комбинированный эстафета (тăватă арçын, тăватă хĕрарăм) енсемпе тупăшрĕç. Эстафетăна хутшăнакансен 400 метра парăнтармалла пулчĕ. 50 метрлă дистанцисенче тупăшăва хутшăнакансен скакалкăпа сиксе чупма, барьер хăми айĕнчен шуса тухса малалла чупма, баскетбол мечĕкне урайне çапса сиктерсе пырса чупма, теннис ракетки çинче пĕчĕк шарике ӳкермесĕр чупма, футбол мечĕкне пĕчĕк хапхана тапса кĕртсе малалла чупма, ункă витĕр тухса малалла чупма, хăяккăн пырса чупма, финиш умĕн пĕтĕм вăя парса чупма

Пулă тытрĕç, ăсталăх кăтартрĕç, канашларĕç…

Пысăк океан та пĕчĕк юханшывсенчен пуçтарăнать. Кирек хăш пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн пуçламăш çăлкуçĕ те пĕр тĕллевлĕ çынсем пурринчен килет. Çак шухăшсем палăрчĕç Пĕтĕм тĕнчери Океан вăййисем шучĕпе йĕркеленĕ «Мир на крючке — Рыба мира» фестивальте. Вăл августăн 12—13-мĕшĕсенче пирĕн районта пулса иртрĕ. Малтанхи кун  Янкасси ялĕ çумĕнчи Çирĕкле кӳлĕ çывăхĕнче пулăçăсен ăмăртăвĕ пуçланнипе фестиваль старт илчĕ. Ăна салам сăмахĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, фестивале пуçарса яраканĕ А.Трухачев, «Тав» агрокомпанисен генеральнăй директорĕ А.Капитонов уçрĕç. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ пулăçăсен 21 команди ирхинеччен пулă тытас енĕпе ăмăртрĕ. Кашниех вăлтисене пысăкрах пулă çаклатас  тĕллевпе шыва ячĕ пулин те ăнăçу пурне те савăнтармарĕ. Тепĕр кунне ирхине мĕн тытнине в

Ырă тĕслĕх кăтартаççĕ

Çамрăк гвардеецсем ырă ĕçсем тусах тăраççĕ. Район çыннисен пурнăçĕ тата та лайăхлантăр тесе тăрăшаççĕ. Акă, физкультурник кунĕнче «Единая Россия» партин «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн ертӳçипе В.Кокаревпа пĕрле хастарсем велосипед чупăвĕ йĕркелерĕç.  Çак мероприятин тĕллевĕ — сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, халăха спортпа туслаштарасси. Çавăн пекех иртнĕ эрнере хастарсем ГИБДД уйрăмĕпе пĕрле çул урлă каçмалли вырăнсенче  «Водитель сана ирттерсе янине ĕнен», — тесе шурă сăрăпа çырса хучĕç.  Çак ырă акци çынсен, уйрăмах, ачасен тимлĕхне ӳстерме, аварисен тата инкек-синкексен шутне чакарма пулăшĕ. Асăрхануллă пулар!    

Спорт вăй-хал, кӳрет, сывлăха çирĕплетет

ӳт-пӳ сывă, сывлăх çирĕп пултăр тесен ытларах хусканусем тумалла. Ку енĕпе физкультурăпа тата спортпа туслă пулни пулăшать. Районта  сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем сахал мар. Вĕсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ ăмăртусенче тĕрĕслеççĕ. Районта çеç мар республика шайĕнчи тупăшусенче те малти вырăнсем йышăнаççĕ. Вĕсен камсенчен тĕслĕх илмелли пурĕ Пирĕн районта çуралса ӳснĕ В.Воронков йĕлтĕр спорчĕ енĕпе Олимп чемпионĕ, В.Чернова СССР чемпионки ятсене çĕнсе илнĕ. Эпир çĕршывĕпех паллă спортсменсемпе З.Ефремовăпа, Т.Красновăпа, Д.Григорьевăпа чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Районăн спорт историйĕнче тарăн йĕр хăварнă спорт тусĕсене татах та нумай асăнма пулать. Вĕсенчен чылайĕшĕ халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ пулин те спортри пĕрремĕш утăмĕсене пирĕн тăрăхра тунă. Спорта ю
Пысăк фестивале çитсе курăр!

Пысăк фестивале çитсе курăр!

Августăн 12—13-мĕшĕсенче районти Акатуй иттерекен вырăна халăх йышлă пуçтарăнĕ. Кунта Пĕтĕм тĕнчери «Мир на крючке — Рыба Мира» фестиваль иртмелле. Район халăхĕпе савăнма, çут çанталăк илемĕпе паллашма çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен, урăх патшалăхсенчен хăнасем нумайăн килмелле. Фестиваль тĕллевĕ те шăпах халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетесси, хамăр пурăнакан тавралăх пуянлĕхĕпе тата хитрелĕхĕпе паллаштарасси, туризма аталантарасси, çынсене канма тата савăнма кирлĕ условисем туса парасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарасси пулса тăрать те. Мероприяти программи пуян та анлă. Хăнасем августăн 12-мĕшĕнчех каç кӳлĕм килме пуçлаççĕ. Каçпа 8 сехетре Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Çирĕкле   кӳллинче пулăçăсен ăмăртăвĕ пуçланмалла. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ пулăçăсен 1

Программа мероприятий, посвященных Дню физкультурника

13 августа в нашей стране будет праздноваться всероссийский День физкультурника, который традиционно отмечается всеми любителями спорта и поклонниками здорового образа жизни в каждую вторую субботу августа. Физкультурно-массовые и спортивные мероприятия пройдут по все стране, в том числе и в Чувашии.  Публикуем программу проведения Дня физкультурника на базе республиканских и муниципальных спортивных школ Чувашии: № п/п Наименование мероприятия Дата и время проведения Место проведения Подведомственные Минспорту Чувашии организации  ФОЦ «Белые камни» Минспорта Чувашии 1 Соревнования по футболу, баскетболу, волейболу, шашкам и шахматам 13 августа Начало в 10:00 Мариинско-Посадский район, с. Сотниково, ул.Полевая, 25 ФОЦ «Росинка» Минспо

Спорта парăннă ветеран

Урампа утса иртнĕ чухне, çирĕплетсех калатăп, никам та ăна сакăр теçеткере тесе шутламасть. Уттисем вăр-вар, сăн-питне те ватлăх сĕмĕ пусса илмен. Чăннипе вара, Комсомольскинче пурăнакан Василий Иванович Пундяков çак кунсенче 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Пурнăçĕ çăмăлах килмен унăн, хур-шурне нумай курнă вăл. Вăрçă умĕн кун çутине килнĕскерĕн ачалăхĕ йывăр çулсене килнĕ. Апат-çимĕç енчен те, тумтир тĕлĕшпе те хĕн лекнĕ. Ача ачах ĕнтĕ, кил-çуртра, колхозра ĕçленипе пĕрлех урамра выляса кулма та вăхăт тупнă. Вăл вăхăтри шăпăрлансем вăрçăлла выляма юратнă. Май пулсанах Кĕтнере шăмпăлтатнă. «Вăл вăхăтра ку юхан шыв тап-тасаччĕ, çынсем апат пĕçерме те ун шывне ăсса хăпаратчĕç. Çырмаран çу кунĕсенче ача-пăча татăлмастчĕ», — аса илет Василий Иванович. Хĕл кунĕсенче йĕлтĕр ураран кайман. Шартлам
100 çухрăм – велосипедпа

100 çухрăм – велосипедпа

Июлĕн 2-мĕшĕнче Комсомольски район центрĕнчен  виççĕмĕш мĕш хут «100 км — мĕншĕн тесен эпир пĕрле» («100 км — потому что мы вместе») профсоюз ĕçченĕсен  велосипед  чупăвĕ  старт илчĕ. Велочупăва хутшăнакансене район пуçлăхĕ Р. Мансуров, район адмиинстрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов,  «Профсоюз ТВ»  тĕп редакторĕ С.Драндров, «Всероссийский Электропрофсоюз»  обществăлла организаци председателĕн çумĕ А.Мурашкин саламларĕç, чупура ăнăçу сунчĕç. Палăртса хăвармалла,  республикăра виççĕмĕш хут йĕркелекен чупăва хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçал велочупăва 17 регионти, Узбекистанри спортсменсем тата велосипедпа ярăнма кăмăллакансем хутшăнчĕç. Вĕсем Каçал тăрăхĕнчен старта тухрĕç те, ăна Тутарстан республикин Пăва районĕнче вĕçлерĕç.   Вело

Шашка вăййи усăллă та кăсăклă

Республикăра шашка вăййине вĕренӳ учрежденийĕсенче аталантарас, ачасене интереслентерес тĕлĕшпе ăмăртусем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни çулах шкулсенче «Тĕлĕнтермĕш шашкăсем» ятпа тупăшусем ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал унта районти 16 команда хутшăнчĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул команди хĕрӳ тупăшура 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. 2-мĕш вырăна Александровка тĕп шкул команди тивĕçрĕ. Хирти Явăш тĕп шкул команди 3-мĕш пулчĕ. Канаш хулинче  Патăрьел, Тăвай, Елчĕк  районĕсен тата Канаш, Шупашкар хулисен командисем хушшинче Комсомольски 2-мĕш шкулта вĕренекенсем 1-мĕш вырăна алăран вĕçерт-мерĕç. Турнирсен финал тапхăрĕнче Шупашкарта Йĕпреç тата Вăрмар районĕсен, Шупашкар тата Етĕрне хулисем тупăшнă. Комсомольски 2-мĕш шкулти 6-мĕш кадет класĕн вĕренекенĕсенчен — Кирилл Кузьминран,

Ĕç Геройĕ ячĕпе – турнир

Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕнче çĕршывĕпех чапа тухнă çынсем сахал мар çуралса ӳснĕ. Паллă çынсен çулталăкĕ пулнă май вĕсене халалласа кунта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть Социализмла Ĕç Геройне Л.Н.Акчурина халалласа шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Орешкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ А.Тихонов саламларĕç. Тупăшăва 5 команда (1 шахматист тата 2 шашист) хутшăнчĕ. Вăйăсем хĕрӳ иртрĕç. Çĕнтерӳçĕ ята Шурут ял тăрăхĕн команди (В.Скворцов, А.Гаврилов, В.Терентьев) çĕнсе илчĕç. Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн команди (А.Лукиянов,   А.Орешкин, Н.Тихонов) иккĕмĕш пулчĕ. Хирти Шăхасан ялĕшĕн вылянă А.Школьников, А.Иванов, В.Акчурин виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Кĕçĕн Çĕрпӳел вăтам шкулĕн команди те (Р.Романов, В.Журавлев