Пятница, 26 апреля

Кĕр парнесемпе пуян

Кĕр парнесемпе пуян

Сентябрĕн 7-мĕшĕнчен республикăри хуласенче ял хуçалăх продукцине сутас енĕпе «Кĕр парнисем — 2019» уйăхлăх пуçланнă. Ун вăхăтĕнче ял хуçалăх продукцине туса илекенсене, çав шутра фермерсемпе килти хушма хуçалăхра пахча çимĕç çитĕнтерекенсене, ятарлă площадкăсенче тÿлевсĕр сутă вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ.
Ярмăрккасем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче иртеççĕ. Уйăхлăх октябрĕн 6-мĕшĕччен пулать.
Шупашкарта инвалидсемпе ватă çынсем туяннă ял хуçалăх продукцине килĕсенех илсе çитерессине йĕркелеме планлаççĕ. Волонтерсем тавара тиеме тата пушатма пулăшĕç.
ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерстви ял хуçалăх продукцине туса илекенсене, çав шутра хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче пуян тухăç туса илнĕ çынсене «Кĕр парнисем — 2019» ярмăрккана хутшăнма йыхравлать. Кĕр парнесемпе пуян. Ăнса пулнă тухăçа вара туянас текенсем тупăнаççех.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *