Ял чĕрĕлет

Ял чĕрĕлет

Çапла вара Чăваш Республикин 2020 — 2025 çулсенчи социаллă экономика аталанăвĕн комплекслă программине çирĕплетрĕç. Çапах та пирĕн ку тема патне пĕрре мар таврăнма тивет, мĕншĕн тесен паян республика мĕнпе пурăнать — çакна пĕтĕмпех программăра пĕр çĕре пухнă. Çапла министрсен доклачĕсем те пулчĕç, Чăваш Ен ертÿçин Олег Николаевăн комментарийĕсем те, вăл вара программăна туса хатĕрлессипе ăна йышăнассин пуçаруçи пек кăна тухса калаçмарĕ, «Регионсен аталанăвĕн тĕнчери центрĕ» акционер хупă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Игорь Меламед каланă пек, вăл йывăр, çапах та кăсăклă процеса хутшăнакан пулса тăчĕ. Анчах та чылай самант кадр хыçне юлчĕ. Ларусене хутшăнакансем программăна сÿтсе явас процеса вĕсене хумхантаракан проблемăсене республика ертÿлĕхĕ патне илсе çитермелли меллĕ май тесе унпа час-часах усă курчĕç. Программăн Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ пирки калакан пайне, эпир ун çинчен маларах кĕскен каласа панăччĕ, сÿтсе явнă чух шăпах çапла пулса тухрĕ те.

 

Палăртса хăвармалла, сÿтсе явас ĕçе хутшăннă чылай çын хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаева тав сăмахĕ калани пĕрре мар пулчĕ, тĕслĕхрен, сумалли ĕнесене тытакансене укçа парса пулăшнăшăн. Сергей Артамонов министр уйрăммăн  палăртрĕ: «Нумай пулмасть ялта пĕр хĕрарăм мана çапла каларĕ: «Ĕнесене эпир экзотикăшăн мар, тупăш илес тесе усратпăр». Сĕт сутнипе укçа ĕçлесе илме пулать. Хушма хуçалăха аталантарассинчи чылай тĕп ыйтăва татса парассипе халĕ ĕçлетпĕр.Çакăншăн сире, Олег Алексеевич, тав тăватпăр».

Чăваш Енри промышленноç аталанăвĕн ÿсĕм çăлкуçĕ тирпейлекен промышленноç пулса тăрать пулсан, сĕт сферинче — хушма хуçалăхсем. Республикăри сĕтĕн кашни иккĕмĕш литрне шăпах вĕсенче туса илнĕ. Халĕ Чăваш Ен çак продукципе хăйне туллин тивĕçтерет кăна мар, ăна ытти региона та ăсатать. Ку вара пуçламăшĕ кăна-ха. Программăпа килĕшÿл-лĕн тепĕр 10 çултан Чăваш Енре сĕт суса илесси 55 процент чухлĕ ÿсмелле. Ÿсĕмĕн тĕп вăйĕсем, паллах, агропромышленноç комплексĕсемпе ял хуçалăх кооперати-вĕсем пулса тăрĕç, тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Коминтерн ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ пеккисем. Унта «Россельхозбанкăн» инвестици кредичĕ пулăшнипе нумаях пулмасть сĕт туса илмелли иккĕмĕш линине хута ячĕç. Çапах та хресчен хушма хуçалăхĕсене те шутран кăларса пăрахмалла мар. Кунтан та ытларах, Чăваш Ен правительстви пулăшнипе вĕсен пĕлтерĕшĕ ÿссе пырĕ кăна.   Олег Николаев ĕнесемшĕн субсиди  парасси çинчен тунă йышăну пирки Улатăр районĕнчи Первомайски поселокĕнче пурăнакан Андрей Шумилов акă мĕнле  калать:

— Çак йышăну питĕ вырăнлă пулни каламасăрах паллă. Эпир, ял çыннисем, хамăрăн ыйтусене татса парассинче пĕччен маррине пĕрремĕш хут туйса илтĕмĕр. Манăн хуçалăхра, тĕслĕхрен, сумалли ĕне улттă. Вĕсене тытса тăма эпĕ пĕтĕмпе 25 пин те 800 тенкĕ илтĕм те ĕнтĕ. Ку — питĕ кирлĕ пулăшу! Çак укçа-тенкĕпе эпир ĕнесем валли утă, тырă тата сĕрмелли-çунтармалли материалсем туянатпăр. Мана çак проектра мĕн килĕшет-ха; Вăл çынсене ахальтен укçа пани мар, проект ялсемпе саласенче ĕне шутне ÿстерме пулăшĕ. Хресченĕн хуçалăхра сумалли пĕр ĕне пулсан вăл 2300 тенкĕ илет, икĕ ĕне пулсан — тепĕр пĕр пин тенкĕ нумайрах, пирĕн пек виççĕ е ытларах пулсан — 4300-шер тенкĕ. Ĕне шучĕ мĕн чухлĕ ытларах — субсиди çавăн чухлĕ пысăкрах. Ку — проектăн куçа курăнакан пайĕ кăна. Иккĕмĕш сийĕ те пур, мана вăл пысăкрах пĕлтерĕшлĕ пек те туйăнать.

Мĕнле пулса тухать-ха; Ытларах укçа илес тесе хресчен ĕне шутне ÿстерме тăрăшать, апла пулсан ăна ĕçлекен те нумайрах кирлĕ. Пулăшакансене ăçтан тупмалла; Çемьере кăна, ачасен йышĕнчен. Апла пулсан аслисен те, çамрăксен те ялта юлас туртăм пулĕ. Пирĕн, сăмахран, тăватă ача ÿсет. Вĕсенчен хăшĕ те пулин пирĕнпе юласса питĕ шанатăп. Çамрăксем мĕншĕн хулана тухса каяççĕ-ха; Мĕншĕн тесен ялта аталанмалли майсене курмаççĕ. Субсиди тăтăшах параççĕ пулсан вара хушма хуçалăха аталантарса пыма хавхалантаракан сăлтав та пулать. Çак хавхалантару сăлтавĕ сĕт хакĕ пĕчĕк пулмасан тата та ытларах пулĕ. Вĕсем вара мăшкăлпа тан!

Сăмахран, эпир паян 1 литр сĕте 15 тенкĕпе сутатпăр. Ку ниме юрăхсăр.               Лавккара ĕçмелли ахаль шыв та унран пĕрре çурă-икĕ хут хаклăрах тăрать.

Чăнах та, Андрей Шумилов питĕ çивĕч ыйту хускатрĕ. Программăн Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ пирки калакан пайне сÿтсе явнă                      чухне ун пирки те калаçрĕç. Тĕслĕхрен, Сергей Артамоновах сĕте туянакан                     хаксемпе сеть лавккисенчи сĕт хакĕ хушшинче питĕ пысăк уйрăмлăх пуррине каларĕ. Çапла хресчен паян пĕр литр сĕте 14—15 тенкĕпе сутать пулсан, сеть лавккисенче пĕр литр сĕт 59 тенкĕ таран тăрать.

«Сĕт пухни — йышăну пункчĕсенче малтанласа тирпейлени — сĕт завочĕсенчи производство — лавккари суту-илÿ» сыпăксене тишкерсен хака ÿстерессин пысăк пайĕ шăпах суту-илÿ сечĕсенче, уйрăмах федераци шайĕнчисенче, пулса иртет: «Пятерочкăра», «Магнитра», «Перекрестокра». Пысăк ÿстернĕ хак вара сĕт çине кăна мар, чăваш производителĕсем туса кăларакан ытти продукци çине те пур. Çапла «Чебоксарский мясокомбинат» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕн Марат Якушевăн сăмахĕ тăрăх, сеть лавккисенче аш-какай продукцийĕн ÿстернĕ                      хакĕ тепĕр чухне 90 процент таран та пулать.

«Паян, июнĕн 17-мĕшĕнче, эпир ятарласах суту-илÿ сечĕсенчен пĕрин лавккисене тĕрĕслерĕмĕр, — пĕлтерчĕ вăл. — Çапла пирĕн кăлпасси продукцин ÿстернĕ хакĕ 75 процент таран пулнине куртă-          мăр».

«Букет Чувашии» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Дмитрий Круглов та ритейлерсем енчен дискриминаци пуррине çăхавласа палăртрĕ. «Пятерочкăра», — пĕлтерчĕ вăл Экономикăн аслă канашĕн ларăвĕнче, — кантăк кĕленчери сăран 36 тĕслĕ ятĕнчен тăваттăшĕ кăна «Букет Чувашии» тесе çырнисем. Пирĕн ПЭТ-кĕленчери сăра çине 75 процент таран хушса хак тăвакан, «Пшеничное» сăра çине 60 процент таран хушса хак тăвакан суту-илÿ сечĕсем пур. Çав вăхăтрах суту-илÿ се-чĕсен нимĕнле тăкак та çук: продукцине хамăр леçсе паратпăр, пушă савăтсене каялла хамăр тиесе каятпăр».

Кун пек тенденци мĕншĕн çирĕпленнине пурте ăнланаççĕ пулĕ. Чăваш Енре пĕр вунă çул каялла, пĕтĕм Раççейри пекех, çĕршыври чи пысăк ритейлерсем хăйсен лавккисен сечĕсене уçрĕç. Вĕсем регионсенчи компанисене рынокран тĕксе кăларса ячĕç. Çапла Чăваш Енре конкуренцие чăтаймасăр, чи ансат шутлав тăрăх, 500 яхăн уйрăм лавкка, вăл шутра «Сахарокăн» сечĕ те хупăнчĕç. Малтанласа сеть лавккисенчи чылай тавар хакĕсем, уйрăм суту-илÿ точкисенчипе танлаштарсан, йÿнĕрех пулнине курсан çынсем хĕпĕртерĕç. Анчах та рынокра тĕп вырăн йышăнма тытăннă ритейлерсем хăйсем мĕн тăвасшăн çавна тутарма тытăнчĕç. Тĕслĕхрен, Чăваш Енри хăш-пĕр фермерсенчен сете кĕме ритейлерсем 5 миллион тенкĕ таран тÿлев хывма ыйтаççĕ-мĕн. Паллах кун пек укçа кашни производителĕн çук.

Çакăн пек хаксене ÿстерме, тен,                    ритейлерсен те сăлтавĕсем пур пулĕ. Апла пулсан киосксемпе  пысăках мар лавккасенче чăваш тата кÿршĕ регионсенчи ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансен продукцийĕ сеть лавккисенчинчен 20—25 процент чухлĕ йÿнĕрех сутăннине мĕнпе ăнлантармалла-ха; Çапла                         Комсомольскинчи сĕт заводĕнче кăларнă 3,2 процент çу шайĕллĕ 1 литр сĕте 41               тенкĕпе сутаççĕ, «Ядринмолоко» е                        «АккондАгро» кăларнисен 900 грамлă пĕр хутаçне  сеть лавккисенче — 52 — 54 тенкĕпе.

Паллах, регион влаçĕсен пысăк ритейлерсен хак политики çине витĕм кÿмелли майсем сахал. Мĕн тумалла-ха вара;

Ку ыйту  çине Олег Николаев çирĕп хурав пачĕ: «Пĕрлехи суту-илÿ сечĕ туса хумалла та чăваш ял хуçалăх таварне туса кăларакансен продукцине пĕрлештерсе сутмалла. Ял çыннисем продукцие тивĕçлĕ хакпа сутма пултарччăр. Тата вĕсене продукцин малтанхи тирпейлевĕн предприятийĕсене уçма пулăшас тесен коопераци çыхăнăвĕсене йĕркелемелле. Эпир малашне те пирĕн аграрисене тата хушма хуçалăх тытакансене тĕрлĕ енлĕ пулăшса пырăпăр, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтри агропромышленноç комплексĕ вăл Чăваш Ен экономикин аталанăвĕн тĕп çăлкуçĕ кăна мар, вăл чăваш ялне тата хресчен йăли-йĕркисене сыхласа хăварассин шантарăвĕ».

 

А.КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *