Пятница, 19 апреля

Вырăнти депутатсене суйланă

Вырăнти депутатсене суйланă

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче, Пĕрлехи сасăлав кунĕнче, районта депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен хушма суйлавĕ иртрĕ. Александровка, Кайнлăк, Комсомольски тата Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕсенче пурăнакансем çак сасăлава хутшăнчĕç. Суйлавçăсен списокне кĕртнĕ ял çыннисенчен 89,6 проценчĕ суйлав вырăнне çитсе вăл е ку кандидатшăн сасăларĕç.
Суйлавăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Александровка ял тăрăхĕнче — Зоя Алексеевна Ишмуратовашăн /»Единая Россия» парти/, Кайнлăк ял тăрăхĕнче — Инга Исаковна Афанасьевашăн /»Единая Россия» парти/, Комсомольски ял тăрăхĕнче — Маргарита Анатольевна Индюковашăн /»Единая Россия» парти/, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче Надежда Кузьминична Кашинашăн /»Единая Россия» парти/ ытларах сасă панă.
Н.РОЗОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *