Публикации

Наталья Николаева – районта

Наталья Николаева – районта

Иртнĕ эрнере районта республикăри "Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ" обществăлла организацин председателĕ Наталья Николаева пулчĕ. Чи малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тĕл пулчĕ. Ун хыççăн вĕсем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç. Кăçал вăтам шкула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Унпа пĕрлех кунта вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрлĕ енлĕ аталантарма "Точка роста" вĕренÿ класĕ уçнă. Халĕ кунта ачасене хушма пĕлÿ илме чăннипех те пур услови те пур. Çĕнĕ йышши техника, компьютер класĕ — пĕтĕмпех вĕренĕве аталантарма. Наталья Алексеевна "Точка роста" класра ачасем епле вĕреннине хăй курса хакларĕ. Ĕçлĕ ушкăн районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче те пулса курчĕ. Музей фончĕ тĕрлĕ экспонатсемпе чăннипех те пуян. "Унпа пĕрлех фонд кунсерен ÿсет, çынсем ĕлĕкхи япаласе
Районти футбол: 1975-1990 çулсем

Районти футбол: 1975-1990 çулсем

Çак тапхăрта район ăнăçлăн аталанса пынă май, футбол та аталану çулĕ çине тăнă. Кашни колхозра тата район центрĕнче лайăх футбол уйĕсем пулнă. Ăмăртусене 15 команда ытла хутшăннă. "Гигант", "Россия", "Красный Октябрь", "Восток", "Дружба" колхозсен командисем уйрăмах вăйлă пулнă. Çавăн пекех "Знамя", "Заря", "Урожай", "Луч", "Красный маяк" колхозсен командисем те лайăх кăтартусемпе палăрнă. Район центрĕнчен кашни ăмăртăва 5—6 команда тăратнă, çав шутра: "Эмитрон", "Комсомольский совхоз", "Сельхозтехника", "Динамо", "Сельэнерго", "Мелиорация" командăсем. Хăш-пĕр турнирсенче Комсомольски вăтам шкулĕн, райпон "Автомобилист" командисем мĕнле вылянине халĕ те ас тăватпăр. Командăсем ун чухне районти чемпионатсенче малти вырăнсене тухассишĕн питĕ вăйлă тупăшнă. Чемпион ятне тата район кубокне чы
Лайăх вĕрентĕр тесен

Лайăх вĕрентĕр тесен

Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисем лайăх вĕренсен, тăрăшуллă та активлă пулсан, паллах, савăнать. Анчах та шкула кайма пуçласан пурин те йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Пĕрисем вĕсене çăмăллăнах парăнтараççĕ, теприсен вара чăрмавсем пулаççех. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн питĕ чăтăмлă пулмалла. Ача шкула кайма хатĕррине кăтартакан тĕп паллă — вăл тĕрĕс, лайăх калаçни. Çуралсанах ача тĕрлĕ сасăсене илтет, вĕсене уйăрма хăнăхать. Майĕпен вăл аслисен калаçăвне ăнланма пуçлать, хăй те уйрăм сăмахсем калама пикенет. Пепкен калаçăвне аталантарма кĕске сăвăсем, юрăсем пулăшаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ сасăсене евĕрлеме хавхалантараççĕ. Унсăр пуçне пĕр сасăсене, пĕр сăмахсене темиçе хутчен калани сасăсен ăнкарăвне аталантарать, сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсене ас туса юлма пулăшать. Çавăнпа та пепкене çывăрттарнă чухне юрăсем юрлам
Ĕçчен ветеринар ялта хисепре

Ĕçчен ветеринар ялта хисепре

Ветеринар — çĕр çинчи чи кăткăс профессисенчен пĕри. Унăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк та тарăн. Выльăх сывлăхне упранă май ветеринарсем çын сывлăхне те упраççĕ. Чĕрчунсен, çынсенни пекех, темĕн тĕрлĕ чир-чĕр те пур. Çын мĕн ыратнине сăмахпа ăнлантарса пама пултарать пулсан, тăватă ураллă пациент вара калаçаймасть. Ветеринарăн ăна "илтсе", ăнланса пулăшу памалла. Августăн 31-мĕ-шĕнче çак пархатарлă ĕçре тăрăшакансем професси уявне паллă турĕç. Эпĕ пĕтĕм ял-йыш ячĕпе ветеринар ĕçне чун туртăмĕпе суйласа илнĕ, Асанкассинче пурăнакан Валентина Александровна Широковăна саламлатăп. Вăл ветеринарта ĕçлеме пуçланăранпа çак таранччен сиплесе сыватнă выльăх-чĕрлĕхĕн шучĕ те çук. Çавăн пекех ветеринарта тăрăшнă Галина Михайловна Федоровăна, Надежда Николаевна Топтыгинăна, Валентина Георгиевна Петровăна та
Район уй-хирĕсенче

Район уй-хирĕсенче

Районти хуçалăхсем сентябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15048,3 гектар çинчен вырса кĕртнĕ. Çакă 91 процентпа танлашать. Çав шутра "Урожай" колхозра — 1652 гектар, "Дружба" ЯХПКра — 940 гектар, "Восток" ЯХПКра — 883 гектар, "Труд" ЯХПКра — 848 гектар, "Асаново" ЯХПКра — 795 гектар, "Луч" ЯХПКра — 708 гектар, "Победа" ЯХПКра 630 гектар çинче пиçсе çитнĕ тĕш тырра пуçтарса кĕртнĕ. Районти хуçалăхсенче пурĕ 41331,3 тонна тухăç илнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 30,2 центнерпа танлашать. Районти хуçалăхсем 1496 гектар çинче кĕрхи культурăсене акнă. Çав шутра кĕрхи тулă — 1329 гектар, ыраш — 167 гектар. Пурĕ 3455 гектар çинче çĕртме тунă.  
Чи кĕтнĕ уяв – Пĕрремĕш шăнкăрав

Чи кĕтнĕ уяв – Пĕрремĕш шăнкăрав

Сентябрĕн 1-мĕшне кашни çулах ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, чылай малтан илемлĕ шкул форми, тетрадь-ручкăсем туянса хураççĕ, ирпе ирех вĕрентекенсем валли хÿхĕм чечек çыххисем хатĕрлеççĕ. Коронавирус пандемине пула иртнĕ вĕренÿ çулне дистанци мелĕпе вĕçлеме тиврĕ. Çавăнпах кăçалхи Пĕлÿ кунĕ тата та ытларах кĕтнĕ уяв пулчĕ. Пĕрле вĕренекенсемшĕн, юратнă вĕрентекенсемшĕн, шкул парттисемпе уроксемшĕн пурте тунсăхласа çитнĕ-çке. Чир сарăласран сыхланас тĕллевпе кăçалхи уяв линейкисене ытти çулсенчисенчен урăхла ирттерме йышăннă. Унта пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансем тата юлашки çул шкул сукмакне такăрлатакансем çеç хутшăнчĕç. Ытти классенче ăс пухакансемшĕн вара уяв класра иртрĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче кăçал 58 ача пĕрремĕш хут шкул алăкне уçса кĕрет. Уяв л
Раççей шайĕнче – призер

Раççей шайĕнче – призер

Августăн 28—29-мĕшĕсенче Севастополь хулинче уçă шыв çинче шыв çăлав спорчĕпе Раççей шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ субъекчĕсенчен чи вăйлă спортсменсем пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче районти ачасемпе çамрăксен "Кĕтне" спорт шкулне çÿрекенсем те пулнă. Ăмăртăва хутшăнакансем тĕрлĕ енлĕн тупăшнă: чупнă, ишнĕ, çăлав пиçиххийĕсемпе çыхăнса финиша мала çитессишĕн ăнтăлнă тата ытти енпе те пултарулăхне кăтартнă. 2004—2009 çулсенче çуралнă хĕрачасен ушкăнĕнче пирĕн спортсменкăсем ăмăртнă. Александра Мамуткина Раççей шайĕнче 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Элина Тумаланова призерсен шутне кăшт çеç кĕреймен — 4-мĕш вырăна тухнă. Çăмăл мар тупăшура малтисен шутне кĕме пултарнă хĕрачасене чун-чĕререн саламлатпăр. Кунта, паллах, вĕсен тренерĕн Н.С.Сахровăн тÿпи те пур. Вăл хăйĕн вĕренекенĕсене
«Урмайсем» — виççĕмĕшсем

«Урмайсем» — виççĕмĕшсем

Нумаях пулмасть Мускавра мини-футбол вăййин Раççейри чемпионачĕ иртнĕ. Çак турнира пурĕ регионсенчи 16 команда хутшăннă. Вĕсен шутĕнче районти "Урмай" команда та ăмăртура тупăшнă. Вăл район чысне чăннипех çÿлти шайра хÿтĕленĕ. Пĕрремĕш турта "Урмай" команда "Юность" ушкăна 8:1 шутпа çĕнтернĕ. Иккĕмĕш турта вара "Спорт волна" командăна 2:3 шутпа выляса янă. Виççĕмĕшĕнче — 5:3 шутпа "Бавария ДБСсене" çĕнтернĕ. Шăпа янă хыççăн "Урмайсен" 1/8 финалта "Альстромсемпе" выляма тивнĕ. Çамрăксем 3:0 шутпа çĕнтернĕ. 1/2 финалта "Хараба" командăна 1:3 шутпа выляса янă. Палăртса хăвармалла, "Хараба" команда чемпионат çĕнтерÿçи пулса тăнă. Виççĕмĕш вырăншăн "Спорт волна" командăпа выляса 7:3 шутпа çĕнтерме вăй çитернĕ. "Урмайсем" тăван тăрăха виççĕмĕш вырăн йышăнса бронза медальсемпе, Кубокпа таврăннă.
Типнĕ авăрпа çÿп-çапа çунтарни синкерлĕ!

Типнĕ авăрпа çÿп-çапа çунтарни синкерлĕ!

Кĕркунне çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарнă тапхăрта пушарсен шучĕ нумайланать. Вăрманта хĕрлĕ автан алхасас хăрушлăх та ÿсет. Нумай чухне çынсем, хуçалăха мĕнле сиен кăтартма пултарни çинчен шутламасăр, хуралтăсем çумĕнчех типнĕ авăрпа хăрнă туратсене тата çÿп-çапа çунтараççĕ. Çийĕнчен çанталăк çиллĕ пулсан — вут-çулăм кĕске вăхăтрах пысăк лаптăка ярса илсе шар кăтартма пултарать. Тата пушар сÿнтересси те çăмăл мар. Пушар вăхăтĕнче мĕн чухлĕ çын вилет, сусăрланать, кил-çуртсăр тата пурлăхсăр тăрса юлать. Çунакан курăксемпе çÿп-çап тĕтĕмĕ сывлăша наркăмăшлантарать, сывлама чăрмантарать. Çакă уйрăмах ÿпке чирĕсемпе чирлекен çынсене нушалантарать. Пурăнакан вырăнта, вăрманта пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăсакансене административлă майпа явап тыттараççĕ. Хисеплĕ ял-йыш, типнĕ çĕрулми авăрĕсене ан çун
Крым делегацийĕ районпа паллашрĕ

Крым делегацийĕ районпа паллашрĕ

Пĕлтĕр пирĕн районпа Крым Республикинчи Черноморски районĕ хушшинче пур енлĕн килĕштерсе ĕçлесси çинчен килĕшÿ çырнăччĕ. Çавна май çак кунсенче Черноморски район пуçлăхĕ Алексей Шипицын тата Черноморски район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Михайловский ĕçлĕ визитпа пирĕн района килсе çитрĕç. Чи малтанах хăнасем район пуçлăхĕпе Хасиятулла Идиатуллинпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа пĕрле ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, тĕрлĕ учрежденисен, предприяти-организацисен ертÿçисемпе тата ыттисемпе те тĕл пулчĕç, малашне тумалли ĕçсене сÿтсе яврĕç. Малалла ĕçлĕ делегаци районти чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисен — "Кооператор" ОООн, Комсомольскинчи сĕт-çу комбиначĕн, "Слава картофелю" агрофирмăн тата Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе вырăна çитсе паллашрĕ. "Районти пр