Сельское хозяйство

Вырма вăхăчĕ  — яваплă тапхăр

Вырма вăхăчĕ — яваплă тапхăр

Акма лайăх йĕпелле, вырма лайăх типĕлле, теççĕ халăхра. Чăнах та ĕнтĕ, вырма ĕçĕсем мĕнле иртесси хуçалăхра вăй хуракансен тăрăшулăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен çеç мар, çанталăкăн кăмăлĕ еплерех выляннинчен те килет. Тырă пучахĕсем тулса йывăрланчĕç те районти хуçалăхсенче ĕçлекенсем уяр кунсем çитессе чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕç. Халĕ хирсенче трактор-комбайн шавĕ самантлăха та лăпланмасть, кашни хĕвеллĕ кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем. "Искра" колхозăн  тырă уйĕсенче те хир карапĕсем мăнаçлăн ярăнаççĕ. Александр Зайцев, Артем Мартынов тата Александр Мартынов пулса çитнĕ тырра вăхăтра çапса пĕтерес тесе тăрăшаççĕ. Николай Кошкин, Андрей Руссаков, Сергей Мартынов водительсем  тырра йĕтем çине турттараççĕ. — Вырмана эпир июлĕн 26-мĕшĕнче тухрăмăр. Пурĕ 350 гектар çинч
Пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехи плансене палăртрĕç

Пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехи плансене палăртрĕç

Августăн 6-мĕшĕнче районăн 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, малашнехи плансене палăртрĕç. Пĕтĕмлетÿ канашлăвне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Канашлу маттур та хастар ĕçлекенсене чысланинчен пуçланчĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе "Восток" ЯХПК" бухгалтерне Мария Романовăна, Светлана Белкова бригадира, "Рассвет" ЯХПК склад заведующине Мария Ельтемеровăна, Петр Павлов лаша пăхакана, "Сюрбеево" ООО бухгалтерне Дилюза Тазетдиновăна, Н.И.Васильев фермер хуçалăхĕн бухгалтерне Тамара Ша
Çуракине хатĕрленеççĕ

Çуракине хатĕрленеççĕ

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче çурхи ĕçсене пуçăнма хатĕрленеççĕ. Хальлĕхе хуçалăхсенче тракторсемпе прицепсене, сÿрелемелли, акмалли, лартмалли агрегатсене хатĕрлеççĕ, юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Унпа пĕрлех çураки ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем кÿрсе килеççĕ. Хуçалăхсене çураки ирттерме пĕтĕмĕшле 1850 тонна удобрени кирлĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем ку енĕпе çине тăрсах ĕçлеççĕ: "Слава картофелю" агрофирма 460 тонна, "Комсомольские овощи" ООО 264 тонна, "Урожай" колхоз 120 тонна, "Сюрбеево" ООО 100 тонна, "Родина" фермер хуçалăхĕ 80 тонна удобрени кÿрсе килнĕ те. Районти хуçалăхсенче паха вăрлăх акасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальлĕхе 30644 центнер вăрлăха тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 89 проценчĕ — кондициллĕ. Эл
Тĕлпулу усăллă иртрĕ

Тĕлпулу усăллă иртрĕ

Çак кунсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе агрономсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта хамăр районти хуçалăхсенчен çеç мар, Елчĕк, Муркаш районĕсенчен те специалистсем пуçтарăнчĕç. Чи малтанах район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика тата пурлăх ыйтăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина районăн ял хуçалăхĕнчи пĕлтĕрхи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. "Пирĕн умра — питĕ пысăк ĕç: çуракине тивĕçлĕ шайра ирттересси. Çавна кура эпир паян пуçтарăнтăмăр та", — палăртрĕ вăл. Инна Николаевна çурхи ака пуçлансан ĕç йĕркине пăхăнса ĕçлемелли, типнĕ курăка çунтарнă чухне асăрхануллă пулмалли çине те тимлĕх уйăрчĕ. "Сервис-Агро" наукăпа производство центрĕн специалисчĕ Марат Шарафутдинов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Организаци виççĕмĕш çул ĕнтĕ уд
Чи маттур дояркăсем – уявра

Чи маттур дояркăсем – уявра

Кунран-кун хĕвел ăшшăнрах та ăшшăнрах пăхни, урамра тумла сасси илтĕнме пуçлани ырă та ăшă çулталăк вăхăчĕ — çуркунне çитнине систерет. Çутçанталăк тарăн хĕл ыйхинчен вăранса пырать. Часах хĕлĕпе пуçтарăннă, халĕ сăнсăрланса хуралнă юр кĕрчĕсем ирĕлсе пĕтсе пĕрремĕш чечексем тухĕç, йывăç-курăк ешерме пуçлĕ. Шăпах çуркунне пуçламăшĕнче, çутçанталăк чĕрĕлме пуçланă вăхăтра, эпир пире пурнăç паракансен — Хĕрарăмсен кунне уявлатпăр. Çак уяв умĕн районти чи пултаруллă дояркăсене пуçтарса ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та çулталăк тăршшĕпе чи лайăх кăтартусемпе палăрнă, ĕçченлĕхĕпе хисепе тивĕçнĕ дояркăсем уява пуçтарăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пуçтарăннисене çурхи уяв ячĕпе чĕререн саламланă, паянхи пекех килте те, ĕçре те йăлтах ĕлкĕрсе пыма,