Пятница, 19 апреля

Взятка илсен

Взятка илсен

ЧР Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ коррупцие хирĕç кĕрешесси тата çакăн евĕр преступленисен çулне пÿлесси çине пысăк тимлĕх уйăрать.
Чăваш Республикинче 2019 çулхи 9 уйăхра коррупци сĕмĕллĕ 177 /иртнĕ çулхи çак тапхăрта та 177/ уголовлă ĕç пуçарнă. Çав шутран взятка панипе çыхăннă — 90, службăри ултавпа çыхăннă — 21, служба полномочийĕсемпе ÿстерсе усă курнă — 21, служба вырăнĕпе усă курса укçа-тенкĕ хапсăннипе е салатнипе çыхăннă — 19, должноçпа иртĕхсе усă курнă — 8, укçа-тенкĕпе сутăннă 6 ĕç регистрациленĕ. Судсене пурĕ 72 /65/ уголовлă ĕç ярса панă.
Коррупци сĕмĕллĕ преступленисене илес пулсан, ку енĕпе кÿнĕ тăкак виçи 7,5 миллион тенкĕпе танлашнă. Уголовлă ĕçсем тăрăх вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи должноçри 9 çын суд тенкелĕ çине ларнă, çав шутран муниципалитет пĕрлешĕвĕсен 6 пуçлăхĕ.
Право хурал органĕсенче тăрăшакан сотрудниксем саккуна пăхăнман тĕслĕхсене те тишкернĕ, çавна май йĕркене пăснă 5 ĕçчен суд умне тăнă.
А. ПРЫГУНОВА,
Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн следователĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *