Пятница, 26 апреля

Шашка вăййи усăллă та кăсăклă

Республикăра шашка вăййине вĕренӳ учрежденийĕсенче аталантарас, ачасене интереслентерес тĕлĕшпе ăмăртусем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни çулах шкулсенче «Тĕлĕнтермĕш шашкăсем» ятпа тупăшусем ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал унта районти 16 команда хутшăнчĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул команди хĕрӳ тупăшура 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. 2-мĕш вырăна Александровка тĕп шкул команди тивĕçрĕ. Хирти Явăш тĕп шкул команди 3-мĕш пулчĕ.

Канаш хулинче  Патăрьел, Тăвай, Елчĕк  районĕсен тата Канаш, Шупашкар хулисен командисем хушшинче Комсомольски 2-мĕш шкулта вĕренекенсем 1-мĕш вырăна алăран вĕçерт-мерĕç.

Турнирсен финал тапхăрĕнче Шупашкарта Йĕпреç тата Вăрмар районĕсен, Шупашкар тата Етĕрне хулисем тупăшнă. Комсомольски 2-мĕш шкулти 6-мĕш кадет класĕн вĕренекенĕсенчен — Кирилл Кузьминран, Риналь Бухаринран, Лев Вунберовран, Айгель Гиннетуллинаран тăракан команда 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.

Вĕсем асăннă фестивальте çитес çул та çак ушкăнпах хутшăнаяççĕ. Спортсменсене малашне тата та пысăкрах çитĕнӳсем тума сунатпăр.

Н.Максимов

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *