Публикации

Банка пыма та кăмăллă

РФ Перекет банкĕн уйрăмне кĕрсе, унти ĕçченсемпе калаçса курман çын пирĕн çĕршывра çук та пулĕ. 1841 çултах Николай I император Раççейре перекет кассисем уçасси çинчен Указ кăларнă. Çак кассăсем йĕркеллĕ ĕçлесе пынă, çынсен укçисене упранă, процентсем хушса пынă. Перекет банкĕн Комсомольски ялĕнчи уйрăмĕ те нумай çул хушши район çыннисене тĕрлĕрен пулăшу парать, укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене татса парать. Пĕрмаях килсе тăракан çынсене банк ĕçченĕсем хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, вĕсем кашнине кăмăллăн кĕтсе илеççĕ, тимлĕн итлеççĕ. Пĕр кунхине пирĕн те Перекет банкĕн çак уйрăмне çитме тÿр килчĕ. Талон илнĕ хыççăн нумаях та кĕтмерĕмĕр, 9-мĕш номерлĕ кабина умне пырса лартăмăр. Пире çак ĕçре пысăк опыт пуçтарнă банк ĕçченĕ Люзия Шакирова ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Эпир ватă кинемейпе /ăна утма йывăрланс

Халăхшăн ĕçлеме тупа турĕ

Ытларикун, сентябрĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Алексеевич Николаева должноçе йышăнассипе çыхăннă церемони иртнĕ. Ун вăхăтĕнче халăх кандидачĕ Чăваш Республикин Конституцийĕпе килĕшÿллĕн присяга тытнă: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн полномочийĕсене пурнăçланă чухне, Раççей Федерацийĕн Конституцине, Федераци саккунĕсене, Чăваш Республикин Конституцине тата Чăваш Республикин саккунĕсене пăхăнма, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕсене тата Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕсене пурнăçлама, этем тата гражданин прависене, ирĕклĕхĕсене хисеплеме тата пурнăçа кĕртсе пыма, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пысăк тивĕçне чыслăн пурнăçлама, халăхшăн шанчăклăн ĕçлеме тупа тăватăп», — тенĕ регион Ертÿç

Ачасен çывăх тусĕ – воспитатель

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче воспитательсем тата шкулчченхи вĕренÿ ĕçченĕсем профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Тин çеç пурнăç çулĕпе утма пуçланă пепкесене ача садĕнче ăшшăн кĕтсе илеççĕ, тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Ачасене пĕр-пĕринпе килĕштерсе выляма, тĕрлĕ ĕçе пĕрле пурнăçлама та воспитательсем пуçласа хăнăхтараççĕ, обществăра хăйсене тытма вĕрентеççĕ. Çак ĕçре чăннипех те ачасене чун-чĕререн юратакан çынсем çеç тăрăшма пултараççĕ. Вĕсенчен пĕри —«Пучах» ача садĕнче 22 çул ытла тăрăшакан Наталия Пантелеймоновна Долгова. Наталия Пантелеймоновна ача садне кашни кунах тулли кăмăлпа утать. Ачасене яланах хаваслăн кĕтсе илет, йĕрекенсен кăмăлне самантрах çавăрса ярать. Пĕчĕкскерсемпе яланах пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупать. Ахальтен мар вăл ĕçлекен ушкăнри пепкесем ача садне савăнса çÿреççĕ. «Пучах» ач

Ял-сала хăтлăланать

Районти кашни ялтах çулсерен мĕнле те пулин ырă улшăну пулатех, урамсене тикĕслеççĕ, çул сараççĕ, илемлетеççĕ, тавралăха хăтлăлатаççĕ, çуртсемпе общество объекчĕсене çĕнĕ сăн кĕртеççĕ, кану паркĕсем, ача-пăчапа спорт лапамĕсем уçаççĕ тата ытти те. Кăçал республикăри кашни ялах 100 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Çак йышăнăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланăччĕ. Ача-пăча лапамĕ, палăк, спорт площадкисем тата ытти те — çакă йăлтах ял-сала сăн-сăпатне улăштарма май парĕ. Унпа мĕнле усă курассине муниципалитетсем хăйсем татса параççĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 300 миллион тенкĕ уйăрма палăртнăччĕ. Асăннă укçа-тенкĕ муниципалитетсене июлĕн пĕрремĕш çурринче çитесси çинчен пĕлтер- нĕччĕ. Х
Çĕнелнĕ библиотека чуна савăнтарать

Çĕнелнĕ библиотека чуна савăнтарать

Эпĕ хаçат-журнал, кĕнеке вулама питĕ юрататăп, çавăнпа та библиотекăна час-часах çÿретĕп. Уйрăмах политикăпа, историпе çыхăннă кĕнекесене, юридици, ăслăлăх литературине кăмăллатăп. Кăçал коронавируса пула чылай вăхăт вулавăша çÿреме май пулмарĕ. Чир-чĕрпе çыхăннă лару-тăру самайлансан эпĕ тÿрех Комсомольски тĕп библиотекине çул тытрăм. Вулавăш алăкĕсем тинех уçă пулни, паллах, питĕ савăнтарчĕ. Унран та ытла библиотека çĕнелсе илемленни кăмăла çĕклерĕ. Темиçе уйăх çынсене йышăнман вăхăтра кунти ĕçченсем питĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ: пÿлĕмсене пĕтĕмпех юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ кĕнекесем илсе килнĕ, тĕрлĕ тематикăллă стеллажсем вырнаçтарнă. Çавăн пекех вулав залне те питĕ илемлĕ йĕркеленĕ. Пысăк, çутă залран халĕ тухас та килмест. Кашни пÿлĕмре юсав тăвас тесе мĕн чухлĕ кĕнеке каллĕ-маллĕ йăтман-ш

Илемлĕ тавралăхшăн

Тăван тавралăх илемлĕ те хăтлă пулсассăн епле аван. Уçăлса çÿреме те, вăрмана кăмпана, çырлана, юханшыв хĕррине пулла кайма та кăмăллăрах. Çапла вĕт; Чылай чухне кирлĕ-кирлĕ мар пăрахнине асăрхатăн та еплерех кăмăл хуçăлать. Çÿп-çап урамра та, çырансем хĕрринче те, вăрманта та чылай. Ăçта кăна ывăтмаççĕ-ши ăна? Пăрахакансем нумай, пуçтаракан вара сахал. Мĕншĕн-ши çын тав тери çутçанталăка варалама пуçларĕ? Кун пирки мĕн чухлĕ калаçаççĕ, çыраççĕ... Усси çавах сахал. Хăшĕсем çеç кирлĕ мар çÿп-çапа пуçтарма ÿркенмеççĕ. Акă, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсенех илер. Маттурскерсем çак кунсенче 120 килограмм ытла кирлĕ мар япала пухнă. Экоушкăн членĕсем йăмăкĕсемпе, аппăшĕсемпе, шăллĕсемпе пĕрле хăйсем пурăнакан урама тирпейлĕх кÿнĕ. Вутланта пурăнакан Настя Сергеева 2 михĕ ытла çÿп-çап пух

Фестивальтен дипломсемпе таврăнчĕç

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Владимир облаçĕнчи Гороховец хулинче культура еткерлĕхне тата халăх пултарулăхне сыхласа хăварас тĕллевпе ирттерекен «Хоровод традиций» акци шайĕнче халăх пултарулăхĕн «Неувядаемый цвет» 7-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Проекта Гороховец район администрацийĕ, культурăпа çамрăксен тата спорт уйрăмĕ йĕркелерĕç. Вĕсене çак уява ирттерме Владимир облаçĕн культура депортаменчĕпе истори поселенийĕсене аталантармалли «Русская провинция» ассоциаци пулăшрĕ. Фестиваль питĕ илемлĕ вырăнта — Гороховецри историпе архитектура музейĕн ?1680 çулта хăпартнă Ершов /Сапожников/ купцан çурчĕ/ картишĕнчи лапамра иртрĕ. Фестивале йĕркелекенсем кашни саманта шута илни, хулан хăйне евĕрлĕ архитектури, уяв лайăх упранса юлнă ĕлĕкхи çуртăн картишĕнче иртни тата хутшăнакансем хăйсем пурăнакан вырăнти хал

Зинаида Козлова: 11 çулта чухнех Çĕпĕре тухса кайрăм

Зинаида Козлова тесенех куç умне «Уяв» халăх фольклор ансамбльне кăларатпăр. Вĕсем — пĕр çыхăра. Вăл çеç-и? «Уявран» аслăраххи те пулнă, вăл — ачасен «Пилеш» фольклор ансамблĕ. Халĕ ăна паллă фольклористкăн вĕренекенĕ Наталья Васильева ертсе пырать. «Юрай чечекĕ» те Зинаида Козловăн «ачиех». Вĕсем пирки тата хăйĕн çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлер-ха мухтавлă ентешрен. — Зинаида Алексеевна, илтнĕ тăрăх, сирĕн çемьере 12 ача пулнă. Тĕрĕсех-и? — Çапла, манăн анне аттене, виçĕ ачаллă арçынна, качча тухнă. Тата тăхăр ача çуратнă. Аслă пичче Петĕр, 1920 çулта çуралнăскер, вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Вăл танкист пулнă. Каярахпа унăн шăпипе кăсăклантăм, шырав ирттертĕм, çакна пĕлтĕм: фашистсем унăн дивизине шурлăха янă. Иккĕмĕш пичче Виталий Мускава хÿтĕленĕ. Виççĕмĕш Анатолий штабра çыруçă пулнă. Çар до

Çитĕнет уйра сап-сарă хĕвелçаврăнăш

Европа шайĕнчен шутласан Раççейре хĕвелçаврăнăш рынокĕ чи пысăкки шутланать. Çак ял хуçалăх культури пирĕн çĕршывра тĕрлĕ регионсенче сахал мар лаптăк йышăнать. Ытларах хĕвелçаврăнăша кăнтăр енче çитĕнтереççĕ пулин те, пирĕн тăрăхра та аван тухăç парать вăл. Районта асăннă культурăна пĕр-икĕ хуçалăх çеç çитĕнтерет. Кăçал ăна сăмахран, «Госсорткомиссия» ФГУ-ра — 65 гектар, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче 165 гектар çинче акнă. Минатуллинăн фермер хуçалăхĕн ертÿçи Минзекрем Равилович пĕлтернĕ тăрăх, хĕвелçаврăнăша вĕсем 2016 çултанпа çитĕнтереççĕ. Пĕлтĕр ăна 120 гектар акнă. — Минзекрем Равилович, районта хĕвелçаврăнăша ытларах эсир çеç ÿстеретĕр. Эсир çак культурăна çитĕнтерме кăмăлланин сăлтавĕ мĕнре-ши? — Пирĕн фермер хуçалăхĕ хĕвелçаврăнăшпа танах ытти культурăсене те çитĕнтерет. Кăç
Уй-хирте

Уй-хирте

Кĕркунне çанталăка сивĕтсе, йĕпхÿ çумăр çутарса аграрисене уй-хирсенчи ĕçсене васкарах ĕçлеме хистет. Районĕпе илсен вырма ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех /99,9 процент/. Кĕрхисене акасси те вĕçленсе пырать?80 процент/. Çĕрулми лартнă хуçалăхсем тупăша пуçтарма пикеннĕ. Ăна 258,5 гектар çинчен 6515 тонна /33,2 процент/ пуçтарса кĕртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» Самарин фермер хуçалăхĕнче 30 гектартан/лартнинчен 66,7 процент/ 750 тонна пуçтарнă. Вăтам тухăç гектартан 250 центнерпа танлашать. «Слава картофелю» агрофирма 122 гектартан /вăтам тухăç 286 центнер/ 3500 тонна çĕрулми пуçтарса кĕртнĕ. Çакă 42,1 процентпа танлашать. «Сюрбеево» ООО 50 гектартан 1000 тонна çĕрулми кĕртн/вăтам тухăç гектартан 200 центнер/. Çакă 37 процентпа танлашать. Кĕрхи ĕçсем малалла пыраççĕ.