Уй-хирте

Уй-хирте

Августăн 17-мĕшĕ тĕлне районти   ЯХПКсем, колхозсем тата хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсем пурĕ 5815 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ.

«Луч» ЯХПКра çак ĕçĕн 71,8 процентне, Атласкинăн фермер хуçалăхĕнче — 70,2 процентне, «Слава картофелю» агрофирмăра — 63,2 процентне, Самаринăн фермер хуçалăхĕнче — 59 процентне, Шарафутдиновăн фермер хуçалăхĕнче — 58,8 процентне пурнăçланă. Пурĕ 18727,4 тонна тыр-пул пÿлмесене кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 32,2 центнерпа танлашнă. 

Выльăх апачĕ хатĕрлесси çинчен калас пулсан, районти хуçалăхсем пурĕ 9936 тонна утă, 18902 тонна сенаж, 3125 тонна силос хатĕрленĕ. Çавăн пекех кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлесси малалла пырать. Пурĕ 2545 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă.

К.ГИМАЛЬДИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *