Пятница, 19 апреля

Вырма вăхăчĕ — яваплă тапхăр

Вырма вăхăчĕ  — яваплă тапхăр

Акма лайăх йĕпелле, вырма лайăх типĕлле, теççĕ халăхра. Чăнах та ĕнтĕ, вырма ĕçĕсем мĕнле иртесси хуçалăхра вăй хуракансен тăрăшулăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен çеç мар, çанталăкăн кăмăлĕ еплерех выляннинчен те килет. Тырă пучахĕсем тулса йывăрланчĕç те районти хуçалăхсенче ĕçлекенсем уяр кунсем çитессе чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕç. Халĕ хирсенче трактор-комбайн шавĕ самантлăха та лăпланмасть, кашни хĕвеллĕ кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем.

«Искра» колхозăн  тырă уйĕсенче те хир карапĕсем мăнаçлăн ярăнаççĕ. Александр Зайцев, Артем Мартынов тата Александр Мартынов пулса çитнĕ тырра вăхăтра çапса пĕтерес тесе тăрăшаççĕ. Николай Кошкин, Андрей Руссаков, Сергей Мартынов водительсем  тырра йĕтем çине турттараççĕ.

— Вырмана эпир июлĕн 26-мĕшĕнче тухрăмăр. Пурĕ 350 гектар çинче — урпа, 140 гектар çинче — çурхи тулă, 50 гектар çинче сĕлĕ çитĕнтертĕмĕр. Хальлĕхе 200 ытла гектар çинчи урпана çапнă. Вăтам тухăç кашни гектартан 27 центнерпа танлашать. Вырмана вăхăтра ирттерме тăрăшатпăр. Çанталăкĕ çеç уяр кунсемпе савăнтартăрччĕ, — паллаштарать лару-тăрупа хуçалăхăн тĕп агрономĕ Татьяна Мартынова.

Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче пурте ир-ирех ĕçе пикенеççĕ. Сергей Белков тракторист улăма преслать, Владимир Мукшин погрузчикпа тюксене тиет, Владимир Ксенофонтов турттарса тăрать. Фермăна илсе çитернĕ улăм тюкĕсене Дмитрий Сорокин купалать. Николай Воробьев тракторист фермăри выльăхсем валли курăк çулать, симĕс массăпа вĕсене апатлантарать. Николай Кокшин кĕрхи культурăсем валли çĕр хатĕрлет. Хальлĕхе ку ĕçе 90 гектар çинче пурнăçланă.   

Йĕтем çинче те ĕç шавĕ аякранах илтĕнет. Унта Елена Макарова, Алена Фомина, Григорий Чемешев, Александр Воробьев, Юрий Зайцев хиртен кĕнĕ тырра виçеççĕ, сортировка витĕр кăлараççĕ, тасатаççĕ. Вĕсене шкул ачисем Сергей Ишмуратов, Филипп Дьяконов, Николай Самаркин, Леонид Фомин, Инесса Зайцева, Мария Белкова пулăшаççĕ. Пурте тăрăшса ĕçленĕ май ĕç кал-кал пырать.

Вырма вăхăтĕнче кашни сехет хаклă пулнине кура ĕçченсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Екатерина Шишкина повар тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕç янтăласа пурне те апатлантарать.

— Ĕçченсем пирĕн маттур.  Кашниех хăйĕн тивĕçĕсене туллин те вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Çавна май çывăх вăхăтра пÿлмесем пуян тухăçпа туласса шанатпăр, — палăртать Татьяна Леонидовна.

Вырма вăхăтĕнче уй-хире тухсан, унта тăрăшакансен  ĕçĕ пĕрре те çăмăл маррине курса ĕненетĕн. Апла пулин те, ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем кашни кун ĕçе савăк кăмăлпа васкаççĕ. Çанталăкĕ çеç çак яваплă тапхăрта ура ан хутăр, вырмана ăнăçлă вĕçлеме патăр.

Мартыновсем çемйипех çак яваплă тапхăрта хирте тар тăкаççĕ. Çемье хуçи — грузовик рулĕ умĕнче, ывăлĕсем — комбайн çинче.

Н.КАЛАШНИКОВА.

изображения не найдены

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *