Пятница, 19 апреля

Çуракине хатĕрленеççĕ

Çуракине хатĕрленеççĕ

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче çурхи ĕçсене пуçăнма хатĕрленеççĕ. Хальлĕхе хуçалăхсенче тракторсемпе прицепсене, сÿрелемелли, акмалли, лартмалли агрегатсене хатĕрлеççĕ, юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Унпа пĕрлех çураки ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем кÿрсе килеççĕ.
Хуçалăхсене çураки ирттерме пĕтĕмĕшле 1850 тонна удобрени кирлĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем ку енĕпе çине тăрсах ĕçлеççĕ: «Слава картофелю» агрофирма 460 тонна, «Комсомольские овощи» ООО 264 тонна, «Урожай» колхоз 120 тонна, «Сюрбеево» ООО 100 тонна, «Родина» фермер хуçалăхĕ 80 тонна удобрени кÿрсе килнĕ те.
Районти хуçалăхсенче паха вăрлăх акасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальлĕхе 30644 центнер вăрлăха тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 89 проценчĕ — кондициллĕ. Элита вăрлăх 98 тонна ытла туяннă.
Çураки вăхăчĕ хăвăрт çитет. Çавăнпа та кашни кунпа пĕлсе усă курма тăрăшаççĕ хуçалăхсенче ĕçлекенсем.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *