Мини-футболла выляççĕ

Мини-футболла выляççĕ

Хальхи вăхăтра шкул ачисен вĕренÿ çине питĕ нумай тимлĕх уйăрма тивет. Çавна май вĕсен чупма-выляма, тĕрлĕ хускану тума вăхăчĕ сахал юлать. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе Раççей футбол союзĕ тата Мини-футбол ассоциацийĕ «Мини-футбол — шкула» проект хатĕрленĕ. Вăл çĕршывра футбол вăййине аталантарас программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем çак проектран айккинче тăрса юлас темен. Вĕсем хăйсен командине проектра регистрациленĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн шкул ачисем мини-футболла выляс ăсталăхне аталантараççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *