Тăрăшса ĕçлекен çăкăр çиет

Тăрăшса ĕçлекен çăкăр çиет

Çулталăкăн кашни вăхăчĕн  хăйне евĕрлĕ илем — çуркунне çеçкепе те парка симĕс калчапа, çулла  улма-çырлапа тата пиçсе  тулнă  ылтăн пучахпа, кĕркунне сухаласа хуратнă пушă анасемпе, хĕлле  шур юрлă хирсемпе. Вăхăчĕ вара калама çук хăвăрт чупать. Тин çеç  уйсенче ака шавĕ кĕрлерĕ. Паянхи кун сарă тырă пуссисенче комбайнсем мăнаçлăн кĕрлесе шăваççĕ, ылтăн тухăçа тултарнă машинăсем йĕтем çине васкаççĕ.

Районпа илсен августăн 13-мĕшĕ тĕлне 5780  гектар тĕш-тырă вырнă, 18451,4 тонна çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан —31,9  центнер.

Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Кияметдин Гимальдинов «Урожай» колхозра тата  «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче пулчĕ, вырма ĕçĕсем мĕнлерех пурнăçланнипе паллашрĕ.

«Урожай» колхоз ертÿçи А.Н.Ершов пире техника шавĕпе кĕрлесе тăракан кĕрхи тулă ани çинче кĕтсе илчĕ. Вырма ĕçĕсем çураçуллă та кал-кал пынине палăртса хăвармалла. Ĕçленине кура шалу илекен ĕçченсен тăрăшулăхĕ куçкĕрет. Хуçалăх ертÿçи пушар хăрушсăрлăх мерисен  пĕлтерĕшне  шута хурса комбайнсем тăрăшакан  хирте шыв пичкиллĕ машинăна сыхă тăратать. «Урожай» хуçалăхра  кĕрхи туллăн пысăк тухăçпа палăрнă  «Московская 56» тата «Безенчукская 380» сорчĕсене кăмăллаççĕ.

Культурăсен пирĕн регионта лайăх тухăç паракан сорчĕсен вăрлăхне акни, çитĕнтерме тăпрана тутлăхлă элементсем çителĕклĕ хывни, анасем çинче  çумкурăк алхастарманни тухăçлăха самаях ÿстерет.

«Хальхи саманара тупăша пуçтарса пÿлмене тултарнипе  çеç мар, ăна вырнаçтарассине кирлĕ пек  йĕркелесе ытларах услам илме хăнăхмалла.  Ĕçе    чунпа парăнса,  пĕтĕмпех пуçпа шутласа ĕçлемелле. Çĕр чăн-чăн хуçа аллине, хăйне  пăхнине  юратать», —  тет Алексей  Никифорович.

«Урожай» хуçалăх ĕçченĕсем августăн 13-мĕшĕ тĕлне 500 гектартан 1792 тонна кĕрхи тулă çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 35, 8 центнер.

«Победа» хуçалăхра та вырма ĕçĕсем вĕресе тăраççĕ. Комбайнсем хире ирпе-ирех тухса сывлăм  ÿкичченех ĕçлеççĕ. Механизаторсем   сменăпа улшăнса ĕçлесе техникăпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Йĕтем çинче ултшар çынран тăракан икĕ бригада тырра алласа ĕлкĕртсе тăрать.

«Победа» хуçалăхра августăн 13-мĕшĕ тĕлне  230 гектар тĕш-тырă лаптăкĕсене  вырнă. Çав шутран  80 гектар çинчи кĕрхи тулла, 150 гекатр çинчи урпана çапса тĕшĕленĕ, пурĕ 600 тонна тухăç илнĕ.

Ял ĕçченĕсем тупăша кăлтăксене вăхăтра асăрхаса тÿрлетсе   тăкаксемсĕр пухса кĕртме шантараççĕ.

С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *