Четверг, 25 апреля

Аграрисен хĕрÿ вăхăт – вырма

Аграрисен хĕрÿ вăхăт – вырма

Вырма вăхăчĕ çитсессĕн çĕр ĕçченĕн пĕр канăç та çук — çитĕнтернĕ тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртес тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшмалла. Уяр çанталăкпа усă курса «сарă ылтăна» пÿлмесене вăхăтра кĕртсе хуни темрен те хаклă.

«Труд» ЯХПК хирĕсенче ĕç кал-кал пырать, комбайнсен шавĕ таçтанах илтĕнет. «120 гектар çинче кĕрхи тулă çитĕн-тертĕмĕр. Çак кунсенче ăна çапса пĕтертĕмĕр. Тухăç кашни гектартан 25 центнерпа танлашрĕ. Халĕ комбайнсем урпа хирĕ çинче ĕçлеççĕ. Çак культура пирĕн пурĕ 170 гектар йышăнать», — паллаштарчĕ лару-тăрупа Геннадий Кузьмин агроном. Минрамиль Алимовпа Дмитрий Шуряшкин комбайнерсем вырма вăхăтĕнче «хир карапĕсенчен» анмаççĕ те темелле. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче кашни минут хаклă. Решит Гибатдинов, Сергей Наумов тата Алексей Трофимов тырра йĕтем çине турттараççĕ.

Йĕтем çинче ĕçлекенсен те канса ларма вăхăт çук. Кунта Надежда Наумова, Надежда Флегентова, Галина Шикарева, Людмила Шуряшкина çанă тавăрса вăй хураççĕ. Эльмир Гафуров сортировкăпа ĕçлет. Йĕтем заведующийĕ Наиле Гимранова пур ĕçе те пĕлсе йĕркелесе пырать.

Çуллахи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕр-лесси çинчен те манма çук. Çавăнпа та «Труд» ЯХПКра ку ĕçе тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Минрешит Тимергалеев утта хускатса пырать, преслать, Алексей Николаев пресланă утта тиет. Кашниех хăйсене шанса панă тивĕçсене тăрăшса пурнăçланине кура ĕнтĕ ĕç кал-кал пырать.

«Луч» ЯХПКн урпа хирĕнче те ком-  байнсем пĕрин хыççăн тепри кĕрлесе иртеççĕ. Урпана хальлĕхе 200 ытла гектар çапнă. Комбайнсем çинче Анатолий Егоров, Виталий Шорников тата Виктор Сидоров вăй хураççĕ. Валерий Красновпа Сергей Кадыков тырра йĕтеме турттараççĕ.

Йĕтем çинче ĕçченсен икĕ ушкăнĕ тăрăшать. Пĕрремĕш ушкăнра Елена Земскова, Ирина Наумова, Ольга Трофимова, Галина Иванова, Владимир Фомин тата Сергей Крылов ĕçлеççĕ. Тепĕр ушкăнра Галина Петрова, Надежда Леонтьева, Нина Козлова, Нина Анисимова, Светлана Грачева, Сергей Александров тата    Анатолий Борисов кĕрхи тулла тасатса тирпейлеççĕ. Александр Филиппов  машинипе йĕтем çинчи тырра кирлĕ      çĕре турттарать. Мария Земскова хиртен кĕрекен тырра виçсе тăрать. 

— Хальлĕхе, пĕтĕмĕшле илсен, вăтам тухăç кашни гектартан 30 центнертан кая мар. Кăçал çанталăк типĕ тăни пире ура хучĕ тесен те тĕрĕс пулать. Çумăр çуманнине кура калчасем лайăх ÿсеймерĕç, çĕрулми те паянхи куна илес пулсан питĕ вĕтĕ. Апла пулин те, эпир пуç усмастпăр. Хирсенче мĕн çитĕннине вăхăтра пуçтарса кĕртни паха, — пăшăрханса калаçрĕ «Луч» ЯХПК ертÿçи Анатолий Семенов.                      

Вырмара вырмасан çăкăр çиеймĕн, теççĕ халăхра. Çакна асра тытса пикенсех уйра тар тăкаççĕ районти хуçалăхсен ĕçченĕсем. Вырма ĕçне пĕлни, техника юсавлă пулни тыр-пула вăхăтлă та çухатусăр пухса кĕртме май парасса шанаççĕ вĕсем.  

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *