Хирсенче ӗҫсем хутшӑнсах пырӗҫ

— Ыран нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳрелеме тухатпӑр, — тенӗччӗ «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н.Бахтеров апрелӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ техосмотр вӑхӑтӗнче. Кунта тракторсене те, кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене те ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем ирттерме хатӗрлесе ҫитернӗ.

Асӑннӑ хуҫалӑх — округра пур енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыраканнисенчен пӗри. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн кӑтартӑвӗсемпе те палӑрса тӑраҫҫӗ, уй-хиртен те тухӑҫлӑ продукци туса илеҫҫӗ. Ҫӗрӗсем вара тикӗс мар, ҫырма-ҫатраллӑ вырӑнсенче. «Кӗр тыррисене 6—7 тӗлте вырнаҫнӑ пӗчӗк лаптӑксене  акрӑмӑр», — тесе каланӑччӗ вӑл иртнӗ ҫул. Кунсӑр пуҫне, кооператив территорийӗнчен М-12 аслӑ ҫул иртсе каять. Хуҫалӑхӑн кӑҫалхи ҫуракинче ӗҫлемелли хирӗсен 70 проценчӗ ҫак ҫулӑн тепӗр енче вырнаҫнӑ. Унта ҫитес тесен техникӑн ҫавра ҫулпа кайма тивет. Ҫавӑнпа та ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем те ытларах тӑккаланаҫҫӗ, агрегатсене кирлӗ вырӑна илсе ҫитерме вӑхӑт та нумай иртет.

Техосмотра тӑратнӑ 10 тракторпа 10 прицеп тӗрӗслев витӗр яланхи пекех, ӑнӑҫлӑ тухрӗҫ. Кунта машинӑпа трактор паркне ҫӗнетсех пыраҫҫӗ, мӗн пуррине те кирлӗ шайра тытса тӑраҫҫӗ. Кӑҫал ҫеҫ 3 миллион тенкӗлӗх техника туяннӑ. Пӗлтӗр вара 30 миллион тенкӗлӗх илсе килнӗ. Кооператив хӑйӗн укҫи-тенкине те ярать, патшалӑх пулӑшӑвӗпе те анлӑн усӑ курать. Техникӑпа опытлӑ механизаторсем тӑрӑшаҫҫӗ. Минераллӑ удобренисем те, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем те хатӗр. Вӑрлӑхсем пахалӑхлӑ, вӗсене имҫамласа акма палӑртаҫҫӗ.

Техника тӗрӗслевӗ хыҫҫӑнхи канашлура Александр Николаевич механизаторсемпе ҫуракинчи ӗҫ условийӗсемпе тӳлевӗсем пирки калаҫу йӗркелерӗ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ. Хуҫалӑх правленийӗ ӗҫлекенсене хавхалантарсах пырать. Иртнӗ ҫул  пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 13-мӗш ӗҫ укҫи те панӑ. Ҫуракинче те пахалӑхлӑ  вӑй хуракансене тивӗҫлипе хаклӗҫ. Ҫавӑн пекех ака-суха тапхӑрӗнчи ӗҫ сыхлавӗн тата  хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ С.Н.Кокарев ӗҫ вӑхӑтӗнчи яваплӑх пирки каларӗ, республикӑра техникӑпа усӑ курнӑ чухне ансат йӗркесене пӑхӑнманнине пула сиксе тухнӑ инкек-синкек сӑлтавӗсене уҫса пачӗ, тӗслӗхсем илсе кӑтартрӗ. Округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Р.М.Шарафутдинов механизаторсене ҫуракинче пурнӑҫлама палӑртнӑ ӗҫсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ туса ирттерме ӑнӑҫусем сунчӗ.

Ҫанталӑк кунран-кун ӑшӑтсах пырать. «Асаново» ЯХПК хирӗсенче те ӗҫсем ҫывӑх кунсенче  татах та хутшӑнса пырӗҫ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *