Аграрисен хĕрÿ вăхăт – вырма
Вырма вăхăчĕ çитсессĕн çĕр ĕçченĕн пĕр канăç та çук — çитĕнтернĕ тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртес тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшмалла. Уяр çанталăкпа усă курса "сарă ылтăна" пÿлмесене вăхăтра кĕртсе хуни темрен те хаклă.
"Труд" ЯХПК хирĕсенче ĕç кал-кал пырать, комбайнсен шавĕ таçтанах илтĕнет. "120 гектар çинче кĕрхи тулă çитĕн-тертĕмĕр. Çак кунсенче ăна çапса пĕтертĕмĕр. Тухăç кашни гектартан 25 центнерпа танлашрĕ. Халĕ комбайнсем урпа хирĕ çинче ĕçлеççĕ. Çак культура пирĕн пурĕ 170 гектар йышăнать", — паллаштарчĕ лару-тăрупа Геннадий Кузьмин агроном. Минрамиль Алимовпа Дмитрий Шуряшкин комбайнерсем вырма вăхăтĕнче "хир карапĕсенчен" анмаççĕ те темелле. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче кашни минут хаклă. Решит Гибатдинов, Сергей Наумов тата Алексей Трофимов тырра йĕтем çине турттараççĕ.
Йĕтем çинч