Вторник, 16 апреля

Çĕнтерӳпе таврăннă

Августăн 25-мĕшĕнче Шупашкарти «Спартак» стадионта пенсионерсем хушшинче «Спортивное долголетие» спартакиада иртрĕ.

Ăмăртусене  республикăри пур район команди те хутшăнчĕ. Унта çăмăл атлетика (200 метра чупасси), шывра ишесси (50 метра, пĕр арçын, пĕр хĕрарăм), дартс вăййи (пĕр арçын, пĕр хĕрарăм), комбинированный эстафета (тăватă арçын, тăватă хĕрарăм) енсемпе тупăшрĕç. Эстафетăна хутшăнакансен 400 метра парăнтармалла пулчĕ. 50 метрлă дистанцисенче тупăшăва хутшăнакансен скакалкăпа сиксе чупма, барьер хăми айĕнчен шуса тухса малалла чупма, баскетбол мечĕкне урайне çапса сиктерсе пырса чупма, теннис ракетки çинче пĕчĕк шарике ӳкермесĕр чупма, футбол мечĕкне пĕчĕк хапхана тапса кĕртсе малалла чупма, ункă витĕр тухса малалла чупма, хăяккăн пырса чупма, финиш умĕн пĕтĕм вăя парса чупма тиврĕ. Пирĕн район команди (Галина Николаевна Волкова, Тамара Анатольевна Перепелкина, Галина Михайловна Гаврилова, Раиса Витальевна Сапожникова, Алексей Петрович Самаркин, Владимир Михайлович Гаврилов, Валерий Федорович Волков, Федор Васильевич Гаврилов) пурне те хыçа хăварса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Р.В.Сапожникова 200 метра чупса 2-мĕш вырăна тухрĕ. А.П.Самаркин 70 çултан иртнисем хушшинче 50 метра шывра ишсе çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕ. Николай Иванович Андреев 200 метра чупса 4-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Спартакиада малалла тăсăлать. Сентябрь уйăхĕнче Етĕрне хулинче унăн тепĕр тапхăрĕ иртет. Унта сĕтелçи теннисĕ, винтовкăран тĕл пересси, шахмат енĕсемпе (командăсенче пĕр арçынпа пĕр хĕрарăм) ăмăртусем пулаççĕ. Пирĕн районти пенсионерсем унтан та лайăх кăтартусемпе таврăнасса шанас килет. Ăнăçу пултăр тесен хатĕрленмелле, тренировкăсем ирттермелле.

В.Пундяков.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *