Четверг, 25 апреля

Крым делегацийĕ районпа паллашрĕ

Крым делегацийĕ районпа паллашрĕ

Пĕлтĕр пирĕн районпа Крым Республикинчи Черноморски районĕ хушшинче пур енлĕн килĕштерсе ĕçлесси çинчен килĕшÿ çырнăччĕ. Çавна май çак кунсенче Черноморски район пуçлăхĕ Алексей Шипицын тата Черноморски район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Михайловский ĕçлĕ визитпа пирĕн района килсе çитрĕç.
Чи малтанах хăнасем район пуçлăхĕпе Хасиятулла Идиатуллинпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа пĕрле ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, тĕрлĕ учрежденисен, предприяти-организацисен ертÿçисемпе тата ыттисемпе те тĕл пулчĕç, малашне тумалли ĕçсене сÿтсе яврĕç.
Малалла ĕçлĕ делегаци районти чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисен — «Кооператор» ОООн, Комсомольскинчи сĕт-çу комбиначĕн, «Слава картофелю» агрофирмăн тата Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе вырăна çитсе паллашрĕ. «Районти предприятисем çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни, ял хуçалăхне аталантарма тăрăшни, ăнăçлăн ĕçлесе пыни си-сĕнет. Эпир сирĕн паха опытпа интересленсех паллашрăмăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр», — уçрĕç шухăшне хăнасем.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *