Публикации

Çÿп-çап валли ятарлă вырăнсем

Тĕрлĕ ялсенче пурăнакансем асăрхарĕç ĕнтĕ: юлашки вăхăтра унта та кунта çÿп-çап контейнерĕсем валли ятарлă площадкăсем ăсталаса лартрĕç. Виçĕ енчен тимĕр картапа хупланăскерсем çÿп-çапа çил сапаласран, выльăхсем кĕрсе салатасран хÿтĕлеççĕ. Ку ĕçсем "Экологи" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ. Район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ Александр Краснов пĕлтернĕ тăрăх, район территорийĕнче пурĕ 254 çÿп-çап площадки туса лартнă. Вĕсем кашни ялтах пур. Ятарлă площадкăсене çÿп-çап турттаракан машинăсене кĕрсе тухма меллĕ вырăнсене, санитари правилисене пăхăнса ăсталаса лартнă. Паянхи кун тĕлне рай-она 312 çĕнĕ евроконтейнер турттарса килнĕ. Сентябрь уйăхĕ вĕçлениччен тата 189 çÿп-çап контейнерĕ района çитмелле. Çĕнĕ контейнерсене
Кивĕ пальтосене ăçта хумалла?

Кивĕ пальтосене ăçта хумалла?

Нумаях пулмасть пирĕн пата çыру килчĕ. Акă мĕн пăшăрхантарать районти пĕр ялта пурăнакан çыру авторне: "Эпĕ çÿп-çап пирки çыратăп-ха. Контейнерсене мĕн кăна пăрахмаççĕ-ши? Курăксене, картиш шăлса пуçтарнă çÿп-çапа, панулмине, кивĕ çĕрулмине — йăлтах унта тултараççĕ. Нивушлĕ çаксене навус купи çине пăрахмалла мар; Вĕсем çĕреççĕ те навус пулаççĕ. Мĕншĕн ытла та пĕр-пĕрне хисеплеместпĕр; Кашни килтех кивелнĕ, пĕчĕкленнĕ пальтосем пур. Вĕсене çунтарма çук вĕт-ха, ăçта хумалла-ши? Тата пушă эрех кĕленчисене магазинсем пуçтармаççĕ, вĕсене ăçта пăрахмалла;" Çырăва "Экоцентр" МВКн районти представителĕ Ю.Г.Ананьева хуравлать: — Кивĕ çĕрулми, панулми, картишĕнче пуçтарăнакан çÿп-çап тата ытти те йăлари хытă каяш шутне кĕмеççĕ. Вĕсене çырура палăртнă пекех навус купи çине пăрахмалла е компост шă

Çĕнĕ тортуар пулать

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ шкула кайма тротуар çукки пирки питĕ пăшăрханса калаçатчĕç. Халăх шухăш-кăмăлне шута илсе нумаях пулмасть Çĕнтерĕве 40 çул урамĕнче çĕнĕ тротуар тума пикенчĕç. Çакна валли республика бюджетĕнчен укçа уйăрнă. Ĕçсене "Стройкомфорт" ООО пурнăçлать. Тротуарăн сарлакăшĕ — 1 метр ытла, тăршшĕ 500 метр ытла пулĕ. Ун тăрăх ачасем пĕр чăрмавсăрах шкулалла утма пултарĕç. Халĕ объектра хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. /Хамăр инф./.  
Росреестр разъясняет…

Росреестр разъясняет…

Какие дальнейшие действия по снятию обременения с квартиры, если ипотека погашена. Как заменить старое бумажное свидетельство о регистрации собственности на новое — без отметки об обременении /ипотеки/. Объект недвижимости будет признан свободным от обременений после того, как в Единый государственный реестр недвижимости /ЕГРН/ будет внесена соответствующая запись. Погашение в ЕГРН регистрационной записи носит заявительный характер. Для этого обязательно требуется заявление залогодержателя /лица, в пользу которого зарегистрирован залог — банк, продавец/. Если по ипотечному кредиту выдавалась закладная на квартиру, запись об ипотеке может быть погашена по заявлению самого собственника квартиры /залогодателя/ с одновременным представлением закладной. При этом закладная должна содержать от
Объявлен набор кандидатов в состав общественного совета

Объявлен набор кандидатов в состав общественного совета

МО МВД России "Комсомольский" с 6 по 20 сентября 2019 года включительно принимает поступившие на рассмотрение заявления от граждан, общественных объединений и организаций по кандидатурам для включения в состав общественного совета при МО МВД России "Комсомольский». Общественный совет формируется на основе добровольного участия в его деятельности граждан, членов общественных объединений и организаций. Заявления направляются по почтовому адресу: 429140, Комсомольский район, с.Комсомольское, ул.Ленина, д.2, либо по электронной почте komsml_rovd@mail.ru, с полным указанием фамилии, имени, отчества, даты рождения, места регистрации и фактического проживания, места работы ?учебы/ и контактных телефонов. К заявлению необходимо приложить заполненный бланк согласия на обработку персональных данных
Внимание! Новая схема телефонного мошенничества!

Внимание! Новая схема телефонного мошенничества!

Управление Министерства юстиции Российской Федерации по Чувашской Республике сообщает о возможных случаях телефонного мошенничества на территории Российской Федерации. В настоящее время, когда широко используются мобильные телефоны и личный номер может быть у всех, от десятилетнего ребенка до столетнего пенсионера, случаи телефонного мошенничества растут с каждым годом. Управление напоминает, что чаще всего в сети телефонных мошенников попадаются пожилые или доверчивые люди. При этом каждый человек может стать жертвой мошенничества, если не будет следовать простым правилам безопасности. Начиная с февраля 2016 года, в Министерство юстиции Российской Федерации поступило более 3000 заявлений граждан из различных субъектов Российской Федерации с просьбой предоставить бесплатного адвоката дл
Кĕр парнесемпе пуян

Кĕр парнесемпе пуян

Сентябрĕн 7-мĕшĕнчен республикăри хуласенче ял хуçалăх продукцине сутас енĕпе "Кĕр парнисем — 2019" уйăхлăх пуçланнă. Ун вăхăтĕнче ял хуçалăх продукцине туса илекенсене, çав шутра фермерсемпе килти хушма хуçалăхра пахча çимĕç çитĕнтерекенсене, ятарлă площадкăсенче тÿлевсĕр сутă вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ. Ярмăрккасем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче иртеççĕ. Уйăхлăх октябрĕн 6-мĕшĕччен пулать. Шупашкарта инвалидсемпе ватă çынсем туяннă ял хуçалăх продукцине килĕсенех илсе çитерессине йĕркелеме планлаççĕ. Волонтерсем тавара тиеме тата пушатма пулăшĕç. ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерстви ял хуçалăх продукцине туса илекенсене, çав шутра хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче пуян тухăç туса илнĕ çынсене "Кĕр парнисем — 2019" ярмăрккана хутшăнма й
Вырăнти депутатсене суйланă

Вырăнти депутатсене суйланă

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче, Пĕрлехи сасăлав кунĕнче, районта депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен хушма суйлавĕ иртрĕ. Александровка, Кайнлăк, Комсомольски тата Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕсенче пурăнакансем çак сасăлава хутшăнчĕç. Суйлавçăсен списокне кĕртнĕ ял çыннисенчен 89,6 проценчĕ суйлав вырăнне çитсе вăл е ку кандидатшăн сасăларĕç. Суйлавăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Александровка ял тăрăхĕнче — Зоя Алексеевна Ишмуратовашăн /"Единая Россия" парти/, Кайнлăк ял тăрăхĕнче — Инга Исаковна Афанасьевашăн /"Единая Россия" парти/, Комсомольски ял тăрăхĕнче — Маргарита Анатольевна Индюковашăн /"Единая Россия" парти/, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче Надежда Кузьминична Кашинашăн /"Единая Россия" парти/ ытларах сасă панă. Н.РОЗОВА.  

Йывăç — турачĕпе, этем çемйипе çирĕп

"Çемье ăшши — чун ăшши", — тенĕ ватăсем. Кил-йышра ăнланупа килĕшÿ хуçалансан таçта та ĕç ăнать. Çакна Çĕнĕ Каçал ялĕнче пурăнакан Лаврушкинсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Çемье ăшшине упракансем — Нина Васильевнăпа Петр Алексеевич. Пĕлтĕр ылтăн туя паллă тунăскерсем хăйсен чун ăшшине 5 ачипе 6 мăнукне тата вĕсен мăшăрĕсене, çавăн пекех мăнукĕсен ачисене парнелеççĕ. Лаврушкинсен çемйине ялта ĕçченлĕхĕшĕн, тараватлăхĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ. 51-мĕш çул пĕрле килĕштерсе те пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан мăшăр — çамрăксемшĕн чăнласах та ырă тĕслĕх. Вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех ĕçленĕ, ачисене ÿстернĕ. Пĕтĕмлетсе каласан — ваттисен халалне туллин пурнăçланă. Çапах çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха? — Çемьере, паллах, пăшăрханмалли те, савăнмалли те чылай. Ытлашши ырă кăмăллă пулни, çынна хăвна шаннă пек
Капиталлă юсавшăн вăхăтра тÿлемелле

Капиталлă юсавшăн вăхăтра тÿлемелле

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен çурта тĕпрен юсама уйăхсерен укçа-тенкĕ тÿлемелле. Чылайăшĕ: "Мĕншĕн манăн тÿлемелле, пирĕн çурта халĕ юсамаççĕ-çке;" — теççĕ. Анчах кун пек шухăшлани тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен пуçтарăнса пыракан укçапа çуртсене черетпе юсаççĕ. Капиталлă юсавшăн пуçтаракан укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем тавра район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕпе Александр Красновпа калаçрăмăр. — Александр Васильевич, нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕшĕн тÿлемелли укçа çинчен калаçас пулсан, тĕп ыйтусенчен пĕри вăл — çак укçана камăн тата мĕншĕн тÿлемелле? — Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕн 154 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртри кашни харпăрçăн капиталлă юсав валли палăртнă суммăна уйăхсерен тÿл