Воскресенье, 19 мая

Публикации

Çĕнĕлле улталаççĕ

Çĕнĕлле улталаççĕ

Право хуралĕн органĕсем ултавçăсене вĕçĕмсĕр тăрă шыв çине кăлараççĕ, киревсĕр ĕçĕсен вăрттăнлăхĕсене уçăмлатаççĕ. Апла пулин те вĕсем çынсене улталамалли çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шухăшласа кăлараççĕ. Çакнашкал преступленисен шутĕнче банк карттисем çинчен укçа вăрласси уйрăмах анлă сарăлнă. Кăçалхи 11 уйăхра çакăн евĕрлĕ 2303 тĕслĕхе шута илнĕ. Ултавçăсем 97 миллион ытла тенкĕлĕх /пĕлтĕрхи çак тапхăрта 56 миллион ытла тенкĕ/ сăтăр тунă. Право хуралĕн органĕсен представителĕсем пĕлтернĕ тăрăх, банк карттисенчен укçа вăрлакансем тĕрлĕ меслетпе "ĕçлеççĕ". Вĕсем банк сотрудникĕ те пулаççĕ, кредит илме те сĕнеççĕ, начар пахалăхлă япалашăн компенсаци те парасшăн, соцсетьсенче те пулăшу ыйтаççĕ… Çак çынсем каланине ĕненекенсем инкеке лекеççĕ те ĕнтĕ, банк карттин номерне, вăрттăн кодсене пĕлте

Кĕлеткене хускатса сывлăха çирĕплетер-и?

Паянхи кун спорт çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Кам утать, чупать, тĕрлĕ вăйăра вылять, тепри бассейнра ишет тата тренажер залне çÿрет. Çакна пурнăçлама çыннăн кăмăл çеç кирлĕ. Сывлăха çирĕплетес тесен вара районта услови çителĕклех. "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплекснех илер-ха. Кунтан нихăçан та çын татăлмасть. Стадионта та каçсерен çын чылай. Çамрăксем çеç мар, ватăрах çулхисем те утаççĕ. Питĕ аван. Иртнĕ шăматкун вара 50, 60 çултан иртнисем валли "Кĕтне" ФСК-ра чăн-чăн спорт уявĕ йĕркелесе пачĕç. Çакна пĕтĕмпех " Фитнес-Star! Долголетие в наших руках" социаллă проектпа килĕшÿллĕн пурнăçларĕç. Асăннă проект федераци шайĕнчи гранта тивĕçнĕ. Проектпа тĕплĕнрех паллаштарас тесе района Чăваш Республикинчи фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина, И.Н.Ульянов ячĕллĕ

Çĕнĕ çул сăнарĕсем парада тухрĕç

Район центрне каçхине тухсан, Çĕнĕ çул çывхарса пынине тÿрех асăрхатăн. Тĕрлĕ предприяти-организаци территорийĕсем, уйрăм çынсен кил умĕсем тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе ялкăшса çеç тăраççĕ. Çак илем Çĕнĕ çул çулталăкри чи асамлă уяв пулнине аса илтерсе кăмăла хăпартлантарать. ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пуçарнипе декабрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен Чăваш Енре "Çĕнĕ çул Республики" çĕнĕ çул марафонĕ иртет. Ăна Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă. Марафон Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче вăй илнĕ. Декабрĕн 13-мĕшĕнче вăл пирĕн района та çитрĕ. Тĕп мероприятисене Комсомольскинчи тĕп сцена çинче тата районти культура çуртĕнче йĕркелерĕç. Чи малтанах Хĕл мучисемпе Юр пикесен парачĕ пулчĕ. Районти 12 ял тăрăхĕнчен
Юнкун – информаци кунĕ

Юнкун – информаци кунĕ

Декабрĕн 18-мĕшĕнче республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн темисем: — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2019 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче алă пуснă «Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен пурăнмалли хутлăхĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» калакан 139-мĕш указ; — 2019 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче йышăннă «Раççей Федерацийĕнчи Ĕç кодексĕнчи ялти хĕрарăмсене çăмăллăхсем паракан пайне улшăнусем кĕртесси çинчен» ФЗ-472-мĕш федераллă саккун; — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2019 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче алă пуснă «Ачасен сывлăхне çирĕплетес тата ÿт-пÿ енчен аталанма пулăшас тĕллевпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» калакан 141-мĕш указ; — 2019 çулта Чăваш Республикинче пурнăçлакан «Культура» наци пр
Мини-футболла выляççĕ

Мини-футболла выляççĕ

Хальхи вăхăтра шкул ачисен вĕренÿ çине питĕ нумай тимлĕх уйăрма тивет. Çавна май вĕсен чупма-выляма, тĕрлĕ хускану тума вăхăчĕ сахал юлать. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе Раççей футбол союзĕ тата Мини-футбол ассоциацийĕ "Мини-футбол — шкула" проект хатĕрленĕ. Вăл çĕршывра футбол вăййине аталантарас программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем çак проектран айккинче тăрса юлас темен. Вĕсем хăйсен командине проектра регистрациленĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн шкул ачисем мини-футболла выляс ăсталăхне аталантараççĕ.  
Пĕрле коррупципе кĕрешер

Пĕрле коррупципе кĕрешер

Коррупци ĕçри должноçпа усă курса саккунсăр тупăш тума хăтланнине, взятка илнине е панине пĕлтерет. Должноçри çынсен коррупцине пула патшалăх пысăк тăкак тÿсет. Унсăр пуçне граждансемпе организацисен прависем пăсăлаççĕ. Коррупципе кĕрешесси паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕтĕм тĕнчипех çирĕплетнĕ. Раççейре те çак пулăмпа кĕрешме чылай ĕç тăваççĕ. Ытларах çак енĕпе прокуратура органĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем должноçри çынсен, патшалăх тата муниципалитет органĕсен ĕçне тĕрĕслесе коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртаççĕ, айăплисене явап тыттараççĕ. Унсăр пуçне прокуратура коррупци енĕпе профилактика ирттересси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Районти учрежденисен тĕрĕслевĕ çакна кăтартса панă: чылай чухне ĕç паракансем хăйсен ĕçченĕсене коррупцие хирĕç кĕрешекен саккунсемпе паллаштармаç
Взятка илсен

Взятка илсен

ЧР Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ коррупцие хирĕç кĕрешесси тата çакăн евĕр преступленисен çулне пÿлесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Чăваш Республикинче 2019 çулхи 9 уйăхра коррупци сĕмĕллĕ 177 /иртнĕ çулхи çак тапхăрта та 177/ уголовлă ĕç пуçарнă. Çав шутран взятка панипе çыхăннă — 90, службăри ултавпа çыхăннă — 21, служба полномочийĕсемпе ÿстерсе усă курнă — 21, служба вырăнĕпе усă курса укçа-тенкĕ хапсăннипе е салатнипе çыхăннă — 19, должноçпа иртĕхсе усă курнă — 8, укçа-тенкĕпе сутăннă 6 ĕç регистрациленĕ. Судсене пурĕ 72 /65/ уголовлă ĕç ярса панă. Коррупци сĕмĕллĕ преступленисене илес пулсан, ку енĕпе кÿнĕ тăкак виçи 7,5 миллион тенкĕпе танлашнă. Уголовлă ĕçсем тăрăх вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи должноçри 9 çын суд тенкелĕ çине ларнă, çав шутр
Как научить ребенка различать цвета?

Как научить ребенка различать цвета?

С какого возраста ребенок может различать и называть цвет? Попробуем разобраться вместе. Все дети с раннего детства замечают и видят, что цвета не одинаковые. Но запоминать названия цветов дети учатся уже после того, как научились говорить. Если с младенчества с малышом занимались, к 3-м годам он может уже называть основные цвета, узнавать их, отделять от других, но абсолютная норма в том, что в три года ребенок может ошибаться и путаться в названиях цветов. Как научить ребенка узнавать цвета?  Во-первых, начните с акцентирования внимания на цвете предметов, затем перейдите к сортировке предметов по цвету. Малыш не сможет выучить цвета, если вы просто будете называть, что какого цвета, необходимо дать ему понять, что существуют разные цвета. После того, как ребенок освоит основные

Ача сасси чи илемли, мĕн пур тата унран ырри!

Декабрĕн 10-мĕшĕнче Аслă Чурачăкри культура çуртĕнче районти ачасен пултарулăх ушкăнĕсен "Ача-пăча сасси" фестиваль-конкурсăн юрри-ташши тепĕр хут янăрарĕ. Аслă Чурачăкри "Тевет" фольклор ушкăнĕн ачисем уява уçрĕç. Конкурсантсене Комсомольскинчи ачасен искусство шкулĕн директорĕ Ф.А.Гибатдинов ăнăçу сунчĕ. Сцена çине чăваш, тутар, вырăс тумĕсем тăхăннă пĕчĕк артистсем пĕрин хыççăн тепри тухса хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Фестиваль-конкурса районти тĕрлĕ çулхи ачасен 60 яхăн пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ. Ача садне çÿрекенсем те, шкулта тĕрлĕ класра вĕренекен ачасем те юрлас, ташлас тата тĕрлĕ музыка инструменчĕсем çинче выляс ăсталăхĕсемпе тыткăнларĕç куракансене. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Чи маттур, пултаруллă коллективсене тĕрлĕ номинацисенче Дипломсемпе ч

Савăнса пурăнма тата мĕн кирлĕ?

Атте, анне, мăшăр, ачасем, юратнă ĕç, пĕрле килĕштерсе пурăнакан тăвансем, сывлăх. Тата мĕн хаклăраххи пур-ши çĕр çинче? Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă, теççĕ. Çапла. Атте-анне мĕнле пăхса ÿстернинчен, кашни ĕçе пĕлсе тунинчен пуçланать пурнăç сукмакĕ. Асанкасси ялĕнче пурăнакан Эльза Олеговна Таркина 18 çулта пурнăç урапи çине ларса тилхепине çирĕп тытма тытăннă. Вăл — ялти почта уйрăмĕн начальникĕ. Эльза Кĕтне Пасар ялĕнчи Луизăпа Олег Малышевсен çемйинче кун çути курнă. Вĕсем ачисене — Эльзăпа Антона — тĕрĕс воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Апла пулин те паянхи кун та вĕсене куллен пулăшса пыраççĕ. Çемье пуçĕ — Олег Николаевич мĕн çамрăкранах "Восток" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшать, вăл фермăра оператор пулса ĕçлет. Луиза Анатольевна суту