Ял хуçалăх ĕçне чунтан парăннă

Ял хуçалăх ĕçне чунтан парăннă
Вĕçсĕр-хĕрсĕр сарăлса, сарă тинĕс евĕр хумлăн-хумлăн кашласа ларакан тырă уйĕсем, пулса çитнĕ пĕрчĕсен йывăрăшне чăтаймасăр усăнса тăракан пучахсем, «сарă ылтăнпа» туп-тулли тулнă пÿлмесем… Çак ÿкерчĕксем унăн чĕрине яланлăхах кĕрсе вырнаçнă, хĕллехи çил-тăманлă каçсенче те вĕсем ун чунне ăшăтса тăраççĕ. Сăмахăм паян 24 çул «Труд» ЯХПК председателĕнче вăй хунă Василий Николаев çинчен. Çичĕ теçетке çула çывхарса пыракан-скер, паянхи кун та ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçĕпе интересленсех тăрать, ял хуçалăхĕ уншăн темрен те çывăх. Василий Тукай ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, кăштахран вĕсем амăшĕпе Аслă Чурачăка куçнă. Çăкăр мĕн тути каланине, ăна ĕçлесе илес тесен чылай тар тăкмаллине пĕчĕкрен пĕлсе ÿснĕ вăл.
— Ача чухне питĕ велосипедпа ярăнас килетчĕ. Анчах та аннен ăна туянса пама май килмен. Çавăнпа та çуллахи вăхăтра кĕтÿ кĕтме кайрăм, велосипед туянма укçа ĕçлесе илтĕмех, — аса илет ачалăхне Василий Петрович.
3 çул кĕтÿре çÿренĕ арçын ача. Çав укçана çурт туяннă çĕре янă. Амăшĕшĕн мĕн тери пысăк пулăшу, мĕн тери пысăк савăнăç пулнă ку — ывăлĕ çитĕнсе те çитмен, апла пулин те хăйне мăн çын пек тытма, укçа-тенке çемье çине тăкаклама пĕлет-çке-ха.
Шкул пĕтернĕ хыççăн каччăн çулĕ Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумнелле выртнă. Çамрăк специалиста Пермь облаçне лесничире ĕçлеме янă. Шăпах унтан ăна çара чĕнсе илнĕ, вăл Свердловск хулине лекнĕ. Салтак аттине хывнă хыççăн Василий Николаев пĕр хушă Сиккассинчи вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă.
— Пĕррехинче парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ мана хамăр рай- она ĕçлеме йыхравларĕ. Вăрман хуçалăхĕн директорĕ ярасшăн та марччĕ. Апла пулин те, эпĕ тăван района таврăнса кунта ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçлеме шут тытрăм. Сиккассинче мăшăрăм валли ĕç вырăнĕ çукки те çак йышăнăва тума пулăшрĕ пуль, — пĕлтерет В.П.Николаев.
Ĕçчен çын пур çĕрте те хăйне валли ĕç тупать, шăпа ăна таçта илсе çитерсен те çын хушшинче ырă ята, хисепе тивĕ-çет. Василий Петрович та çĕнĕ çĕрте тÿрех хăйĕн вырăнне тупнă темелле. 11 çул вăл «Заветы Ильича» колхоз председателĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă, хăйне шанса панă тивĕçсене туллин пурнăçласа пынă. Çавăнпах та пулĕ колхоз председателĕ И.И.Чернов тивĕçлĕ канăва кайма пуçтарăнсан хăйĕн вырăнне Василий Петровича лартма сĕннĕ.
Халăх хăйне пысăк яваплăхлă ĕçе шанса панине тÿрре кăларас тесе В.Николаев çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ, хуçалăха малалла аталантарас, ырă улшăнусем тăвас, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас тесе ырми-канми тăрăшнă. Вăл хуçалăх тилхепине тытса пыма пуçланăранпа колхозра сулмаклă, курăмлă ĕçсем чылай туса ирттернĕ. Сăмахран, фермăра çĕнĕ объектсем пĕрин хыççăн тепри «ÿсе-ÿсе ларнă», техника паркĕнчи, ферма таврашĕнчи, йĕтемри çулсене асфальтпа сарнă, çĕнĕ клуб, шкул хăпартнă, плотинăсем пĕвеленĕ… Аслă Чурачăкпа Чĕчкен ялĕсенче районта чи малтан «сенкер çулăм» çунма пуçланă. Василий Петрович пуçарса янипех Аслă Чурачăкра чиркÿ туса лартнă. Туса ирттернĕ ĕçсем чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кура хуçалăха районтан, республикăран пуçлăхсем час-часах килсе çÿренĕ, кунти опытпа паллашнă, ăна пысăка хурса хакласа ыттисене тĕслĕх илме сĕннĕ.
Паллах, председатель пĕр ĕçе те пĕччен çеç туса ирттереймест. Хуçалăхăн вăйĕ — килĕштерсе пĕрле ĕçленинче, тĕллевсем патне пĕрле ăнтăлнинче.
— «Труд» ЯХПКра вăй хуракан халăх яланах питĕ ĕçчен те тăрăшуллă пулнă. Кунта тутарĕ те, чăвашĕ те килĕштерсе пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. Çавна пулах ĕнтĕ уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлесе пыма, пуян тухăç илме, ытти ĕçре те малтисен йышĕнче ĕлкĕрсе пыма май килнĕ. Ĕçлекенсене эпир яланах укçа-тенкĕпе те, утă-улăмпа та, тырă-пулăпа та хавхалантарма тăрăшнă. Унсăр пуçне хуçалăх шучĕпе санаторисене канма янă. Çавăнпах ĕнтĕ халăхăн ĕçлес кăмăлĕ яланах пысăк пулнă, — пĕлтерет Василий Петрович.
Ĕнерхи председатель паянхи кун тивĕçлĕ канура пулсан та лара-тăра пĕлмест. Вăл районти агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзне ертсе пырать. Ветерансем час-часах тĕрлĕ мероприятие пуçтарăнаççĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ, хуçалăхсенче ĕçсем мĕнле пынипе паллашаççĕ, ертÿçĕсене сĕнÿ-канаш параççĕ.
— Паянхи кун ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен çĕнĕлле ĕçлеме пур май та пур. Халĕ ĕçлекен алăсем нумай та кирлĕ мар, чылай ĕçе автоматизациленĕ, çĕнĕ технологисем çĕр ĕçченĕн пурнăçне чылай çăмăллатаççĕ. Паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерсе ĕçлесен районти хуçалăхсен пуласлăхĕ пулатех, — уçать шухăшне ĕмĕрне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă В.П.Николаев.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *