Четверг, 18 апреля

Кивĕ пальтосене ăçта хумалла?

Кивĕ пальтосене ăçта хумалла?

Нумаях пулмасть пирĕн пата çыру килчĕ. Акă мĕн пăшăрхантарать районти пĕр ялта пурăнакан çыру авторне:
«Эпĕ çÿп-çап пирки çыратăп-ха. Контейнерсене мĕн кăна пăрахмаççĕ-ши? Курăксене, картиш шăлса пуçтарнă çÿп-çапа, панулмине, кивĕ çĕрулмине — йăлтах унта тултараççĕ. Нивушлĕ çаксене навус купи çине пăрахмалла мар; Вĕсем çĕреççĕ те навус пулаççĕ. Мĕншĕн ытла та пĕр-пĕрне хисеплеместпĕр;
Кашни килтех кивелнĕ, пĕчĕкленнĕ пальтосем пур. Вĕсене çунтарма çук вĕт-ха, ăçта хумалла-ши? Тата пушă эрех кĕленчисене магазинсем пуçтармаççĕ, вĕсене ăçта пăрахмалла;»
Çырăва «Экоцентр» МВКн районти представителĕ Ю.Г.Ананьева хуравлать:
— Кивĕ çĕрулми, панулми, картишĕнче пуçтарăнакан çÿп-çап тата ытти те йăлари хытă каяш шутне кĕмеççĕ. Вĕсене çырура палăртнă пекех навус купи çине пăрахмалла е компост шăтăкĕсене хумалла. Типнĕ курăксене, çĕрулми аврисене те çаплах утилизацилемелле. Вĕсене çунтарма юрамасть. Çакă пушар тухас хăрушлăх кăларса тăратать тата сывлăша та сиенлет.
Кивелнĕ пальтосем çинчен калас пулсан, вĕсене пакетсене тирпейлĕн вырнаçтарса контейнерсене пырса пăрахмалла. Контейнер çумне купаласа хумалла мар.
Эрех кĕленчисем çинчен ыйтнине питĕ вырăнлă тесе шутлатăп. Халĕ, чăнах та, магазинсем кĕленчесене пуçтармаççĕ. Апла пулин те, çывăх вăхăтра эпир çÿп-çапа уйăрса пуçтарасси çине куçасшăн. Эрех-сăра кĕленчисем, пластик савăтсем валли уйрăм контейнерсем пулĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *