Вторник, 23 апреля

Cпорт

Волейболра иккĕмĕш

Волейболра иккĕмĕш

Иртнĕ шăматкун, декабрĕн 10-мĕшĕнче Йĕпреç поселокĕнче патшалăхăн влаç органĕсенче тăрăшакансем хушшинче XX-мĕш   Спартакиадăн финалĕ иртнĕ. Ĕçченсем  çулталăк тăршшĕпе спорт вăййин 13 тĕсĕнче тупăшнă.  Йĕпреç поселокĕнчи «Патвар» Фск-ра йĕркеленĕ тупăшусенче влаç органĕсен ĕçченĕсем ишсе, волейбол выляса, дартс вăййинче тупăшнă.  Комсомольски район команди ăмăртусенче хастарлăхпа палăрнă. Ĕçченсем республика шайĕнчи  волейбол турнирĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, канат туртса  — пĕрремĕш.
Хĕрарăмсем те хутшăнасса шанатăп

Хĕрарăмсем те хутшăнасса шанатăп

Çул вĕçленсе пырать. Вăл пирĕн тăрăхри спорта юратакан ветеран-спортсменсемшĕн япăх мар пулчĕ. Вĕсем Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерстви «Раççейри пенсионерсен союзĕ» обществăлла организацин регионти уйрăмĕпе пĕрле ирттернĕ «Спортивное долголетие» спартакиадăна хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулин те хăйсем спортран уйрăлманнине çирĕплетсе пачĕç. Çак спартакиадăн 2023 çулхи ăмăртăвĕсен пĕрремĕш тапхăрĕ — шахмат, сĕтелçи теннис,  пневматикăлла винтовкăран тĕл перес енĕпе ăмăртусем çитес çулхи январь уйăхĕнче иртмелле. Унччен вара, ун пек тупăшусене хамăр патра йĕркелемелле. Çĕнтерӳçĕсем республикăра пирĕн чыса хӳтĕлĕç. Акă, ноябрĕн 24-мĕшĕнче, кĕçнерникун, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче шахмат вăййипе ăмăрту пулать. Унта 60 çултан ирт

Йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ

Иртнĕ шăматкун районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Р.Ф.Рахимзянова асăнса йăлана кĕнĕ уçă волейбол турнирĕ иртнĕ. Ринат пултаруллă спортсмен, футбол, волейбол вăййисемпе  район тата республика шайĕнчи чылай ăмăртусем йĕркелекен пулнă, спорта аталантарас енĕпе чылай тăрăшнă. Ăна район ентешлĕхĕ «Комсомольски районĕнче тата унăн тулашĕнче спорта аталантарас тата сарас енĕпе тăрăшнăшăн» медаль парса чысланă. Наградăна ашшĕне, мухтавлă ывăл çитĕнтернĕшĕн тав туса савăнăçлă лару-тăрура панă. Ринатăн хĕрĕсене, Ясминăпа Марьямăна, «Урмай» спорт обществи ячĕпе футболкăсем парнеленĕ. Спортсменсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ремис Мансуров, Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕн председа
Ачасем хастар, спортпа туслă

Ачасем хастар, спортпа туслă

Çĕнĕ Мăрат вăтам  шкулĕнче кашни çулах «РДШ  вăйĕ» ăмăрту иртет.  Ăмăрту кĕркунне тата çуркунне пулать.  Шкулти пĕтĕм класс ачи хастаррăн хутшăнать унта.  Турник  çинче туртăнса ăмăртма вара ятарласах хатĕрленеççĕ.  Нумайăшĕн килĕсенче те турник пур ĕнтĕ.  Иртнĕ çулта Сергей Иванов чемпион  пулнă. Кăçал та  ăмăрту иртрĕ.  Хальхинче чемпион ятне Сергей шăллĕ Миша çĕнсе илчĕ. Чи вăйлă классем хăшĕсем пулнине пĕлтерер, пĕрремĕш вырăн — 10-мĕш класс,  иккĕмĕш вырăн — 3-мĕш класс,  виççĕмĕш вырăнта вара — 11-мĕшсем. Шкулти чемпионсем — Миша Иванов,  Милана Соловьева,  Татьяна Чубукова.  Константин Моторин,  Софья Григорьева — иккĕмĕш,  виççĕмĕш вырăнта — Дмитрий Кондратьев,  Дарина Ильина.

Паттăр ячĕпе иртнĕ

Украин ăри  çар операцине хутш ăнса пуç хунă М.З.Алеев ячĕпе  «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче баскетболла выляса турнир иртнĕ. Малтанах ăмăртăва хутшăнакансем паттăра асăнса пĕр минут шăп тăнă. Спортсменсене Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Р.М.Мансуров,  В.Н.Кокарев, «Кĕтне» ФСК директорĕн  çумĕ П.Ю.Порядков,  Марат Алеевăн ашшĕ Зуфар Разатдинович саламланă, тупăшусенче  ăнăçу суннă.  Ăм ăрт ăва кӳршĕ районсенчи шкулсен командисем те хутшăннă, вăйăсем хĕрӳ иртнĕ. Чи нумай очко пу çтарса Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди  çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Канаш хулинчи 7-мĕш вăтам шкулĕн  спортсменĕсем — иккĕмĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем виççĕмĕш вырăн йышăннă.  Çĕнтерӳçĕсем кубоксене, медальсене

Хĕрӳ ĕçсем пыраççĕ

Районти «Кĕтне» ФСК стадионĕнчи строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăх. А.Н.Осипов вырăна çитсе паллашнă. Кунта республикăн адреслă инвестици программипе искусствăлла газон сарнă футбол уйĕ пулĕ. Çавăн пекех çăмăл атлетсене чупса тренировкăсем ирттерме, ăмăртусенче тупăшма синтетикăпа витнĕ вырăн тăвĕç. Строительство ĕçĕсене кăçалхи ноябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Халĕ кунта хĕрӳ ĕçсем пыраççĕ. (ХАМĂР ИНФ.).    
Старта тăрса, хăвăрт чупса хаçат парниллĕ пулчĕç

Старта тăрса, хăвăрт чупса хаçат парниллĕ пулчĕç

Спорт сывлăхшăн çав тери усăллă пулнине, ӳт-пĕве аталантарнине, чăтăмлăха ӳстернине, кăмăла лайăхлатнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕĕ çавна май пирĕн районта спортпа туслă çынсем чылайăн пулнине палăртма кăмăллă. Ачасене, çамрăксене физкультура тума явăçтарас, спортпа туслаштарас тĕллевпе те нумай ĕç туса ирттереççĕ. Çавна кура спорт мероприятийĕсене хутшăнакансен йышĕ те çулсерен ӳссе пырать. Октябрĕн 8-мĕшĕнче çăмăл атлетика тусĕсем Хирти Явăш тĕп шкулĕн  стадионне пуçтарăнса  «Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ çулленхи ăмăртăва хутшăнчĕç Шкул ачисем, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем старта тăрса финиша чи малтан çитессишĕн ăнтăлса чупрĕç. Йышлăн пуçтарăннă куракансем спортсменсене кăшкăрса хавхалантарса тăчĕç. Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунисене чи малтанах рай

«Наци кросĕ» пĕрлештерет, сывлăха çирĕплетет

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче районта  «Наци кросĕ — 2022»  чупу   иртрĕ.    Çак кун, тĕрĕссипе каласан,  Пĕтĕм Раççей чупнă, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Асăннă чупу пирĕн район çыннисене те пĕрле пухрĕ. Унта спорта юратакансем   чылайăн пуçтарăнчĕç% пĕрисем — ăмăртрĕç, теприсем вĕсене хавхалантарчĕç.  «Нацисен кросĕ» чупăва район пуçлăхĕ Ремис Мансуров,  район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, спорт ветеранĕ Василий Пундяков  уçрĕç.    — Нацисен кросĕ вăл — спорт мероприятийĕ кăна мар, çав вăхăтрах социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăм та. Массăллă чупăва спорта кăмăллакансемпе пĕрле профессионалсем, спорт ветеранĕсем те тăраççĕ. Чăваш Енре 2004 çулта старт илнĕ кросăн тĕп тĕллевĕ — халăха сывă пурнăç  йĕркипе пурă

«Сăран мечĕк» пĕрлештернĕ

Футбол — спорт вăййи, хирĕçле вылякан командăн хапхине пĕтĕм  ӳт-пӳ пайĕсемпе хускалса, алăсемсĕр сăран мечĕке тапса кĕртесси. Вăйă тăршшĕпе чи нумай гол кĕртекен команда çĕнтерет.  «Сăран мечĕк» — Пĕтĕм Союзри тата Пĕтĕм Раççейри ачасен командисем хушшинчи футбол ăмăртăвĕ. Çакăн пек массăллă тупăшусем ирттересси çинчен  совет вратарĕ  Лев Иванович Яшин пĕрремĕш хут сăмах тухса каланă. 1964 çулта пĕрремĕш хут çакăн пек  ăмăрту иртнĕ, турнирта 170 пин команда кĕрешнĕ (пĕтĕм Совет Союзĕнчи çур миллиона яхăн çамрăк футболист çак вăййа вылянă). Çĕршыв улшăнать, турнир вара пĕр çуллăха та татăлмасть, футбол вăййине çамрăк спортсменсен пысăк йышĕ хутшăнать. Ку турнир яланах пĕлтерĕшлĕ пулнă, мĕншĕн тесен футболăн пулас çăлтăрĕсем çакăнтан çуралнă. 1977 çулта Йăлмахвар

Çĕнтерӳпе таврăннă

Августăн 25-мĕшĕнче Шупашкарти «Спартак» стадионта пенсионерсем хушшинче «Спортивное долголетие» спартакиада иртрĕ. Ăмăртусене  республикăри пур район команди те хутшăнчĕ. Унта çăмăл атлетика (200 метра чупасси), шывра ишесси (50 метра, пĕр арçын, пĕр хĕрарăм), дартс вăййи (пĕр арçын, пĕр хĕрарăм), комбинированный эстафета (тăватă арçын, тăватă хĕрарăм) енсемпе тупăшрĕç. Эстафетăна хутшăнакансен 400 метра парăнтармалла пулчĕ. 50 метрлă дистанцисенче тупăшăва хутшăнакансен скакалкăпа сиксе чупма, барьер хăми айĕнчен шуса тухса малалла чупма, баскетбол мечĕкне урайне çапса сиктерсе пырса чупма, теннис ракетки çинче пĕчĕк шарике ӳкермесĕр чупма, футбол мечĕкне пĕчĕк хапхана тапса кĕртсе малалла чупма, ункă витĕр тухса малалла чупма, хăяккăн пырса чупма, финиш умĕн пĕтĕм вăя парса чупма