Пятница, 19 апреля

Çĕнĕ çул сăнарĕсем парада тухрĕç

Район центрне каçхине тухсан, Çĕнĕ çул çывхарса пынине тÿрех асăрхатăн. Тĕрлĕ предприяти-организаци территорийĕсем, уйрăм çынсен кил умĕсем тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе ялкăшса çеç тăраççĕ. Çак илем Çĕнĕ çул çулталăкри чи асамлă уяв пулнине аса илтерсе кăмăла хăпартлантарать. ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пуçарнипе декабрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен Чăваш Енре «Çĕнĕ çул Республики» çĕнĕ çул марафонĕ иртет. Ăна Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.
Марафон Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче вăй илнĕ. Декабрĕн 13-мĕшĕнче вăл пирĕн района та çитрĕ. Тĕп мероприятисене Комсомольскинчи тĕп сцена çинче тата районти культура çуртĕнче йĕркелерĕç.
Чи малтанах Хĕл мучисемпе Юр пикесен парачĕ пулчĕ. Районти 12 ял тăрăхĕнчен пуçтарăннă сухаллă Хĕл мучисемпе хÿхĕм Юр пикесем, тĕрлĕ чĕрчунсем, юр кĕлеткесем, вупăр карчăксем тата ытти сăнарсем культура çуртĕнчен пуçласа районти тĕп елка патне утса тухрĕç, капăр чăрăш тавра тăрса уяв курма пуçтарăннă çынсемпе пĕрле юрласа-ташласа савăнчĕç. Ял тăрăхĕсенчи пултарулăх коллективĕсем сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухса çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламларĕç, Çĕнĕ çул юррисем шăрантарса халăха хаваслантарчĕç.
Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламланă хыççăн Чăваш Енĕн тĕп хулинчен килсе çитнĕ Хĕл мучипе Юр пикене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илтĕмĕр. Кăçал çанталăк юр çуса савăнтарманнине кура Хĕл мучипе Юр пике те хăйсен транспорт хатĕрне улăштарнă иккен. Çĕнĕ çул уявĕн тĕп сăнарĕсем çунапа мар, капăрлатнă мотоблок çине ларса килни пурне те тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ.
Тĕп хуламăртан килсе çитнĕ Хĕл Мучипе Юр пике пурне те çывхарса килекен уявпа чун-чĕререн саламласа çĕнĕ çулта телейлĕ пулма, савăнса çеç пурăнма сунчĕç, уява йĕркелесе ирттерме ятарлă сертификат парнелерĕç.
Малалла пурте районти культура çуртне васкарĕç, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем лартнă юмаха курса киленчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *